Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Вӑшлатса иртсе кайрӗҫ...

Аçтахар Плотников01.11.2007 19:155317 хут пӑхнӑ
Паян ман Чулхулари Раштав урамӗ тӑрӑх утма тӳр килчӗ. Раштав урамӗ Чулхулари лӑпкӑ урамсенчен пӗри. Ун тӑрӑх трамвайсем ҫӳреҫҫӗ, машинсене нумайӗшӗ урам хӗррипе лартнӑран — питӗ хӗсӗк. Ку юрампа юнашарах тепӗр урам иртет — Анат Атӑл ҫыран хӗрри ятлӑ урам, Атӑл хӗррипе иртет ӗнтӗ. Вӑл вара урӑхла — шавлӑ. Машинсем валли ятарласа тунӑ ӗнтӗ — сарлака, вӗҫтерсе ҫӳреме юрӑхлӑ.
Вӑт, фотоательене ҫул тытнӑскер ҫапла утса пыратӑп ӗнтӗ Раштав урамӗпе. Сасартӑк хыҫӑлтан сирена сасси илтӗнсе кайрӗ, урам тӑрӑх малтан милици машини, кайран темле администраци машини вӗҫтерсе иртсе кайрӗҫ. Ку урампа ахаль чухне машинсен хӑвӑртлӑхӗ 40 ҫухрӑмран иртмест, кусем вара — ҫӗр ҫухрӑмпа та хӑвалатчӗҫ пулӗ... Иртсе каякан ҫынсем вара мӑкӑртата иртсе кайрӗҫ — кун пек ачасене шарт ҫеҫ хӑратма пулать тесе...
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем