Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Вӑрҫаҫҫӗ... хирӗҫеҫҫӗ...

Аçтахар Плотников25.06.2007 20:115526 хут пӑхнӑ
Эпӗ хам вӑрҫнипе хирӗҫнине питӗ юратмастӑп. Ӑнланмастӑп, мӗнле-ха хирӗҫме пулать? Ытларах чухне вӑл ман шутпа пӗр-пӗрне ӑнланма тӑрӑшманнинче. Ӑнланатӑп, сан пирки тем те пӗр каласа пӗтерсен — сӑмах каламасӑр, каҫарма йывӑр. Анчах та пурнӑҫ вӗҫӗ таран пӗр-пӗрин ҫине кӳренсе пуранма питӗ йывӑр-ҫке. Христос тӗнӗнче, ав, питӗ лайӑх ен пур — ҫынна каҫарма вӗрентеҫҫӗ. Христос тӗнӗн ку лайӑх енӗсенчен пӗри. Ҫакна каласа эпӗ пурне те, кам пӗр-перинпе хирӗҫсе кайнӑ — пӗр-пӗрне каҫарма ыйтатӑп. Ачасемех, ав, хирӗҫсе кайнӑ хыҫҫӑн тепӗр самантранах пӗрле выляҫҫӗ, кӳренӗвне ӑшра тытса тӑмаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсен нихӑҫан та хуйхи-суйхи ҫук.

//Ку сӑмахсене эпӗ хам юлташсене каласшӑн. Мана эсир пӗр-пӗринпе хирӗҫни пӗрре те килӗшмест.
Эпӗ хам та, сире хӑҫан та пулин кӳрентернӗ пулсан, мана каҫар ма ыйтатӑп, эпӗ никама та ятарлӑ кӳрентерес темен. Мана эсир пурте кирлӗ.
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2007.06.26 01:41
тусăмсем пĕлеççĕ
Шухăшна хутшăнатăп. Пирĕн килĕшӳллĕ пулмалла. Эпир нумай мар. Эпĕ те таками кӳрĕнтернĕ пулсан, каçарăр, тархасшăн!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем