Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Валерий Алексин: Пӗр роман — икӗ тӗрлӗ хак

Валерий Алексин06.05.2019 12:1742238 хут пӑхнӑ

«Сувар» хаҫат ҫумӗнчи литпӗрлешӳ ертӳҫи Евгений Турхан «Сувар» хаҫатра «Пӗр роман — икӗ типографире» рецензи пичетлесе кӑларчӗ. Унта Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» романӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пичетленнӗ «Ҫакӑ-и илемлӗ литература?» статьяпа танлаштарсан асӑннӑ кӗнекене пачах урӑх хак панӑ.

«Ҫак кунсенче Шупашкарти икӗ типографире – Чӑваш кӗнеке издательствинче тата «Ҫӗнӗ вӑхӑтра» – пӗр харӑс Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ «савнисен романне» пичетлесе кӑларчӗҫ. 1000-шер экземплярпа. Халӗ вырӑсла вариантне пичете пама хатӗрлеҫҫӗ. Хусанта пурӑнакан ҫыравҫа пысӑк хак параҫҫӗ».

Тӳрех каласа хӑварар: Чӑваш кӗнеке издательстви типографи мар, пичете хатӗрленӗ кӗнекесене вӑл тӗрлӗ типографине парса пичетлет. Ҫакна Евгений Турхан хӑйӗн «Каганлӑх тӗпренчӗкӗ» кӗнекине уҫса пӑхсан та пӗлме пултарнӑ. Роман тухнӑ кӑна-ха, вулакансен аллине те лекеймен, апла пулин те ӑна пысӑк хак параҫҫӗ иккен. Камсем-ши?

Рецензи авторӗн Евгений Турханӑн хакӗ вара акӑ мӗнле: «Нобель премийӗн лауреачӗн Михаил Шолоховӑн «Лӑпкӑ Дон» романӗнчен пӗрре те кая мар «Тӑлӑх арӑм минтерӗ»: Григорий Мелехов, вӑрҫӑпа юмӑлнӑскер (?), винтовкипе пулльисене (патронӗсене мар-ши? — В.А.) шыва пӑрахса путарать. Кирлӗ мар вӑрҫӑ! Ваҫиле сӑмахӗсем, вӑрҫа хирӗҫ пуҫарса янӑ ӗҫсем тата мӑнаҫлӑрах, сулмаклӑрах. Тӗрӗссипе каласан, Николай Сорокинӑн романӗ хӑй те Шолохов романӗнчен кая мар, вырӑнӗ-вырӑнӗпе вӑйлӑрах та пулӗ».

Акӑ епле иккен. Эппин, кӗҫех Хусан кӑна мар, тӗнче кӗрлесе каять. Шолохов шайӗнче ҫырнӑ роман кашни ҫулах тухмасть. Ҫӗршывра анчах мар, тӗнчере те. Чӑваш литературинче ун пекки пулманччӗ-ха. Апла автора «Чӑваш халӑх писателӗ» хисеплӗ ят кӑна мар, тата та чаплӑрах премисем парса тултарӗҫ. Кӗтсе пӑхар-ха.

«Чӑваш халӑх сайтӗнче» ҫакна пӗр автор «объективлӑха ҫухатнӑ графомансен сӑмахӗ» тесе палӑртнӑччӗ. Питӗ тӗрӗс каланӑ пек туйӑнать. Анчах эпир Турхана, тен, ӑнланса ҫитереймен? Тен, вӑл автортан тӑрӑхламалли аван меслет шутласа тупнӑ? Мухтама мухтать пек, анчах ӑшӗнче ахӑлтатсах кулать. Е пиар тӑвап тесе юриех суя хыпар сарать? Хайхи «фейковые новости» текенни пирки шавлаҫҫӗ-ҫке, ҫак ҫулпа ма каяс мар?

Николай Сорокин хӑй романне «Савнисен романӗ» тесе палӑртнӑ. Пур-ха ун пек жанр, анчах ку кӗнеке пачах урӑх ҫулпа чупать, чат юратуран тӑракан хайлав мар вӑл.

Шел пулин те, йӗркеллӗ аргумент тупса хӳтӗлеме пултарайман рецензент эпир «хурланӑ» романа. Виҫесӗр хӑпартланса ҫырни вара туллиех. Каллех авторӑн (Турханӑн) чӗлхи пирки калама тивет. Тӑван Ҫӗршывшӑн пынӑ Аслӑ Вӑрҫа вӑл «Раҫҫейӗн Аслӑ вӑрҫи» тесе палӑртать. Тӗп героя, Ваҫилене, Сталина хирӗҫ кайма хӑват ҫитернӗ хӗрарӑма, вӑл «ял тӗнчин чури» тесе хаклать. Тепӗртакран «ҫутҫанталӑкӑн уйрӑлми пайӗ» туса хурать. Унтан Рахметов евӗрлӗ ниҫта курман тип пулса тӑрать вӑл: «кашкӑрсем те, шартлама сивӗ те, выҫлӑх та нимӗн те мар уншӑн...»

«Сувар» хаҫата вуланӑ май ҫапла шухӑш та пырса кӗрет: вуланӑ-ши Турхан Сорокин романне? Вуланах пулсан мӗншӗн капла хаклать? Тен, уҫкаласа тухнӑ та рецензи мар, мухтав юрри ҫырса пӑрахнӑ? Анчах кӗнекене В. Александровӑпа пӗрле вырӑсларан вӑл куҫарнӑ-ҫке. Ҫакӑн пекки те пулать иккен пурнӑҫра: вуласса — вуламан, анчах куҫарнӑ.

Хаҫат сотрудникӗсен тимсӗрлӗхӗ пирки те каласа хӑвармалла: «тутлӑ ӗмӗтсем» («сладкие мечты» фразеологи ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ ӗнтӗ куҫараканӑн чӗлхи), «йывӑр вӑхӑтри йывӑрлӑхсене», «манӑн ҫӑвара хупаймӑр» (хуплаймӑр), «...ытарайми сӑнар Ваҫиле пуҫӗнче (асӗнче) роман тӑршшӗпех иртет» тата ытти шӑйрӑксене асӑрхаманни хаҫат шайӗ пирки шутлаттарать.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 1903.26.5374
2019.05.15 23:17
Agabazar
"Сирĕн паталла" хăçан çитет? Тата епле майпа? Ик урапа утса-и?
Agabazar // 1903.26.5374
2019.05.15 23:17
Agabazar
"Йытă сивви" тесе кам каланă?
Семен Микулайё // 1616.17.9721
2019.05.16 10:39
Ман шутпа «патак ачи» пачах урӑх пӗлтерӗшпе ҫӳрет чӗлхере. Хальхи чёлхере. Айӑплӑ ачана чӗнеҫҫӗ ҫапла. Вырӑсла «мальчик для битья» тесе ӗлӗк авал айӑпсӑр ачана, ыттисен айӑпӗсемшӗн хёнеме ятарласа усранӑ мӗскӗн тӑлӑха каланӑ.
Ахтупай // 1616.17.9721
2019.05.16 17:39
Базиль Кириллова палламастӑп. Илтмен ун ҫинчен. Анчах ҫырӑвё тӑрӑх ӑслӑлӑх кандидачё е доктор та теме пулать. Вӑл историне, ҫавӑннпа пӗрлех филологие те пӗлменни куҫ кӗретех. Шӑпах ҫавсем ӗнтӗ чӑваш чӗлхине арпаштарса яракансем. Илемлӗ литература вӗсем шухӑшласа кӑларнӑ саккунсене пӑхӑнманнине чӑтма пултараймаҫҫӗ. Илемлё литература вӗсем ӗнентернине пӑхӑнманнине йышӑнасшӑн мар.
Андриян Григорьев // 1616.17.9721
2019.05.16 17:49
Ҫуран утса е лашапа мар, библиотека урлӑ ҫитмелле вӑл, Е.Турхан е Н. Сорокинӑн ытти кӗнекисем пекех.
Ахтупай / // 1616.17.9721
2019.05.16 18:20
Йытӑ сивви тесе анатри чӑвашсем ӗмёрӗпех шартлама сивве ӑннлантарнӑ. Виръял .е Мӑкӑр (М. Карачвкинское наречие) калаҫӑвӗ урӑхла пулнишён Турхан чӑнах та айӑплӑ-им?
Вуламасов // 2167.76.8064
2019.05.16 21:39
Сорокин çав тери "чăваш халăх писателĕ" ята илесшĕн ăшталанса çÿрет тет. А хăш енчен "чăваш халăх писателĕ" вара вăл? Вырăсла çырать -- пултăр вырăс халăх писателĕ; Хусанта пурнать -- пултăр тутар халăх писателĕ! Шупашкарта унсăрах пысăк черет теççĕ халăх писательне илме. Халăх писателĕсемпе халăх поэчĕсем нумай-ха вĕсем, писательсем поэтсем çеç çуккă темшĕн халь чăваш литературинче.
Agabazar // 2342.20.4721
2019.05.16 23:04
Agabazar
Тĕрĕсле-ха, сирĕн ялти кĕнекесарта пур-и Сорокин тата Турхан хайлавĕсем.

Хăçан çитме пултарать? Хăçан çитет?

"Йытă сивви" вара вырăсла "собачий холод" тенине тÿреммĕн тата кăнтаммăн "куçарни" пулать. "Купăс калать" теес вырăнне "Купăс çинче вылять" тенĕ пек.
Базиль Кириллов // 2126.90.8507
2019.05.17 09:48
Ахтупай, эп те санпа ларса пулӑштух пушатман. Тен, хӑҫан та пулин май килӗ. Пысӑк тав сана "историпе филологине пӗлмен кандидат" туса хунишӗн. Апла пӗр-пӗр педагогика наукисен кандидачӗ пекки тетӗн пулмалла Йӗпреҫ ачине. Ҫак наукӑра кандидатсем нумай хунаса кайнӑ. Апла пулсан та ку пысӑк хак. Тав та ПУҪ сана (кӑна виноградовла юри ҫыртӑм).
2019.05.17 09:50
Акапасар, паянхи кун хут çинче кĕнеке кăларма кăсăк çук. Туянма хаклă, тата вулакансен шучĕ те кимĕлсе пырать. Кунтах акă, "Нарспи" поэмăна вырăсла яваççĕ, чăвашла çырма пулмасть-им?

Страницӑсем: 1, ... 11, 12, 13, 14, 15, [16], 17, 18

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем