MySQL_Error: возникла ошибка

Сообщите нам об ошибке!Content-Type:text/html;charset='utf8' Виталий Родионов: Чӑвашла калав ҫырса пӗтӗм тӗнче шайӗнче ӑмӑртма йыхравлатпӑр!
 Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Виталий Родионов: Чӑвашла калав ҫырса пӗтӗм тӗнче шайӗнче ӑмӑртма йыхравлатпӑр!

Виталий Родионов24.06.2018 10:147774 хут пӑхнӑ

2018 ҫулта калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери 5-мӗш ӑмӑртӑвӗ пулать

 

«Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлӗхӗ» (ҪИП) юридици сӑпачӗ йӗркелемесӗр ӗҫлекен Чӑваш тӑрӑхӗнчи халӑх пӗрлӗхӗ (штаб-хваттерӗ Чӑваш Республикин тӗп хулинче Шупашкарта вырнаҫнӑ, ертӳҫи Виталий Родионов профессор, филологи ӑслӑхӗсен докторӗ) «Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ» юридици сӑпачӗ йӗркелесе ӗҫлекен пӗтӗм тӗнчери халӑх пӗрлӗхӗпе пӗрле (штаб-хваттерӗ Турци Республикин тӗп хулинче Анкарара вырнаҫнӑ, ертӳҫи Якуп Омероглу доцент, ветеринари ӑслӑхӗсен докторӗ) 2018 ҫулта калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери 5-мӗш ӑмӑртӑвӗн чӑваш тапхӑрне ирттересси ҫинчен пӗлтерет. Чӑваш тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ калава турккӑлла куҫарса пӗтӗм тӗнче шайӗнчи ӑмӑртун йӗркелӳ ушкӑнне тӑратаҫҫӗ.

1. Ӑмӑртӑва хутшӑнас текен ҫыравҫӑсен калава чӑн авторне кӑтартмасӑр, ӑмӑртӑва хутшӑнмалли ятарлӑ хушма ятпа (е шифрпа) ҫеҫ палӑртса, 2018 ҫулхи ҫурла (август) уйӑхӗн 31-мӗшӗччен ӑмӑртӑвӑн тӳре ушкӑнне ҫитерсе памалла е ҫак адрессенчен пӗрне ярса памалла:

Шупашкар - 428031, Илья Арсентьевич Иванов валли, ыйтса иличчен е электронлӑ ҫырупа: illesuvar@gmail.com

Шӑнкӑравласа уҫӑмлатма ҫак кӗсье телефонне уйӑрнӑ: 8-961-348-73-89.

2. Ӑмӑртӑва хутшӑнакан калавсен маларах ытти ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫи пулмалла мар тата ниҫта та пичетленменнисем пулмалла.

3. Калав теми – ирӗклӗ.

4. Ӑмӑртӑва пӗр авторӑн икӗ хайлавран ытла тӑратма юрамасть. Калав 1.000 (пӗр пин) сӑмахран пӗчӗкрех тата 10.000 (вунӑ пин) сӑмахран пысӑкрах пулмалла мар.

5. Калавсене ӑмӑртӑва ятарлӑ хушма ятпа (е шифрпа) ҫеҫ палӑртса тӑратмалла. Авторӗ камне маларах пӗлме пулӑшакан хуть те мӗнле паллӑ тупӑнсанах, калава ӑмӑртуран сиреҫҫӗ.

6. Ҫыравҫӑн хӑйӗн паспорчӗн (е харкамлӑха палӑртакан ытти ӗҫлӗ хутӑн) ӗмӗлкине, тулли адреслӑ тата ҫыханмалли телефон номӗрӗллӗ хута, биографине тата хӑйӗн пӗр сӑн ӳкерчӗкне пӗчӗк кипкене хурса, ӑна калавсемпе пӗрле пысӑк кипкене чиксе ярса памалла.

7. Калава компьютерпа 12-мӗш шрифтпа пичетлесе 6 экземпляр ярса памалла, ҫумӗнче флешкӑ ҫине Word форматпа ҫыртарнӑ электронлӑ вариант хурса ямалла.

Калава ҫавӑн пекех ҫӳлерех кӑтартнӑ e-mail-па та ярса пама юрать, ун пек чухне авторӑн ӗҫлӗ хутсене пӗрех почтӑпа ярса памалла.

8. Калавсене авторне тавӑрса памаҫҫӗ тата вӑл автор хакӗ (прави) пирки ыйту хускатаймасть.

9. Парнеллӗ вырӑн йышӑннӑ хайлавӑн пур енлӗ хакӗсем (прависем) «Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн» пулаҫҫӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери 5-мӗш ӑмӑртӑвӗн ӗҫ йӗркине ҫапла палӑртса хунӑ:

2018 ҫулхи ҫурла (август) уйӑхӗн 31-мӗшӗ – ӑмӑртӑвӑн вырӑнсенчи (наци) тапхӑрне хутшӑнма хайлавсем ярса памалли юлашки кун.

2018 ҫулхи авӑн (сентябрь) уйӑхӗн 30-мӗшӗ - ӑмӑртӑвӑн вырӑнсенчи (наци) тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисене пӗлтермелли кун.

2018 ҫулхи юпа (октябрь) – чӳк (ноябрь) уйӑхӗсем - ӑмӑртӑвӑн вырӑнсенчи (наци) тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслав.

2018 ҫулхи чӳк (ноябрь) уйӑхӗ – ӑмӑртӑвӑн тӗнче шайӗнчи тапхӑрне хутшӑнакан хайлавсене хаклав.

2018 ҫулхи раштав (декабрь) уйӑхӗ - ӑмӑртӑвӑн тӗнче шайӗнчи тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслав. Чыслав Турци Республикин тӗп хулинче Анкарара пулать.

Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлӗхӗ (ҪИП) Калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери 5-мӗш ӑмӑртӑвӗн чӑваш тапхӑрне ирттерме тӳре ушкӑнӗ туса хунӑ:

1. Илле – ҫыравҫӑ, калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери 3-мӗш тата 4-мӗш ӑмӑртӑвӗсен чӑваш тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫи, 3-мӗш ӑмӑртӑвӑн тӗнче тапхӑрӗнче хавхалантару парнине тивӗҫнӗскер, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (тӳре ушкӑнӗн ертӳҫи).

2. Николай Осипов – И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш тата вырӑс филологи факультечӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин вӗрентекенӗ, филологи ӑслӑхӗсен докторӗ, профессор.

3. Ирина Кириллова – Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑхӗсен институчӗн филологи енӗпе ӗҫлекен ӑслӑхӑн ертсе пыракан ӗҫтешӗ, филологи ӑслӑхӗсен кандидачӗ, доцент.

4. Вера Никифорова - Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑхӗсен институчӗн филологи енӗпе ӗҫлекен ӑслӑхӑн аслӑ ӗҫтешӗ, филологи ӑслӑхӗсен кандидачӗ.

5. Николай Ларионов – журналист, ҫыравҫӑ, Митта премийӗн лауреачӗ, Митта хунтин (фончӗн) канашӗн ӗҫтешӗ.

Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери 5-мӗш ӑмӑртӑвӗн вырӑнти (наци) тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисем валли виҫӗ парне туса хунӑ:

Пӗрремӗш парне: 2.500 Турци лири.

Иккӗмӗш парне: 1.500 Турци лири.

Виҫҫӗмӗш парне: 1.000 Турци лири.

Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери 5-мӗш ӑмӑртӑвӗн пӗтӗм тӗнче тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисем валли тӑватӑ парне туса хунӑ:

Пӗрремӗш парне: 20.000 Турци лири.

Иккӗмӗш парне: 15.000 Турци лири.

Виҫҫӗмӗш парне: 10.000 Турци лири.

Хавхалантару парни: 5.000 Турци лири.

Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлӗхӗ (ҪИП) калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртӑвӗн чӑваш тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫи ҫитес ӑмӑртура чӑваш тапхӑрӗн тӳре ушкӑнне ертсе пырассине палӑртса хунӑ.

Тӳре ушкӑнӗн ӗҫтешӗн ҫывӑх ҫыннисем ӑмӑртӑва хутшӑнма пултараймаҫҫӗ.

Тӳре ушкӑнӗ ӑмӑртӑва хутшӑннӑ, анчах парнесене тивӗҫмен ҫыравҫӑсен ятне халӑха уҫҫӑн хыпарлассине пӑрахӑҫлать, вӗсен хайлавӗсене пичетлес ыйту сиксе тухсан, ыйтӑва енсем ҫураҫса татса параҫҫӗ.

Чӑваш тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫи хӑйӗн калавне тӗнче тапхӑрне хутшӑнмашкӑн турккӑлла куҫарттарассине хӑй ҫине илет.

 

Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлӗхӗн (ҪИП) ертӳҫи В.Г.РОДИОНОВ.

2018 ҫулхи ҫӗртме (июнь) уйӑхӗн 19-мӗшӗ. Шупашкар хули.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Микула // 9259.3.8429
2018.06.24 19:52
Вырăнти тÿре- филологсен хакламалли критерине тĕплĕнрех пĕлесчĕ. Хутте мĕн çинчен тени тĕрĕсех мар пулĕ ? Чăвашăн уйрăмлăхне палăртасси малта пулмалла. Тепĕр ыйту. Туркăлла куçарма кам пĕлет? Расценкăсем мĕнлерех ? Мала тухаканăн тен куçарма окçа çитеймĕ.
Agabazar // 1060.60.5883
2018.06.25 06:43
Agabazar
Тавай, Аскольд, хутшăн конкурса! Атту тек: "Эп калавсем çыракан çын! Çав-çав тĕлте вуласа паллашкма пултаратăр!" — тесе мухтанан.
Вуласшăнскер // 5009.1.5944
2018.06.27 23:45
Agabazar хăй хутшăнсан та кăсăклă пулмалла пек.
2019.05.15 06:20
Ку статьяна вуламасăр хăварнăччĕ. Конкурссем хуть хăшне ил, хăй майлă, паянхи кун мĕншĕн "Голос" конку рс пирки сас пырать? Тĕрĕспе конкурсра çĕнтерме çук. Тата çитменне çакă конкурса хутшăнма хут çинче çырмалла, электронлă майпа. Эпĕ мĕн, пĕрер пĕрер вăрттăн çăхав хатĕрлетĕп-и? Вулас текен валли "Ридеро" интернет-издательствăра "Юратап эп сана" текен кĕнеке те тухрĕ. Мана çакă мулĕпе çителĕклĕ

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем