Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Виталий Станьял: Ят сӑмахсен пуянлӑхӗ

Виталий Станьял26.04.2020 13:246431 хут пӑхнӑ

Ят сӑмахсем (терминсем) пирки халиччен эпӗ ятарласа «Чӑваш сӑмахлӗхӗн вӗрентӳ меслечӗсем» кӗнекере (2006, 51-55 тата 389-396 енсем), уйрӑм хӑтавсенче (тӗслӗхрен, «Кивви-ютти лайӑх-и е ҫӗнни те кирлӗ-и? 2009; «Ӗҫ ҫуртне палӑртакан ятармӑксем», 2012; «Чӗлхе ҫинчен шухӑшласан», 2020) ҫырнӑччӗ.

Ҫавсем ҫумне хушса, халӗ калаҫӑва малалла тӑсас кӑмӑл пур.

Кутемӗн вырӑс чӗлхине те, ытти чӗлхесене те интернет урлӑ виҫесӗр нумай мӑриккан сӑмахӗсем кӗрсе тулчӗҫ. Ни яшши, ни ватти вӗсем мӗне пӗлтернине пӗлмеҫҫӗ. Компьтер умӗнче кун ирттерекен ачасем ӑнланмасӑрах хӑнӑхнине кура вӗсем шкул чӗлхине хӑвӑрт кӗрсе лараҫҫӗ. Вара пуҫланать чӑваш чӗлхин онлайн-уроклӑ ҫӗнӗ тапхӑрӗ: «Zoom платформӑпа усӑ курса ВКСсем ирттересси, кейс-технологисене алла илесси, дистант процессне серверсемпе пуянлатасси («Шӑнкӑрав», 17.04. 2020).

Япалипе пӗрле ячӗ килни ӗмӗрех пулнӑ, малашне те пулӗ. Ҫапах та, ҫав сӑмахсенчен нумайӑшне ним марах хамӑр чӗлхепе ӑнланмалла калама пулать. Вӗсем тӑван чӗлхене чиперех вырнаҫаҫҫӗ те пурне те ӑнланмалла янӑраҫҫӗ: ҫумри инҫесас (сотовый телефон), инҫет вӗренӳ (дистанционное обучение), тӳрӗ кӑларӑм (прямая передача) тата ыт. те.

Шкул вӗрентекенӗсемпе ачасен ят сӑмахсене (терминсене) майлаштара аппаланма май ҫук. Тӑрӑшса ӗҫлекен чӑваш учителӗн, тӗрӗссипе, апат ҫиме те вӑхӑт юлмасть — ачасене ӗҫ памалла, тӗрӗслемелле, хакламалла, электрон журнала тултармалла, шайлав памалла, ҫӗнӗ сапат (урок) мӗнтелӗсене хатӗрлемелле...

Кам пулӑшас чӑваш учительне? Тӗпчев институчӗ шкултан аякра, аслӑ шкулсенче те вӑтам шкул нушине пӳрне витӗр кӑна кураҫҫӗ, хаҫатсем хӑйсем те аптраса апла-капла ҫавӑраҫҫӗ-хаӗ Ҫавна пула «Чӑваш халӑх сайтне» пӗр вӑхӑтлӑха «Чӗлхе хутаҫӗ» хушма кӗтес йӗркелеме ыйтасшӑн. Кӗтес те мар, ак ҫак хӑтав айнех ҫынсем хӑйсен сӗнӗвӗсене ҫырччӗр, вара мӗн те пулин юрӑхли тупӑнать пулӗ тетӗп. Тӗслӗхе, хальччен пичетре тӗл пулнӑ темиҫе куҫарӑва илсе паратӑп.

Администраци — тытан, тытанлӑх.

Анализ — тиккерӳ.

Анекдот — месек.

Воспитани — сапӑрлу, сапӑрлӑх.

Диплом — тынӑк.

Дистанциллӗ формат — инҫет мел.

Заняти — ӗҫлеч(ӗ).

Заявлени — евтӳ.

Кабинет — пӳлмек.

Нагрузка — тиев.

Обязательно — пӑрӑнми.

Отчет — шайлав.

Платформа — лап (вӗрентӳ лапӗ).

Правительство — ертӳлӗхӗ

Предмет — ӗскер (вӗренӳ ӗскерӗ).

Режим — тытак (патша тытакӗ).

Совесть — симсипет.

Сноска — сӗлтӗк.

Стена — пӳсех.

Тема — сӗрел(тӗ).

Цель — тӗллев.

Экзотика — сейӗр.

Элемент — сетӗр.

Паллах, интернетри нумай сӑмах чӑваш чӗлхине килӗшӳллех кӗрсе вырнаҫӗ, ҫынсем акӑлчанла та, вырӑсла калӗҫ вӗсене. Анчах ҫав терминсене хамӑр чӗлхепе те каламалли ятармӑксем пулсан вӗсем пурне те ӑнланмалла пулӗччӗҫ (уйрӑмах аслӑрах ҫулхи ҫынсене), ун пек чухне вӗсемпе усӑ курма чылай ҫӑмӑлрах.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3118.95.8248
2020.04.26 16:47
Agabazar
Çакăнта илсе кăтартнă сăмахсенчен чылайăшне «чăвашлатма» ним тума та кирлĕ мар.

«Тĕллев», «тиев» тенисем капла та пур. Велосипед шутласа кăларма кам хушнă?

Ыттисене илес пулсан:
Воспитание — витерев (сапăрлу тесе мекĕçленме кирлĕ мар)
Заявление — пĕлтерни (йăлт ăнланмалла!)
Совесть —çумхыпар (калька!)
Стена — урлăм, урлăлăх, чĕке
Правительство — тÿре-шара

Платформа тенине "лап" мар, лаптăк темелле.

Тепĕр хут калатăп, ытларах чухне кунашкал выляв ним тума та кирлĕ мар. Енчен те сăмах чăваш чĕлхин хапине аванах кĕрсе ларать пулсан, ма тем шутласа кăларам пекки туса нушаланмалла?

Варваризмсене — адаптацилемелле. Анчах ыттисем çаплах юлччăр. Калăпăр, «администраци» тени хăш енчен кансĕрлет. Тен, икĕ цц çырма тивĕ (администрацци). Çавă кăна.
Agabazar // 3118.95.8248
2020.04.26 16:57
Agabazar
Чăннипе каласан, «заявление» тесе икĕ япалана калаççĕ:

1)Мĕн пирки те пулсан ыйтни, тилмĕрни
2)Çын е организаци хăйĕн шухăшĕ пирки официаллăн калани

Иккĕшĕн пирки те ним хăрамасăрах пĕлтерни теме пулать.

А пĕрремĕш пĕлтерĕшĕ пирки Иван Андреевич Андреев анасаттăн кăна ыйту теме сĕнетчĕ.

Анчах та иккĕмĕш пĕлтерĕшлĕ «заявление» пирки апла калаймастăн. Пĕлтерни теме тивет. Ку вариант, тепĕр хут калап, пĕрремĕш пĕлтерĕш валли те юрăхлă. 100%.
Agabazar // 3118.95.8248
2020.04.26 17:10
Agabazar
Виталий Петрович Станьял,

эсĕр, ахăртнех, Николай Плотниковăн "Терминсем" ятлă сайчĕ пуррине пĕлместĕр пуль?

Вăл ак çак тĕлте вырнаçнă — http://termin.chv.su/a/terminsem

Унта сĕнÿсене темăсем тăрăх вырнаçтарнă.

Анчах та пĕр кăлтăк пур. Ун пирки мĕнле ăнлантарам-ши? Сĕнусене пухса пыраççĕ те, вĕсене ушкăнпа тата пĕтĕмпех ытамласа илсе пăхса илме май пур. Çав вăхăтрах сĕнÿсем-сăмахсем пĕтĕмпех вырнаçмасса та пултараççĕ. Алфавитăн юлашки саспаллийĕсемпе пуçланаканнисем "чаршав хыçĕнче" юлаççĕ.

Ытти енчен пурте аван.

Станьял хăта, кăмăлăр пулсан, çавăнта кайса пăхма май пур.

Сывлăх сунатăп.
Станьял // 1921.54.8356
2020.04.27 08:58
Акапасар чӗлхеҫӗне ырӑ сёмахсемшӗн тав тӑватӑп.
Сайтри "Терминсем" пай ГА.Дегтярев чӗлхеҫӗ сунтӑхӗ пекех пуян, анчах унта чӑвашла ят сӑмахсем сахал - Акапасар тата Мирон Толи сӗннисене кӑна куртӑм. Акдаемиллех пуҫланӑ. Ӑна вӗрентӳ ӗҫӗнче усӑ курма ансататмалла.
Ӗлӗк термин коиссийӗ ячӗшӗн пурччӗ, анчах Акапасарсёр пуҫне унта никкам та тӑрӑшмарӗ пулмалла. Халь те ку ыйту ӳппӗнле выртвть=и=ха?
Чӗхене юратни ҫавӑ пулинех?
Agabazar // 7531.6.3592
2020.04.27 18:32
Agabazar
Ну, Акапасара «мухтама» пит кирлех мар пуль. Мĕншĕн тесен вăл (Акапасар) те пур, те çук.
Валери Тургай // 2634.07.8657
2020.04.29 15:30
Акапасарпа килӗшетӗп. Станьял сӗнекен терминсенчен ытларахӑшӗ чӗлхемӗре тӗлли-паллисӗр пӑтратни, кӑткӑслатни, вулакана чӑваш чӗлхинчен пистерни!
Иксӗлми вӑйна урӑх пархатарлӑ ӗҫ тума яр-ха, хаклӑ Виталий Петрович! Экспериментусемпе ан пӑтрат капла та нушаланакан халаха!
Agabazar // 3671.80.9188
2020.04.29 23:19
Agabazar
Валери Туркай манпа килĕшрĕ тесе, эпĕ вара, хам енчен, сăмсама каçăртма шутламастăп-ха.

Станьял сĕнĕвĕсенче те усăллă япаласем çук мар. Пĕтĕмпех шăпăрпа шăлса тăкас шухăш пиртен аякра....
Валери ТУРКАЙ // 2587.15.7926
2020.04.30 14:38
Эпӗ ХАМӐН ШУХӐШӐМА Акапасар, эп унпа килӗшнине пула, сӑмсине каҫӑрттӑр тесе ҫырса пӗлтерместӗп.
Акапасар кун пек туни маншӑн ытла пысӑк чыс пулатчӗ!
Акапасар вӑл - Акапасар-ҫке-ха! Вӑл пирӗн - чи ӑсли, чи нумай пӗлекенни, чи сӑпайли!
Турӑ упратӑр Акапасара!
Паян та, ыран та, ӗмӗр-ӗмӗрех!
Арлан // 2082.04.5788
2020.04.30 21:19
Кунта компьютерта ҫаврӑнакан сӑмахсене куҫарса та ӑнантарса памалла:
акапасар - чӑваш сайчӗн улатакки
гаджет= хатёрхётёр
кейс-технологи
платформа
ватсапп
туркай = апла-капла ҫыракан
смартфон
станьял - ыр ҫынсене кансӗрлекен
Zoom
ВКСтата темтепӗр!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем