Ася // 2126.90.8507
2019.05.17 16:54 | |
"Кӗнекесар" - "вулавӑш" - "библиотека"? | |
Agabazar // 1314.89.7907
2019.05.18 23:54 | |
Кĕнекесар — библиотека
Вулавăш — читальный зал Тĕрессипе вара епле çырма, усă курма пулни контекстран килет. Калăпăр, кĕнекесарти кĕнеке темешкĕл мелсĕртерех вĕт-ха? Çăкасарти çăка, Хурăнсарти хурăн, Юмансарти юман.... | |
vasilij.rozov.1944 // 2432.69.7912
2019.05.19 12:11 | |
ÇăкаЛĂХра - çăка
ХурăнЛĂХ ра - хурăн ЮманЛĂХра -юман ÿсет. LOCus - место, вырăн (вырнаçни) -сар - распространение, сарăлни , - ку ăнланупа та килĕшмелле | |
Agabazar // 4057.06.5049
2019.05.19 18:55 | |
Эс килĕшни е килĕшменни кунта ниме те пĕлтермест. Эс ăнлантарма хăтланни те ниме те пĕлтермест.
Пур ун пек япаласем. Ун пек топонисем, ун пек формантсем. Ытти сăмахсем те. Шаблон евĕрлĕ япала. | |
Валери Туркай // 1761.7.7084
2019.05.24 18:50 | |
Атьӑр-ха кашни ӑпӑр-тапӑра "роман" тесе каламастпӑр!
Сорокинӑн "Минтерӗ" нимле роман та мар, шурӑ хута сая яни кӑна! Камӑн ӑна пит вуласси килет - ман пур ҫав "шедевр", авторӗ парнелениех, килӗр, вулама паратӑп. Денис Гордеев хӑйӗн ниме тӑман япалисене "романсем" тет, Сергей Павловӗ те "8 роман ҫыртӑм" тесе каппайланать... Хуть ПӖР ЙӖРКЕЛЛӖ РОМАН парнелӗр-ха эсир чӑваш халӑхне (Куҫма Турханӑн "Сӗве Атӑла юхса кӗрет" йышшине!), вара сире эпир ылтӑн палӑк лартса паратпӑр. Пурӑннӑ чухнех! Валери Туркай 8-927-855-54-80 | |
Хусантан // 6824.4.4793
2019.05.25 18:10 | |
Хӑв ма пӗр роман та "парнелеместӗн"? Эс ҫырни халӑх поэчӗ илме юрӑхлӑ-и? | |
Agabazar // 2328.26.0282
2019.05.26 15:30 | |
Чăваш литературинче романсем çырма пуçланă çыравçăсенчен пĕри — Иван Юркин (1863-1943).
"Мул" (1889), "Этемĕн пырĕ тутă та куçĕ выçă" (1889). Тата ыттисем те. Паллах, эп Никкиффăр Мраньккан "Ĕмĕр сакки сарлака" роман-сериалне те кирлĕ япала тесе шутлатăп. Шел, унашкал хайлавсене Николай Михайлович Сорокин хăйĕн пурнăсĕнче питех вуласа курман пулмалла. | |
Аскольд Де Герсо // 2204.74.2061
2019.05.27 07:03 | |
Алексей Афанасьевăн Путап-Тăмпарлăран тухнă чăваш çыравçин "Юмансем çулçă тăкмарĕç" романĕ вăрçă вăхăтĕнчи ĕç-пуçсене уççăн кăтартса парать. Анчах та ун çинчен никам та аса илекен çук. | |
Agabazar // 2474.30.8393
2019.05.27 17:37 | |
Ăçта путан? Ма путан? Ишме пĕлместĕн-им? | |
Малай // 3325.24.4437
2019.05.27 22:36 | |
Акапасар, çитет сана йĕкĕлтешсе ларма, йăлăхтарса çитертĕн хăвăн варвитÿсемпе.Çынсем кунта паянхи чăваш литературин состоянийĕ пирки пăшăрханса чăнласа калаçасшăн, ăна унчченхи пек шая çитерсе пахалăхлă тăвасшăн, эсĕ ахăрса ларатăн.Чăваш чĕлхин шăпи сана ним чухлĕ те хумхантармасть пулас. |