Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла?

Аçтахар Плотников13.12.2018 08:516858 хут пӑхнӑ

Транспорт реформи... Шупашкар пуҫлӑхӗсен хулари транспортра йӗрке тӑвас шухӑш пурри пирки калаҫӑвӗ нумая тӑсӑлчӗ. Хӑвӑрт туса ирттересшӗн пулчӗҫ те анчах ӗҫ ҫӑмӑл кусмарӗ. Чӑрмантараканни самай тупӑнчӗ пулас: хӑш-пӗр маршрутсемпе килӗшӳ вӑйӗ пӗтменни те, хӑлӑх хирӗҫ пулни те… Ҫавах та кӑҫалхи раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче халӑх ӗҫе ҫӗнӗлле ҫӳреме пуҫларӗ. Хам та ҫак ҫӗнӗлӗхсемпе усӑ курса пӑхрӑм. Темиҫе кун автобуссемпе троллейбуссенче ярӑнса курнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ шухӑшсене сире те пӗлтерес тетӗп.

Пӗрремӗшӗнчен, ман шухӑш ҫакнашкал: транспорт реформи кирлех пулнӑ пуль. Анчах ӑна мӗнле пурнӑҫлани ман кӑмӑла ҫавах каймасть. Чӑн та ҫынсем валли тӑвас тенӗ пулсан, эпӗ калӑпӑр, автобуссене темиҫе категорине ҫеҫ уйӑрнӑ пулӑттӑм. Троллейбуссене тивмӗпӗр, вӗсен ҫулне тем тесен те хӑвӑрт улӑштарма май ҫук, ҫавӑнпа сӑмах автобуссемпе маршруткӑсем ҫинчен. Пысӑк тата вӑтам автобуссемпе (пӗрремӗш ушкӑн) кашни «шӑтӑка» ярса илмелле пулнӑ, пӗчӗккисене вара (иккӗмӗш ушкӑн) — «комфорт» шайне хӑпартса. Ҫак самай тавлаштаракан иккӗмӗш ушкӑнра хӑвӑрт ҫӳрекен комфортлӑ пӗчӗк автобуссене ҫеҫ хӑварма сӗннӗ пулӑттӑм. Хакне вӗсенче икӗ хут пысӑкрах лартӑттӑм та, анчах лартса ҫеҫ илсе ҫӳреме ирӗк памалла тунӑ пулӑттӑм (тӑрса пыма чармалла; ытларах ҫын илнишӗн — пысӑк штраф тӳлеттермелле). Вара кама кирлӗ — хаклипе ҫӳрӗччӗҫ, камӑн кӗсьи ҫӳхерех — троллейбуссемпе тата пӗрремӗш ушкӑнри автобуссемпе. Ҫапла тунӑ пулсан троллейбуссемпе автобуссен нимӗнле пӑтӑрмах та сиксе тухман пулӗччӗ, кашни укҫаллӑ пулӗччӗ. Ку ман шухӑш.

Халь йӗркеленӗ транспорт реформи вара самай ыйту ҫуратать. Сӑмахран, 35-мӗш маршрут. Пӗрре эп унпа ярӑнса пӑхрӑм. Вокзалтан «Студентсен хули» чарӑну таран. Мӗн калас? Ҫын сахалччӗ. Энгельс урамӗпе Ярославль урамӗсенче никам та лармарӗ никам та кӗмерӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Ара вӑл урамсенче пурӑнакансем те ман шутпа хӑвӑртрах ларса каяс тесе Ленин проспектне тухаҫҫӗ, ҫапла май 35-мӗш ку вырӑнта сывлӑш кӑна турттарать. Тепӗр ыйту — «Студентсен хули» чарӑнуран «Граждан урамӗ» чарӑнӑва ҫитесси пирки. Ӗҫ хыҫҫӑн тухрӑм та ман шӑп ҫав чарӑнӑва ҫитмеллеччӗ (46-мӗш ҫине ларма). Халь унта 22-мӗш тата 44-мӗш маршрутсем ҫӳреҫҫӗ. 15 минут кӗтсе тӑтӑм — пӗри те ҫук… 44-мӗш ҫитрӗ. Туп-тулли. Пурте килелле таврӑнаҫҫӗ пулас та пурин те ларса каяс килет. Юрӗ, малалла кӗтес терӗм. 22-мӗш ҫитрӗ. Пуш-пушӑ. Савӑннӑскер лартӑм хайхи. Унччен те пулмарӗ, транспорт хатӗрӗ Макҫӑм Горький проспекчӗ еннелле пӑрӑнчӗ… Ак тата теп… Маларах Мичман Павлов урамне кайса килнӗччӗ те ҫула май 22-мӗшне асӑрханӑччӗ… Ку ҫухалса кайнӑ пуль тесе шухӑшланӑччӗ ун чухне. Ҫук, иккен, ҫухалман! Транспорт реформи иккен. Юрӗ, маншӑн чи кирли «Граждан урамне» ҫитесси те, шарламарӑм, хама Гузовский урамӗпе илсе каяссипе килӗшрӗм. Анчах вӑхӑт тӗлӗшӗнчен маншӑн ку самай тӑкаклӑ пулчӗ. Тӳрех 1-мӗш е 4-мӗш троллейбус ҫине ларса кайнӑ пулсан (Мускав проспекчӗ, Карл Маркс урамӗ, Ленин проспекчӗ — ҫак ҫулпа кайсан) тем тесен те хӑвӑртрах ҫитӗттӗм пуль ун чухне.

Малалла мана ытларах пырса тивекен 46-мӗш маршрут пирки. Мӗн калӑн, 10-мӗш маршрута пӗтерӗҫ те 46-мӗшне кӑна хӑварӗҫ тенине илтсен кӑштах пӑшӑрханса ӳкнӗччӗ. Кунта ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннеччен дачӑсене ҫӳрекенсем чылай, хӗлле вара йӗлтӗрҫӗсем нумай ларса пыраҫҫӗ… Пӗчӗк маршруткӑсене ҫеҫ хӑварсен вӗсен самай нушаланмалла пулӗ тесе пӑшӑрханнӑччӗ. Ҫавах ку тӗлӗшпе савӑнтарчӗҫ! Транспорт реформи хыҫҫӑн маршрут урӑххисен аллине лекнӗ пулас — халь кунта вӗр-ҫӗнӗ автобуссем кусаҫҫӗ. Пӗчӗккисем мар, МАЗ-сем, вӑтаммисем. Пысӑк, хӑтлӑ. Тарса пыма та меллӗ, ларса пыма та. Анчах…

Анчах ыйтусем кунта та сахал мар. Ак, калӑпӑр, Лапсаралла кайнӑ чухне малтан 10-мӗш те, 46-мӗш те электромеханика колледжӗ чарӑнуран тӳрех Вӑрнар ҫулӗпе пӑрӑнса кӗрсе каятчӗҫ. Халь вара «Питомник» патӗнчи ункӑ урлӑ ҫаврӑнса каяҫҫӗ. Унта «Газопровод» чарӑну пур-ха… анчах кирлех-ши вӑл? Ман шутпа ҫапла май туни ҫул ҫинчи вӑхӑта тӑсать кӑна. Е тата… Халь, иккен, 46-мӗш маршрут икӗ ҫулпа ҫӳрет. Пӗр автобусӗсем Николаев урамӗпе Тӗп пасар урлӑ каяҫҫӗ, теприсем — Ярмарка урлӑ. Хӑшӗ ӑҫтан кайнине автобусӑн малти чӳречи умӗнче вырнаҫтарнӑ хӑма тӑрӑх пӗлмелле иккен! Николаев урамне кӑна сан ҫитмелле пулнӑ пулсан, кирлӗ автобуса кӗтсе илмелле. Лапсартан ылмашӑнса тухаҫҫӗ тесе ӗнентерчӗҫ-ха. Апла пулин те кирли лекмесен ҫынсен теприне кӗтме тивӗ. Тата водителӗсем пушшех те чӗмсӗр. Пӑхап та вӗсем ҫине леш, хайхи, Вологда облаҫӗнчисене, унта лартса тултарман-ши тетӗп. Енчен те малтан 46-мӗш маршрутра пурте тенӗ пекех чӑвашчӗ пулсан — кусем ӑнланмаҫҫӗ, салонра телефон номӗрӗ пур, унта шӑнкӑравлӑр теҫҫӗ. Ҫавах та ҫӗнӗлӗхсем пирки уйӑх хушшинче те пулин пӗлтермеллех пуль. Сӑмахран, «автобус малалла Ярмарка еннелле каять» тесе. Кӗтмен ҫӗртен Ленин проспекчӗпе каяс вырӑнне Ярмаркӑналла ҫаврӑнни мана нумай пулмасть хӑратса та ячӗ — урӑх маршрут ҫине ларман-и эп тесе те иккелене пуҫларӑм. Юрать-ха маншӑн ҫавахччӗ — «Граждан урамӗнче» анмаллаччӗ… Малти чӳрече умӗнче мӗншӗн «Николаев урамӗ» ҫырса ҫапнине те ун чухне кӑна пӗлтӗм… Пӑтратас тесе хула пуҫлӑхӗсем тем тесен те самай тӑрӑшнӑ (46-мӗшпе 47-мӗш маршрутсен ҫулӗсем пӗрпекрех… Ярмӑкӑналла ярас тесен ара яр эс вӗсенчен пӗрине… Мӗн тума кӑткӑслатмалла?).

Чарӑнусем пирки сӑмах тапратнӑ май вӗсем пирки тепӗр сӑмах хушас килет. Транспорт реформи ҫынсене ытларах нуша кӑтарттӑр тесе хӑш-пӗр чарӑнусене пӗтернӗ иккен! Те ытти маршрутсем валли 10 ҫӗнни хушнӑран вӗсен йышӗ ан ӳстӗр тесе ҫынсем малтан анма хӑнӑхнӑ вырӑнсенче халь чармаҫҫӗ иккен. Сӑмах калӑпӑр Лапсара кӗнӗ ҫӗртри «Акаци КК» пирки пырать. Унта чарӑну яланах пулса. Темиҫе ҫул каялла вӑл вырӑна сарлакалатрӗҫ, хула еннелле каякан чарӑнӑва куҫарчӗҫ… Лапсара кӗнӗ вырӑнтине вара ни ятарлӑ паллӑ ҫакмарӗҫ, ни автобус чарӑнмалли вырӑн туса памарӗҫ. Анчах 10-мӗш автобус та 46-мӗш маршрутка та яланах чарӑнатчӗҫ унта, ҫынсене антарса хӑваратчӗҫ. Халь вара юрамасть теҫҫӗ — чарӑну палли ҫук имӗш. «Пятерочка» лавккана кӗрсе тухас тесен халь ман вӗҫӗнчи чарӑнура тухмалла та каялла утмалла. Кайран тепӗр хут каялла — килелле утнӑ май. Питӗ меллӗ. Тавтапуҫ кӑна темелле пуль хула пуҫлӑхӗсене. Унсӑр пуҫне Ярмарка патӗнчи ункӑ умӗн те чармаҫҫӗ тет… Малтан автобусӗ те чарнӑ, маршруткисем те… Халь вара — юрамасть, чарӑну палли ҫук. Ҫынсемшӗн меллӗ тӑвас тесен 46-мӗш маршрут валли «Питомник» патӗнче те чарӑну туса парсан аван та… Калӑпӑр Кӳкеҫелле кайнӑ чухне унтан ларса кайма пит хӑвӑрт пулать (халь чи ҫӑмӑл мел — МТВ-центрта тухса ҫӗр айӗнчи каҫӑпа каҫса тепӗр енчи чарӑнуран ларса каясси /вӑхӑт чылай йышӑнать ҫеҫ/), анчах пирӗн пуҫлӑхсем хӑҫан ҫынсемшӗн тӑрӑшнӑ? Лапсартан тӳррӗн Кӳкеҫе ҫӳрекен 153-мӗш маршрута пӗтерсе чӑрмав кӳме вӑхӑт ялан пур, ҫӑмӑллатма вара… май ҫук.

Тепӗр ыйту — автобуссем леш хайхи информаци хӑмисем ҫинче курӑнманни. «Умный транспорт» текен приложени пур. Унта автобуссем ӑҫта ҫӳренине курма май пур. 46-мӗш маршрутрисем курӑнмаҫҫӗ унта. Пач ҫук мар ӗнтӗ, анчах пурте мар пулас. Пӗрре пӑхса илтӗм те — автобус курӑнмасть. Приложенине хупса смартфона кӗсьене чикрӗм кӑна — пур иккен, ав килет! Тепӗр тесен курӑнать пулсан та енчен те эсӗ Николаев урамӗнче тӑратӑн-тӑк, санӑн, сӑмахран, Гагарин кӗперӗпе хӑпаракан автобус Ярмӑркӑналла каймассине шанма ҫеҫ юлать. Пӑрӑнса кайрӗ пулсан — теприне кӗтме тивӗ. Юрать-ха час-часах ҫӳреҫҫӗ. Ку енчен хӑть хурлама май ҫук.

Ман кӑмӑла кайман тепӗр япала — тӳлев мелӗ. Юрать-ха хула пуҫлӑхӗсем халӑх ыйтнине илтрӗҫ темелле — NFC-лӑ банк карточкисенчен те тӳлеме май туса пачӗҫ. Хамӑн ПТК карточкине таҫти мура персе чикнӗ хыҫҫӑн тепре туянасси пирки шухӑшланӑччӗ, анчах пуҫлӑхсем савӑнтарчӗҫ — ахаль карточкӑпа та тӳлеме май пуса панӑ терӗҫ. Чӑннипе савӑнтӑм. Ара, ПТК карточкине укҫасӑр туса памаҫҫӗ… Банк карточкинчен тӳлесен вара ҫав хаках. Ӑна вара тӳлевсӗрех панӑ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Паллах, хула пуҫлӑхӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх пӗтӗмпех чаплӑ. Усӑ курма пӑхсан вара… пурин те ӗҫлемест иккен. Пӗрисен аппарачӗ йышӑнать, теприсен — йышӑнмасть. Ун пек чухне вара, ман ПТК карточки ҫукран, ирӗксӗрех ҫул укҫишӗн 4 тенкӗ ытларах кӑларса хума тивет… Водителӗсене те банк карточкисем пирки ӑнлантарса паман пулас. Тӑсатӑн та «кун пек ПТК карточка курман» тесе каялла тавӑрса пама хӑтланаҫҫӗ (хӑйсен маршрутка алӑкӗ ҫинче банк карточкипе тӳлеме меллӗ текен Перекен банкӗн реклами ҫакӑнса тӑрать пулсан та!). Юрать-ха темиҫе кун ярӑннӑ хыҫҫӑн вӗсене чек кӑларакан аппарат ҫинче ытларах тытмаллине асӑрхарӑм… Чекӗ тухсан хӑшӗсем тӗлӗнеҫҫӗ вара…

Паллах, илсе кӑтартнӑ кӑлтӑксем вӑхӑтлӑха кӑна, хӑнӑхиччен. Кӑштахран, тен, вӗсене юсӗҫ. Банк карточкисемпе тӳлеме май туса пачӗҫ-ҫке. Кусемпе те ҫаплах пуласса шанас килет. Ҫавах та паянхи куна илсен транспорт реформи ҫынсене ырлӑх парас вырӑнне ытларах нушалантарни куҫкӗретех. Паллах, тӳре-шара, ыйтусем сахалрах пулччӑр тесе самай тӑрӑшнӑ — ав, чылай чарӑнура транспорт реформине пула улшӑннӑ автобус маршручӗсен схемине пичетлесе вырнаҫтарнӑ; ҫӗнӗ чарӑну вырӑнӗсене те хатӗрлеҫҫӗ (мӗншӗн маларах туманни — ку тепӗр ыйту…); вӗр-ҫӗнӗ автобуссем туяннӑ; тата ыт. те. Ӗҫлемен тесе калаймӑн. Анчах кирлӗ чухлӗ вӑй хуман (тӗрӗссипе ман шутпа тивӗҫлӗ шайра пур ыйтусене те шута илмен). Ҫавах та ҫывӑх вӑхӑтра эп хускатнӑ ыйтусенчен пӗр пайне те пулин юсасса шанса тӑратӑп. Хӑҫан та пулин ҫӗнӗлӗхсене кӗртиччен малтан ҫынсем пирки шухӑшланинчен пуҫласса та тем пекех шанатӑп.

ХК: Хӑш-пӗр ыйтусемпе ӗҫлени пирки, паллах, пӗлетпӗр. Хамӑр сайтра та вӗсем пирки ҫутатса (сӑмахран, информаци хӑмисене нумайлатасси, автобуссене «Умный транспорт» приложенинче курӑмлатасси пирки…).

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 8387.6.0859
2018.12.14 14:03
Agabazar
Ку статьяра чи кирлине каламан. Пĕрисене кунтан хаваласа ярса вĕсен вырăнне кунта урăххисене вырнаçтарни пирки. Е ун пекки пулман-им? Тĕрĕс мар калаççĕ?
Хуçисем те, пурнăçлаканĕсем те улшăннă мар-и-ха?
2018.12.14 18:15
Аçтахар Плотников
Эп пĕлнине кăна çыратăп та. Пĕлменни пирки çырас мар терĕм.
Agabazar // 8387.6.0859
2018.12.14 20:23
Agabazar
Авă Станьял хăта чăваша малалла аталантарас тесе Стратеги ăсталама шут тытнă. Кам валли çырас тетĕн çав Стратегине, Станьял хăта? Çав Волгоградран е Петербургран чĕнсе килнĕ водительсем валли-и? Анчах та вĕсене чăвашлăх пит кирлех мар.

Пĕлни-пĕлменни пирки калас пулсан, ун пирки пурте çыраççĕ. Вăл шутра чи сумлă шутланакан сайтсем те. Хăшĕ-пĕри Чăвашоргра та пур.
Микула // 9259.3.8429
2018.12.15 17:00
Акапасар каллех хăраса ÿкнĕ. "Стратегия и тактика развитая чувашской нации" пулмаллах. Пирĕншĕн "хуçа тата тарçă","асли тата кĕçĕнни" пулмалла мар. Тĕнчери халăхсен ирĕклĕхĕ тата çын ирĕклĕхĕ малта пулмалла. Яковлев халалĕ çумне тахçанах хушса калама вăхăт.Станьял ун пек çын пулсан чăвашсем хирĕç мар пулĕ. Юрас тактикăпа ăçта çитсе ларнине куратăр.
Agabazar // 2605.48.4451
2018.12.15 17:50
Agabazar
Ту, ту Стратегине.
Вĕрент хайхи Волгоград тата Петербург шохвĕрĕсене чăваш пулма. Малтанлăха вĕсене "Сурпанлă сурăх" текен кĕнекене валеçсе пама пултаран. Кайран вара вĕсен ачисем валли чăвашла ача сачĕсем майлаштарăн. Тата ытти те.
Agabazar // 3605.79.4287
2018.12.18 22:14
Agabazar
Цитата: <<Местным предлагают 25000 рублей, а Питерским и Волгоградским по 45000 рублей в месяц. Хотя я как водитель маршрутки с удовольствием бы пошел работать за 45000 рублей. Да и не только я, но и те Чуваши которые работают на автобусах в Москве и других регионах. Но как мне там сказали "Зарплата расчитывается из средней по региону", а насчет бойкотируют, это Ваше самовнушение, оправдание тому, за неумение привлечь. Из центра занятости населения отправляют всех водителей с категорией Д в "Авто Экспресс 4", по причине того, что администрация дала указание... Но почему на 25000, а не хотя бы на 40000. В жизни все дорожает, а вот зарплата стабильна.>>

http://pravdapfo.ru/articles/91407- ... eforma-v-cheboksarah

Кăштах вăхăт иртсен ку япалана чăвашла куçарса та парăп. Халлĕхе вăхăт çук-ха.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем