Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Кӑрал

Аçтахар Плотников13.06.2019 12:056777 хут пӑхнӑ

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Кӑра, кӑрал...

Ашмарин словарӗнче кӑрал сӑмаха ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Оружие, орудие... вӑрҫӑ кӑралӗ-хатӗре... Кӑрал тесе, каскалакан тимӗр таврана калаҫҫӗ... «Кӑраллӑ ҫын килет, петӗм халӑх тарса пӗтрӗ!..» Ку вӑл ҫар хатӗрӗ тытнӑ ҫын килнине пӗлтерет.

Кӑрапа кӑрал сӑмахӑн тӗп тымарӗ пӗр пулма пултарать. Авалхи юмах-халапсенче (мифсенче) Кӑра-турӑ ҫинчен калани те пур, ӑна вӑрҫӑ турри тесе шутлама май килет. «Кӑра (Кӑратурӑ) ялан кӑмака умӗнче турчӑкине кӑвар пӑтратать, ун кӑварӗ ҫӗре ӳксен вара вӑрҫӑ пуҫланать...»

Хӑш-пӗрисем кӑрала ӗҫ хатӗрӗ ҫеҫ тесе ӑнлантарма пӑхни те пур. Пирӗн шутпа, кунпа килӗшме йывӑртарах, мӗншӗн тесен ӗҫ хатӗрне пӗтӗмлетсе калакан лайӑх сӑмах хӑй пур: ыртма. «Ҫуркуннепе ыртмине хатӗрлесе ҫитермен ҫынна кам хисеплетӗр?» — тенӗ Улӑп ҫинчен калакан пӗр халапра. Кунта, паллах, ӗҫ хатӗрӗ пирки сӑмах пырать ӗнтӗ.

 

Хушса калани. «Кӑрал» сӑмах Ашмарин хатӗрленӗ сӑмах пуххинче чӑн та пур. Юхма Мишши илсе кӑтартнӑ пекех. Ҫирӗплетес тесе Егоровӑн этимилоги словарьне те уҫса пӑхма пулать:

КӐРАЛ 1. «инструмент», «орудие», «оружие»; 2. «средство»; уйг., кирг., казах., к.калп. курал, туркм. гурал, башк., тат. корал, узб. курол «орудие», «оружие», «инструмент», «оборудование», «средство»; кумык., ног. курал «музыкальные инструменты»

Кунта ӗнтӗ мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пулать? Кил-тӗрӗшре е ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлемелли хатӗрсемпе халӑх вӑрҫӑ-харҫӑра час-часах усӑ курнӑ. Сенӗк, пуртӑ, ахаль ҫӗҫӗ — ытти чухне хуҫалӑхра пулӑшнӑ пулсан, пӗр-пӗр хирӗҫӳ тухсан унта та вӗсем хӑйсен вырӑнне тупнӑ. Ҫавӑнпа та «кӑрала» ӗҫ хатӗрӗнчен, паллах, уйӑрма питӗ йывӑр. Ахӑртнех, кӑрал ҫавнашкал япаласене пӗлтернӗ ӗнтӗ.

Малалла Федотовӑн этимологи словарьне пӑхас терӗм.

КӐРАЛ оружие; орудие; перен. средство (Ашм. Сл. VII, 172).

Тюркские соответствия: тюм., бар. курал инструмент; оружие; чаг. куран оружие (Радл. Сл. II, 923); тат. корал, башк. ҡорал оружие, вооружение; орудие, инструмент, средство > марВ. курал орудия, инструмент; вещи, предметы. От кур- поставить, устроить, приготовить, расположить (Радл. Сл. II, 919); тат. кор-, башк. ҡор- строить, сооружать, воздвигать, возводить ~ чув. хур-/хор-: тат: кор-ал-ты/кар-ал-ты надворные постройки, пристройки, службы ~ чув. хуралты/хоралты тж.

Чув. кӑрал < тюрк.

См. Егоров ЭСЧЯ, 100; Räsänenп EWb., 302а.

Ку этимологипе паллашнӑ хыҫҫӑн кӑрала пуртӑ йышши хатӗрсем патне кӗртмелле пек пулса тухать. Тепӗр май каласан кӑрал — касма, тата ҫав вӑхӑтрах ҫапма май паракан хатӗр. Сӑмах май, Никифор Наумов та ман пекех шухӑшлать, кӑрала айпӑлта йышши пуртӑ тет (сӑмах май, «Халӑх ҫӳпҫинчен» кӑларӑмра ун пирки асӑнни ҫук).

Юхма Мишши хӑйӗн хайлавӗсенче «кӑрал» сӑмахпа пӗтӗм вӑрҫӑ хатӗрӗсене палӑртать (Ара, манӑн лаҫра кӑрал тем чухлех, хӗҫӗ те, анкарӗ те, уххи те пур. /Кӑвак ҫӗмрен/; «Халӗ ӗнтӗ унӑн икӗ кӑрал пур — анкар тата чукмар. Эппин, ҫула тухма та юрать.» /Кӑвак ҫӗмрен/; «Ун хыҫҫӑн ҫичӗ тӗрлӗ кӑрал илет, / Кӑралне суйлама пӗлет: / Алтаспан кирлӗ ӑна, / Сӑнӑ кирлӗ ӑна, / Анкар, / Ухӑ-ҫӗмрен, / Чукмар, / Сивалккӑпа тӗрен. / Тимӗр-кӑвак утне утланать, / Текӗртне ҫула тухма хушать...» /«Кӗмӗл кӗпер»/). Ҫавна май ӗнтӗ, ку статья валли ӳкерчӗк хатӗрленӗ чухне эп вӑрӑм ҫӗҫҫе усӑ куртӑм. Унсӑр пуҫне хамӑн «Арҫури аташтарни...» хайлавра «кӑралпа» усӑ курнӑччӗ — унта та вӑл «кинжал» пӗртерӗшпе. Апла-и, капла-и — ӳкерчӗке улӑштарас мар терӗм. Ҫавах та эп усӑ курнинче те, Юхма Мишшин тӗслӗхӗсенче те йӑнӑш пуррине каласа хӑвармаллах пуль тетӗп.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Вот и // 4284.74.0899
2019.06.19 11:48
таким образом на правильный путь можно встать в деле изучения-повторения-знакомства с чувашским языком. Нужны бы современные факты и явления, комментарии к ним на русском и чувашском языках в сравнительном анализе.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем