Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Хӑй тӗллӗн нимӗн те пулмасть

Agabazar21.03.2018 16:0923742 хут пӑхнӑ

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Пире атте-анне тӑван чӗлхене вӗрентет. Анчах та тӑван чӗлхе атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑма пултараймасть.

Хальхи саманара ҫакӑ пушшех те тӗрӗс.

Акӑ эпир чӑвашла калаҫатпӑр, ҫыратпӑр, вулатпӑр. Ҫак япала хӑшне-пӗрне хӑйне хӑй пулса пырать пек туйӑнать пулмалла. Анчах та ку пачах та апла мар. Тӗнчере нимӗн те хӑйне хӑй, хӑй еккипе пулса пымасть. Пурин те хайӗн йӗрки пур.

Эпир ҫакнашкал хамӑр чӗлхепе усӑ курассишӗн нумай-нумай ҫын тар кӑларса тӑрӑшнӑ. Атте-анне ҫеҫ мар! Тӑрӑшнӑ вӗрентевҫӗсем, методистсем, чиновниксем, политиксем, ҫыравҫӑсем, мусӑкҫӑсем, ӑславҫӑсем... Пинӗ-пинӗпе!

Ҫавсем тӑрӑшман пулсан паян ним те пулас ҫукчӗ.

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Ӗнтӗ миҫемӗш ҫул ӗнтӗ пирӗн пуҫа минретеҫҫӗ: ятарласа патшалӑх тӑрӑшни ним тума та кирлӗ мар, ашшӗ-амашӗ чӑвашла вӗренткелени те ҫитӗ!

Чӑваш тата вырӑс мар ытти чӗлхесем пирки калани ӗнтӗ ку.

Ҫав вӑхӑтрах вырӑс чӗлхине хайне вӗренӳ тытӑмӗнчен хӑваласа кӑларма никам та шутламасть. Мӗнпур предметсене вӗрентесси, вӗрентӗве ертсе пырасси пӗтӗмпех ҫав чӗлхепе пулса пырать пулин те.

Ӑҫтан-ха чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑма пултарайтӑр, енчен те хайхи ашшӗ-амӑшӗсем чылай чухне хайсем те чӑвашла пӗлмеҫҫӗ пулсан?

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Пӗтӗм пӗрлӗх, вӑл шутра патшалӑх тытӑмӗсем те, ҫине тӑрса кӗрешсен ҫеҫ чӑваш чӗлхи сыхланса юлма пултарать. Хӑй тӗллӗн нимӗн те пулмасть.

Атте-анне ҫине шанса лартса ыттисем ним те туманни кунта вырӑнсӑр. Ҫав еннелле туртса халлап ҫапакансем — пархатарсӑр харкамлӑхсем.

Ҫапла, пире пурне те атте-анне чӑвашла вӗрентнӗ. Е — вӗрентмен. Ҫапла вара юлашки 150 ҫул хушшинче пӗр мӗльюн ҫын чӑваш пулма пӑрахнӑ. Е, тен, апла мар-и? Анчах та пурперех ҫав хисеп ҫав тери пысӑк.

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Шкулта ҫавна ятарласа вӗренмен ҫын чӑваш чӗлхипе кулленхи пурнӑҫра туллин, йӗркеллӗн усӑ курма пултараймасть.

Хуть те мӗн чухлӗ тулхӑр — ку чӑнах та ҫапла. Калӑпӑр, ак мана илер. Мӗншӗн-ха эп сак статьяна ҫырма пултартӑм? Мӗншӗн тесен шкулта 10 (вунӑ) ҫул чӑваш чӗлхине тата литературине вӗреннӗ. Ячӗшӗн мар, тарӑшса, пикенсе вӗреннӗ. Ҫапла пулман пулсан — ним те пулмастчӗ. Унашкал пӗлӗве тата хӑнӑхӑва мана атте-анне ҫапса пӑрахсан те парайрас ҫукчӗ. Ҫавӑн пекех — асанне-кукамай та....

Акӑ тата Самар облаҫӗнчи чӑвашсен хаҫачӗ сӳнсе ларчӗ теҫҫӗ. Мӗншӗн? Чи пысӑк сӑлтавӗ — унти чӑвашсене ӗнтӗ 50-60-70 ҫул хушши йӗркеллӗн чӑвашла вӗрентменнинче. Вара унашкал шкултан тухнӑ ҫын паллах, чӑвашла ни вулама, ни ҫырма, ни ытти енӗпе усӑ курма пултараймасть. Калаҫасси те йӗркеллӗн пулса пыраймасть. Мӗншӗн тесен — вӗренмен тата вӗрентмен! Вӗренесси тата вӗрентесси вара хӑй тӗллӗн пулмасть.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2018.04.03 07:02
Ку йышши, агрессивлă майпа хăйне тыткаласси, чылай сайтра пур, анчах та чăвашсем лăпкăрах пулĕ тенĕччĕ. Акапасар, чăваш чĕлхине тен эпĕ сиртен те аванрах пĕлетĕп, çавах ыттисене нихăшне те эсĕ тесе чĕнме ирккĕнлеместĕп. Кăшт та пулсан культура пулма тивĕç пулĕ.
Agabazar // 3839.98.0758
2018.04.03 09:05
Agabazar
Ку "çĕнĕ çын" хайхи унчченхи "Факт Чек" текенни пулас.
2018.04.03 09:17
Акапасар, эпĕ мĕн сайт çинче регистрациленнĕренпе нимĕнле урăх ятпа та тухман. Хамăн ят мана çывăхрах та, манăн нимĕн пытармалли те çук. Кĕрсе пахмашкăн пултаратăр проза.ру çине, читальня, пур çĕртĕ те пĕр ят.
Agabazar // 3839.98.0758
2018.04.03 10:39
Agabazar
Аскольд Де Герсо тени аван ят ĕнтĕ.
Эпĕ сире "сана" тесе чĕнме ирĕк паман.

Эп хам та тĕлли-паллисĕр "сана" теессине хирĕç.
хăвăра хăвăр пысăка ан хурăр,

Хумастăп.
Енчен те ашшĕпе-авмăшĕ, ку куç умĕнчи тĕслĕх тăван ачине тутарла вĕрентеççĕ, ачи хăйне эпĕ вырăс тет, кунта мĕскер тума пулать?

Социологи тата Социолингвистика текен ăславсем пур тĕнчере. Çавсене алла илме сĕнетĕп. Ăслав саккунĕсем кирек ăçта та Швейцари сехечĕ пек шанчăклăн ĕçлеççĕ. Хуть тутар пул, хуть вырăс — пурпĕрех.
Чăвашла юрланă тĕслĕхсем вăл чăваш чĕлхине çÿлелле çĕклени, е тата кунпа та килĕшместĕр-и?
Юрлăр чăвашла, ыттисем те юрлаччăр, Акапасар чармасть вĕт?
Agabazar // 3839.98.0758
2018.04.03 11:04
Agabazar
Шкул пулăшаять, енчен те ачан хăйĕн туртăм пур, туртăм çук-тăк, хăть çапса пăрах,усси пулас çук.

Вара мĕн каласшăн кунпа? Шкулсене пурне те хупса хумалла-и? Ларччăр-и ачасем пурте килте е йыт хăваласа çÿреччĕр-и урамра? Ан васкăр, унашкал вăхăтсем те çитĕç-ха каплах пурнăç кайсан....
Шкул хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлаймасть пулсан, куншăн яваплисем пур. Яваплă çынсенчен ыйтас пулать. Шкул вăл паллах пурнăçăн пĕр пайĕ çеç. Анчах унăн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Суккăр çын çеç çакна курмасăр тăма пултарать. Шкулăн хуçисем пур: президент, премьер-министр, министр, РОНО пуçлăхĕ, инспекторсем, шкул директорĕ, вĕрентевçĕсем.... Уйрăм килйышăн вара унашкал хуçасем çук. Чăваш чĕлхи тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕн яваплăхĕ пирки ятарлă саккунсем кăларма пулать. Анчах та ун пек тумĕç нихçан та. Мĕншĕн тесен влаçрисене чăваш чĕлхи ним тума та кирлĕ мар. Ну а шкул вара — шкулах. Унăн хăйĕн традицийĕсем пур. Анчах та ăна та чăваш чĕлхине хирĕçле пуласран сыхлама кирлĕ. Алă усса ларнипе мар вĕт!
2018.04.03 11:21
Аскольд Де Герсо манăн йăх-несĕл хушамачĕнчен пырать, кунта манăн нимĕнтен те вăтанмалли çук. Шкулсене хупасси пирки эпĕ сăмах та чĕнмерĕм. Обществора вара вĕрентекенсене усламçăсене çавăрас шухăш çÿрет, çакă вара шиклентермелле. Эпир, юрать, вăхăтĕнче вĕренсе юлнă, хальхи ăру мĕнле пурăнмалла? Вĕренмен халăх паллах влаçрисене кирлĕ, ун йышши çынсеме темĕн каласа та шантарма пулать. Вĕреннĕ çынна кансĕртерех. Эсир сăмахран пĕлетĕр-и, Ю. Лермонтов тĕрĕспе Юрий Де Лермон? Е К. Брюллов ÿнерçĕ Брюлло?
Agabazar // 2182.65.0709
2018.04.03 12:55
Agabazar
Эсĕр вара... Герсонов-им?
2018.04.04 13:30
Аскольд Де Герсо. Е çакă çителĕксĕр? Кăсăкланакансемшĕн интернет уçлăхĕнче тĕрлĕ сайт тупма пулать манăн хайласемпе, ÿркенсе çеç ан тăр. Тĕрĕс эпĕ çырмастăп хăш халăх хăшĕнчен аслăраххи çинчен, манăн кредо илемлĕ литература, хăш чухне вара актуаллĕ темăсене те хускатнă самантсем пур.
Agabazar // 2478.10.7365
2018.04.04 20:37
Agabazar
Де Лермон > Лермонтов
Де Герсо > Герсонов ( Е тепĕр май: Герсонов > Де Герсо)
2018.04.04 20:46
Мана юлсан Де Герсо та аванах янăрать. Хушамат çынна капăрлатмасть, этем хушамата капăрлатать. Лермонтов вăхăтĕнче те чылай пулнă французсем, асра вара пĕр вăл паллă тăрса юлнă. Тата мĕншĕн манăн тĕрлĕ сайт çинче тĕрлĕ ятпа тухмалла? Эпĕ хурах мар, манăне пытармалли çук.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем