Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Хӑй тӗллӗн нимӗн те пулмасть

Agabazar21.03.2018 16:0923738 хут пӑхнӑ

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Пире атте-анне тӑван чӗлхене вӗрентет. Анчах та тӑван чӗлхе атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑма пултараймасть.

Хальхи саманара ҫакӑ пушшех те тӗрӗс.

Акӑ эпир чӑвашла калаҫатпӑр, ҫыратпӑр, вулатпӑр. Ҫак япала хӑшне-пӗрне хӑйне хӑй пулса пырать пек туйӑнать пулмалла. Анчах та ку пачах та апла мар. Тӗнчере нимӗн те хӑйне хӑй, хӑй еккипе пулса пымасть. Пурин те хайӗн йӗрки пур.

Эпир ҫакнашкал хамӑр чӗлхепе усӑ курассишӗн нумай-нумай ҫын тар кӑларса тӑрӑшнӑ. Атте-анне ҫеҫ мар! Тӑрӑшнӑ вӗрентевҫӗсем, методистсем, чиновниксем, политиксем, ҫыравҫӑсем, мусӑкҫӑсем, ӑславҫӑсем... Пинӗ-пинӗпе!

Ҫавсем тӑрӑшман пулсан паян ним те пулас ҫукчӗ.

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Ӗнтӗ миҫемӗш ҫул ӗнтӗ пирӗн пуҫа минретеҫҫӗ: ятарласа патшалӑх тӑрӑшни ним тума та кирлӗ мар, ашшӗ-амашӗ чӑвашла вӗренткелени те ҫитӗ!

Чӑваш тата вырӑс мар ытти чӗлхесем пирки калани ӗнтӗ ку.

Ҫав вӑхӑтрах вырӑс чӗлхине хайне вӗренӳ тытӑмӗнчен хӑваласа кӑларма никам та шутламасть. Мӗнпур предметсене вӗрентесси, вӗрентӗве ертсе пырасси пӗтӗмпех ҫав чӗлхепе пулса пырать пулин те.

Ӑҫтан-ха чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑма пултарайтӑр, енчен те хайхи ашшӗ-амӑшӗсем чылай чухне хайсем те чӑвашла пӗлмеҫҫӗ пулсан?

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Пӗтӗм пӗрлӗх, вӑл шутра патшалӑх тытӑмӗсем те, ҫине тӑрса кӗрешсен ҫеҫ чӑваш чӗлхи сыхланса юлма пултарать. Хӑй тӗллӗн нимӗн те пулмасть.

Атте-анне ҫине шанса лартса ыттисем ним те туманни кунта вырӑнсӑр. Ҫав еннелле туртса халлап ҫапакансем — пархатарсӑр харкамлӑхсем.

Ҫапла, пире пурне те атте-анне чӑвашла вӗрентнӗ. Е — вӗрентмен. Ҫапла вара юлашки 150 ҫул хушшинче пӗр мӗльюн ҫын чӑваш пулма пӑрахнӑ. Е, тен, апла мар-и? Анчах та пурперех ҫав хисеп ҫав тери пысӑк.

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Шкулта ҫавна ятарласа вӗренмен ҫын чӑваш чӗлхипе кулленхи пурнӑҫра туллин, йӗркеллӗн усӑ курма пултараймасть.

Хуть те мӗн чухлӗ тулхӑр — ку чӑнах та ҫапла. Калӑпӑр, ак мана илер. Мӗншӗн-ха эп сак статьяна ҫырма пултартӑм? Мӗншӗн тесен шкулта 10 (вунӑ) ҫул чӑваш чӗлхине тата литературине вӗреннӗ. Ячӗшӗн мар, тарӑшса, пикенсе вӗреннӗ. Ҫапла пулман пулсан — ним те пулмастчӗ. Унашкал пӗлӗве тата хӑнӑхӑва мана атте-анне ҫапса пӑрахсан те парайрас ҫукчӗ. Ҫавӑн пекех — асанне-кукамай та....

Акӑ тата Самар облаҫӗнчи чӑвашсен хаҫачӗ сӳнсе ларчӗ теҫҫӗ. Мӗншӗн? Чи пысӑк сӑлтавӗ — унти чӑвашсене ӗнтӗ 50-60-70 ҫул хушши йӗркеллӗн чӑвашла вӗрентменнинче. Вара унашкал шкултан тухнӑ ҫын паллах, чӑвашла ни вулама, ни ҫырма, ни ытти енӗпе усӑ курма пултараймасть. Калаҫасси те йӗркеллӗн пулса пыраймасть. Мӗншӗн тесен — вӗренмен тата вӗрентмен! Вӗренесси тата вӗрентесси вара хӑй тӗллӗн пулмасть.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2018.04.14 04:05
ДНК пирки манăн шухăш мар, унта манран та ăслăрах çынсем тĕпченĕ, вăл сире кирлĕ Микулай патшана вĕлернĕ тени. Тата енчен те Микулай патша çветтуй, мĕншĕн-а уна вĕлерекенĕн ятне хывмаççĕ Мускаври метро станцийĕнчен?Карттусне, тăхăнма пĕлместĕп пулсан, сире парнелетĕп, Акапасар иккĕмĕш Ленин пултăр
Agabazar // 3511.84.1666
2018.05.11 20:58
Agabazar
Тавай, илсе килсе кăтарт эппин пире "вилĕмрен хăтăлса юлнă Микулай патшана" .
2018.05.12 15:37
Акапасар, енчен те вилĕмрен хăтăлса юлнă пулсан та паянхи куна вилнĕ ĕнтĕ. Тĕрĕспе эпир истори вĕренмен, юмах-халап. Ленин ссылкăран: осетрпа ху ра вăлчă йăлăхтарса çитерчĕ, хупăлла пĕçернĕ улма çиес килет тесе çырнă тăванĕсем патне. Кун пирки пире каланă-и? Çук, паллах. Чылай мĕскер çинчен каламан, Вязьма хуранĕнче вилесем метр çÿллĕш выртнă вăхăтра Сталин парад ирттерет, кун пирки те шăп.
Agabazar // 1476.83.1909
2018.05.12 17:57
Agabazar
Кассан — турпас, каласан — сăмах. Атя, авăрт ĕнтĕ, ĕçсĕр аптранă енне.
Ой, ёй, ёй, ёй // 3867.72.2490
2018.05.12 20:32
"Во глубине сибирских руд, два мужика сидят и с...т" поэт сирĕн çинчен каламан-и?
2018.05.12 20:37
Акапасар, тĕрĕспе кунта эпĕ çеç мар ĕçсĕр аптраканĕ. Хăть хăш статьяна илсен те пĕрремĕш Акапасар, унтан тинех эпĕ çитетĕп. Так что, калама хĕн, кам пирĕнтен ытларах ĕçсĕр аптраканĕ
Agabazar // 1024.75.2553
2018.05.12 21:47
Agabazar
— Ах, çак улмуççи çинче çакăнса тăракан панулми татăлса ман çăвара кĕрсе ÿкинччĕ!
— Епле ÿркенместĕн эсĕ çак сăмахсене калама!
2018.05.13 18:14
Акапасар, панулми манăн çăвара ÿкиччен эпĕ самаях тар кăларса ĕçлетĕп, тата посредниксен хырăмне те тăрантма ĕлкĕретĕп, тĕрĕспе каласан. Енчен те интернетра кăна ларсан, кам манăн хырăма тăрантнă пулĕ-ши?
Agabazar // 2428.67.7101
2018.06.15 23:14
Agabazar
Хăй тĕллĕн, халăхăн пĕрлĕхлĕ тытăмĕсем хутшăнмасăр, нимĕн те пулмасть.

Халăхăн пĕрлĕхлĕ тытамĕсем тесе чăн малтанах патшалăх структурисене асăнмалла.
Михаил ВолковСун // 8237.7.1574
2018.07.16 23:51
Патшалӑх структури 180 халӑха тӑван чӗлхине мантарса вырӑслантарасшӑн хыпӑнса васксать. Ку сӑтӑрлӑ, ӑссӑр тӗллев пулнине те туймасть. Катӑк чун манкрутсен хисепне, ХЛЕБА! ЗРЕЛИЩ! текенсен йышне ӳстересшӗн тӑван культурӑоан уйӑрса.

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем