Тӳре-шара тӳрккеслӗхӗ пирки юлашки вӑхӑтра нумай калаҫаҫҫӗ. Ҫемҫерех пукан йышӑнакансем хӑйсене ыттисенчен, пирӗн пек ахаль-махаль ҫынтан, пысӑкрах тытасси унччен те пулнӑ пуль-ха. Ахальтен-им «Фитиль» йышши сатира кӑларӑмӗсем, «Капкӑн» йышши журналсем вӗсене питленӗ.
Ҫапах та совет саманинче пуянсемпе чухӑнсем хушшинче уйрӑмлӑх питех сисӗнмен пулӗ. Колхозра трактористра ӗҫлекен ҫын та, пускилти тракторист, Чехословакине путёвкӑпа канма кайнине астӑватӑп. Тепӗр кӳршӗ те, колхозра сенӗк-кӗреҫе кунсерен йӑтса ҫӳренӗ, уй-хирте хӗллехи шартламапа ҫуллахи шӑрӑха пӑхмасӑр тар тӑкнӑ хӗрарӑм, кӑнтӑрта пулнине халӗ те аса илет. Ҫук, хӑй туприпе мар. Пӗр енчен, хӑйӗн укҫин пӗр пайӗпе те темелле-ха. Профсоюз организацийӗн пайташӗ пулнӑ май (ун чух заявлени-мӗнсӗрех пурне те йышӑннӑ вӗт) ӗҫ укҫинчен уйӑхсерен тытса юлнӑ-ҫке.
Паян пули-пулми ҫын канма кайма мар, шалуран шалӑва аран ҫитерсе пырать. Ҫемьере кӗмӗл хӗсӗк енне ачасем те пӗчӗкренех ӗҫлесе илме ӑнтӑлаҫҫӗ. Хамӑн ывӑл та иккӗмӗш класра вӗреннӗ чухнех пушӑ кӗленчепе кӑштах укҫа тӑватчӗ: пуҫтарса килнӗ хыҫҫӑн ислетсе лартатчӗ, ҫуса типӗтсе йышӑну пунктне кайса паратчӗ. Аслӑ классене ҫитсен харӑсах икӗ вырӑнта курьерта, тепӗр ҫӗрте интервьюерта тӑрӑшма пуҫларӗ. Шкултан килсен ӗҫе чупатчӗ, ҫӗрле урок тӑватчӗ.
...Тутти выҫҫине ӑнланмасть теҫҫӗ. Тӳре-шарана кӳренсен халӗ тӗнче тетелӗнче чуна уҫма пулать. Шупашкар районӗнчи кӳкеҫсем те ҫавах. Людмила Григорьева ятлӑ хӗрарӑм вырӑнти ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра ӗҫлекен бухгалтерпа сӑмах пырса чӗнме хӗнни пирки пӗлтернӗ. Хӗрарӑм йӑлари хытӑ каяш ыйтӑвӗпе сӑмахлас тенӗ-мӗн те лешӗ ыррӑн ӑнлантарма килӗшмен иккен.
Тӳре-шара хӑйне мӗн сӑлтавпа мӑнна хунине пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Россия 1» телеканалпа кӑнтӑрла кӑтартнӑ «60 минут» кӑларӑмра та сӳтсе яврӗҫ. Александр Романович политик шучӗпе тӳре-шаран ыттисене кӳрентерме ирӗк ҫук. Ольга Скабеева телеертӳҫӗ вара малтан лаплаттарса хуракан, кайран эп апла каласшӑн марччӗ текен тӳре-шара йышланса пынинчен тӗлӗнчӗ.
Е.Т. Гайдар ячӗллӗ Экономика политикин институчӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Сергей Жаворонков тӳре-шара пуҫ каҫӑртнине хайхисен шалӑвӗ ытти ҫынран ытла та пысӑккипе ҫыхӑнтарчӗ. Пуҫлӑхсен уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи ҫӗршывра 126 пин тенкӗпе танлашать иккен, ахаль ҫынсен — 43 пинпе, халӑхӑн ытларах пайӗ илекен виҫе вара — 30 пинпе. Ахаль ҫынсенчен 3-4 хут пысӑкрах илнипе тӳре-шара хӑйне Турӑ евӗр туйма пуҫлать тесе шухӑшлать Сергей Жаворонков экономист. Пысӑк укҫаллисем ҫавӑнпа хайсене ҫуллӗ сослови, ыттисене ура айӗнчи тусан тесе хаклама тытӑнаҫҫӗ терӗ вӑл. «Анӑҫри ҫӗршывсенче те тӳре-шарапа ахаль ҫыннӑн шалӑвӗн виҫи уйрӑлса тӑрать, — пӗлтерчӗ вӑл. — Анчах унта уйрӑмлӑх — 20-30 процент».
Редакцирен : Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.