Тимĕрке Митяй // 2051.65.3138
2007.08.23 12:12 | |
Тусăм,тĕрĕслĕх пурнăçĕ питĕ йывăр ĕçлев,нумай чăрмавсем хирĕç пулаççĕ,Çын пулма пĕтĕм вăйран тăрăшмалла... | |
reflejo // 2628.34.6945
2007.08.23 21:04 | |
Митяй тĕрĕсех калать. Çын пулма пĕтĕм-пĕтĕм вăйран тăрăшмалла. Çынран та çÿллĕрех кайма тăрăшмалла. Саккун мĕн авалтанах (Хаммур-Апи шутласа кăларнăранпа) çын ирĕкне тыткăнлакан, пусмăрлакан япала. Этемлĕхе çитес вун çултах Ахăр самана ярса илет текенсем пур - Саккун арканĕ теççĕ, сăран питлĕхсем татăлса анаç теççĕ. Кашни пулăмăн, кашни йĕркен вĕçĕ-хĕрри пур... Кашни хăйĕн правине пĕлни аван. Унсăрăн саккунпа килĕшсе те, килĕшмесĕрте çăтса ярĕç. | |
reflejo // 2628.34.6945
2007.08.23 21:08 | |
Тата çакна асăрхăр: ЙĔРКЕ - ИРĔК чăваш чĕлхинче пĕр пек итĕнекен сăмахсем. Йĕркелĕхе Ирĕклĕх тĕвĕлет. Хаммур-апи те Ирĕклĕ çыннах, ыттисене хăйĕн Ирĕкĕпе ирĕксĕрлетме пултарнă. | |
Аçтахар Плотников // 5972.8.8657
2007.08.23 21:22 | |
Анчах ирĕкĕн те чикки пулмалла-çке. Çынна пушшех те ирĕк парсан вăл ыттисене вĕлерме, çаратма, мăшкăлама пуçлать. Çавăнпа та çынна тĕрĕс пуранма вĕрентмелле. Ан вĕлер, ан çарат тата ытти йĕркесем — пулмаллах. | |
reflejo // 2628.34.6945
2007.08.23 21:57 | |
Эс çын УСАЛ кăна тесе вĕрентесшĕн пулĕ. Çын çаратассин, вĕлерессин ялан хăйĕн сăлтавĕ пур. Чылай чухне çав сăлтав шăпах ирĕксĕрлĕхре.
Эсĕ ху вĕлерĕттĕн-и? Эсĕ ху çаратăттăн-и? Эсĕ ху мăшкăлатăттăн-и? Пур çынна та тÿрех УСАЛ теме васкас мар. Çын вăл ырă та мар, усал та мар - кашнинче пĕри те, тепри те аван пурăнаççĕ. Йĕркен те чикки пур, ирĕкĕн те - сывă çын хăйĕнне пĕлет, сăлтавсăр чикĕ урлă сикмест. | |
Аçтахар Плотников // 1841.67.1437
2007.08.24 00:00 | |
Эпĕ каласшăн ĕнтĕ — христианлăхăн пĕр çитменлĕхĕ чарусем питĕ вăйлă пулнинче. Чарупа ирĕк хушши пĕр пек пулмалла. Вырăсла каласан — равновеси. //ку чăн та Сартăш ĕненĕве пек пулса тухать ĕнтĕ.
Тата саккунсем тумалла мар — пĕчĕкренех тĕрĕс пурăнма вĕрентмелле. Чăваш тĕнĕнче мана тата мĕн килешет — анта яланах ман шутпа вăйăсем юнашар пыраççĕ. Вăйă карти, ĕçлени — ку пĕтĕмпех ытлашши вăя пĕтерет. Хальхи çынсем алхасни, кирлĕ мара хăтланни — ытлашши вăя ниăçта та кайса хума çуккинчен те килет. Ĕç çук, ăна ниăçта та пĕтерме çук — çапла вара тĕрлĕ скинхэдсем тупăнаççĕ... Малтан тата çав çамрăк çынсене çара илсе каятчĕç те вĕсен вăйĕпе (ытлашшипе) усă куратчĕç (ăна ăçта та пулин вырнаçтаратчĕç ĕнтĕ). Халĕ вара нумайĕшĕ çара каясшăн мар... Эпĕ çав вăй ытлашшине ниăçта та персе чикме çукранпа аптракан ачасене хам урамра асăрхатăп... Юрать-ха юлашки вăхăтра кăштах ĕç тупа пуçларĕç те лаплана пуçларĕç... Унччен вара чăтма çукччĕ. Чăвашсене чăвашсен тĕнне тавăрмаллах! Унта мĕн чухлĕ философи! |