Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ 85-ре кӑна-и?

Аçтахар Плотников17.12.2019 17:0910566 хут пӑхнӑ

Валерий Туркай ыйтнипе 2003 ҫулта тухнӑ Петӗр Ялкирӑн статйине вырнаҫтаратпӑр. Вӑл «Писательсен пӗрлешӗвӗ — 80-ра» ятлӑ. Статья вырнаҫтарма Валерий Туркая, ахӑртнех, пирӗн сайтра пӗлтернӗ «Чӑваш ҫыравҫисем союз юбилейне пухӑнӗҫ» хыпар хистенӗ. Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ миҫе ҫулхи юбилейне тата хӑҫан палӑртмаллине ҫак статьяпа паллашнӑ хыҫҫӑн татса пама пулать тесе шутлатпӑр.

«Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторӗ Николай (Аҫтахар) Плотников.

«Писательсен пӗрлешӗвӗ — 80-ра»

Чӑваш ҫыравҫисене пӗр ушкӑна пӗрлештерес шухӑша Ҫеҫпӗл Мишши 1921 ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Вӑрнар техникумӗнче вӗренекен Н. Ваҫанкка поэт патне ҫырнӑ ҫырӑвӗнче палӑртнӑ. 1923 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Канаш» хаҫат редакцийӗнче тата кӗнеке издательствинче ӗҫлекен ҫыравҫӑсем хӑйсен пухӑвӗнче Чӑваш писателӗсемпе журналисчӗсен «Канаш» союзне туса хума йышӑнаҫҫӗ. Унӑн бюровне Николай Золотова, Николай Шупуҫҫыннине, Хумма Ҫеменне, Степан Лашмана, Николай Патмана, Лява Платунне, Ананий Элтивана суйлаҫҫӗ. Председатель пулма «Канаш» хаҫат редакторне Николай Золотов критика уйӑраҫҫӗ.

«Канаш» союз писательсен хайлавӗсене пӑхса тухса пичете сӗнессине йӗркелесе янӑ. «Канаш» хаҫатра сӑвӑсем, калавсем, очерксем ҫапӑнма пуҫлаҫҫӗ. Писательсем тӑрӑшнипе 1924 ҫулта «Сунтал», 1925 ҫулта «Капкӑн», 1928 ҫулта «Ӗҫ хӗрарӑмӗ», 1929 ҫулта «Хатӗр пул», 1931 ҫулта «Трактор» журналсем тухма пуҫлаҫҫӗ. Писательсем сӑвӑ-калав ҫеҫ мар, романсем, поэмӑсем, нумай актлӑ пьесӑсем ҫыра-ҫыра пичетлеме тытӑнаҫҫӗ. Чӑвашла Мускавра «Коммунар» хаҫат, Самарта «Колхозник» хаҫатпа «Вӑтам Атӑл» журнал, Хусанта «Утӑм» журналпа «Хӗрлӗ ялав» хаҫат тухма пуҫлаҫҫӗ.

1934 ҫулта ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвне Чӑваш совет писателӗсен союзӗ теме пуҫлаҫҫӗ. Аталану ҫулӗ ҫӑмӑл пулман. 18 ҫыравҫӑ репрессие лекнӗ, А. Золотов, Е. Захаров, Н. Митта, Н. Янкас, Н. Патман, Н. Шупуҫҫынни таврӑнайман. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинчен СССР писателӗсен союзӗн 16 членӗ чӗррӗн тухайман. Ҫӗн йӗркелӳ тапхӑрӗнче писательсен союзне темиҫе пая уйӑрса аркатма хӑтланчӗҫ.

Пӗрлӗхшӗн тӑракансем чӑваш профессиллӗ писателӗсен союзӗн ялавӗ айӗнчен пӑрӑнмарӗҫ. Халӗ унта 140 таран прозаик, поэт, драматург, критик, публицист пӗрлешсе тӑрать.

Профессилле писательсен союзӗн правленийӗ Валерий Туркай ертсе пынипе чӑваш литературине малалла аталантарас тесе ҫине тӑрса тӑрӑшать. Ҫӗнӗ произведенисем «Тӑван Атӑлпа» «Ялав» журналсенче, хаҫатсенче сахал мар пичетленеҫҫӗ. Йывӑррӑн пулин те, кӗнекесем те тухкалаҫҫӗ. Классиксен, П. Хусанкайӑн, Я. Ухсайӑн, томӗсене ҫеҫ мар, В. Элпи, В. Енӗш, Д. Гордеев, П. Ялгир, А. Казанов тата ыттисен хайлавӗсене те кӑларнӑ. Писательсен юбилейӗсене анлӑрах ирттересси вӑй илсе пырать. Вӗсене Шупашкарта кӑна мар, ялсенче те палӑртаҫҫӗ. Ҫав ятпа районсенче литература кунӗсем иртеҫҫӗ. Вӗсем юлашки вӑхӑтра Муркаш, Комсомольски, Вӑрнар, Етӗрне тата ытти районсенче те иртрӗҫ. Тӑванла Тутар, Пушкӑрт, Мари Эл республикисене кайса чӑваш литературин кунӗсене ирттертӗмӗр. Унтан та пирӗн пата хӑнасем килсе кайрӗҫ. «Хавхалану» хаҫат тата «Чувашия литературная» альманах тухма пуҫларӗ. Шупашкарта Ҫеҫпӗл Мишши, Слакпуҫӗнче Я. Ухсай, Сиктӗрмере П. Хусанкай музейӗсем уҫӑлчӗҫ. Союз членне 15 ҫамрӑк ҫыравҫӑна йышӑнтӑмӑр. Проза антологийӗ тухрӗ, поэзи, драматурги, ача-пӑча, сатирӑпа юмор антологийӗсене кӑларма хатӗрленӗ. Пурнӑҫпа тан утса пирӗн писательсем тӑван Чӑваш Ен хитрен чечекленсе пытӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

Юбилей ирттернӗ май хӑш-пӗр кӑлтӑксене те палӑртма тиврӗ. Сӑмахран, ҫур миллионлӑ тӗп хуламӑр Шупашкар чӑваш литературине пӗр писатель те памасть. Шупашкар хули ҫинчен вырӑс летопиҫӗнче 1371 ҫултанпа ҫырма тытӑннӑ. Ун чухне Дмитрий князь Мускавран Атӑл тӑрӑх Мамай хан патне Сарай хулине кайнӑ, Шупашкарта пӗр каҫ ҫывӑрнӑ. Ҫавӑнтанпа чӑваш литературине Шупашкартан пӗр ҫын та хутшӑнманни питӗ пӑшӑрхантарать.

Тӗлӗнмелле, чӑваш писателӗсем ялтан кӑна тухаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та произведенисем те ытларах ял ӗҫченӗсем ҫинчен. Ялтан хулана килнӗ ҫыравҫӑсем хӑйсем те ял темине ҫӗклеҫҫӗ. Промышленность темипе ҫыракансем Алексей Талвирпе Иван Григорьев писательсем ҫеҫ пулнӑ. Ку тӗлӗшпе ҫамрӑксем улшӑну туни курӑнмасть.

Юбилей пухӑвӗнче Писательсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн ҫак ҫитменлӗхе пӗтерессишӗн тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ. Ял ҫыннисем ҫинчен те сулмаклӑрах хайлавсем кирли пирки сӑмах пычӗ.

П. Ялгир.

 

Хушни

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Ялтан // 3586.28.0810
2019.12.18 19:50
Л.Филиппова-Михайлова хăй умĕн тухнă журналсенетытса пăхмасăр кăмăр тесе кăларса ывăтнă пулсан тата унран мĕн кĕтме пулать? Аçтан вăл пирĕн СОЮЗ историне пĕлтĕр?
2019.12.19 18:13
Писательсен союзĕ. Мĕскер вара парать вăл паянхи пурнăçра укçа сĕвĕленисĕр пуçне? Мана пĕр вĕçĕмсĕр çыру яраççĕ вырăссен писательсен союзĕнчен, интернациональнăй союзран. Мĕскер кирлĕ вĕсене? Укçа. Пур çĕрте те укçа. Эсир вара кунта хы паланса лараттăр. Кам çырма пултарать, ăна нимĕнле союз та кирлĕ мар. Çитменне пирĕн патшалăхра чăн пултаруллисене вилсен тинех тивĕçлипе хаклаççĕ. Пустуй супĕлтетÿ
Валери Туркай // 3639.05.8329
2019.12.20 05:13
Пӗр енчен эс тӗрӗс, Аскольд-Леопольд, тепӗр енчен тӗрӗс мар!
Пурин те ХӐЙСЕН пӗрлӗхӗсем пур - журналистсен те, архитекторсен те, композиторсен те, кролик ӗрчетекенсен те...
КИРЛӖРЕН тунӑ вӑл пӗрлӗхсене.
Писательсен союзӗсем Турцире те пур, Эстонире те...
Ҫав вӑхӑтрах, ҫапла, К.В.Ивановпа Ҫеҫпӗл нимле союзра та тӑман. Айхи те.
Писательсен ЙӖРКЕЛЛӖ ӖҪЛЕКЕН пӗрлӗхӗ питӗ нумай ырӑ ӗҫ тума пултарать, Анчах урӑх йышшисенчен вара ним усси те ҫук.

Пурсӑра та Ҫӗнӗ Кунпа саламласа - Валери Туркай. 89278555480
Вот и // 3913.62.1968
2019.12.20 14:14
ăнлантăмăр Аскольд ятлă чăваша... Апла вăл пирĕн патшалăхра - Чăвашра хăйне пултаруллисен тивĕçне ильсе хакласса кĕтет имĕш... Тата нумай вăхăт юлчĕ-ши вара?
Н.М-ч // 1710.44.7003
2019.12.21 15:19
Писательсен (чăвашла куçарма пулмасть-им ку сăмаха?) Союзĕ(кăна та чăвашла калама çук пулас) халăха нимшĕн те кирлĕ мар, халăха лайăх кĕнеке çеç кирлĕ.Союз Хĕлип Лидисемпе Кибечсене хăйсене çĕр кăвапи пек кăтартма çеç кирлĕ, Cоюз пулмасан халăх вĕсем пуррине те, камсем иккенне те пĕлмест.
2019.12.22 18:29
Чăваш чĕлхинчен мăшкăллашса мĕншĕн вăрă-хурах евĕр кĕретĕр? Ятăра пĕлтерĕр енчен те мĕскер-тăр калама пултаратăр пулсан. Мĕскĕн кĕлмĕçĕсем!
2019.12.23 12:55
Валери Туркай, вăлах Çерçи, союзсем сирĕн йышшисене кирлĕ. Хăвах палăртан, Иванов союзра тăман. Анчах та "Нарспи" поэмăна тĕнчипе пĕлеççĕ. Пур союзсем укçа çыракансенчен пухма кăна, пĕтĕм усси-пайти. Ыттисемшĕн: манăн проза.ру сайтра 16 пин вулакан, мана çитет, эсир вара хăвăр чăваш сайтĕнче каяш хăварнисĕр пуçне мĕскерех туни пур?
Agabazar // 3365.59.9415
2019.12.23 16:56
Agabazar
Проза.ру сайтра вара эс "аслă чăваш чĕлхипе" текстсем хăваратăн-и? Е унта вырăсла текстсем хăварса хăвна Улăп пек кăтартасшăн?

А ес Валери Туркай е Константин Иванов пирки янрашни никама та кирлĕ мар. Папуссем вуласа тĕлĕнсен кăна. Анчах та пирĕн хушăра папуассем сахал.
2019.12.23 18:52
Сирĕн хушăра пĕрремĕш папуассем. Проза.ру çинче чăвашла çырма çук, анчах та кĕр хуть хăш вăтăр ытла интернет магазина пуринче те "Юратап эп сана" кĕнекене туянма пулать. Анчах та сирĕн вулама вăхăт çук.
Agabazar // 3365.59.9415
2019.12.23 19:49
Agabazar
Татах килет. Мĕн çитмест ăна?

Проза.ру тенисĕр пуçне стихи.ру пур. Пулать унта та лере те чăвашла çырма та. Анчах унашкал ĕç каймасть.

Страницӑсем: 1, [2], 3

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем