Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.7 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Борат

Аçтахар Плотников22.05.2007 20:378477 хут пӑхнӑ
Паян «Борат» ятлӑ кино пӑхрӑм. Диска ылмаштаракан сутӑҫӑ мана ку питӗ вӑйлӑ комеди тесех тыттарса ячӗ. Пакӑҫ. Американсемшӗн — чаплӑ комеди пулӗ, маншӑн вара — пакӑҫ анчах. Те ӑна ӑнланмашкӑн ҫитӗнсе ҫитмен...
Мӗн калас, пӗр-икӗ ҫӗртре кулмалли самантсем пулчӗҫ ӗнтӗ...
Ӳкерес пулсан — ӳкер ӑна лайӑх. Ҫын урӑх культурӑна лекнӗ ухмах пулсан — ухмах пек ӑна кӑтарт, ӑслӑ ҫына кӑтартас килет пулсан — ӑслӑ пек кӑтарт. Капла вара — ни ухмах, ни ӑслӑ та мар.
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2007.05.23 01:15
тусăмсем пĕлеççĕ
Казахсем те питĕ кӳрĕннĕ... Эпĕ ăна курман. Анчах фильм реклами пăхнă хыççăн эпĕ те шутларăм: пăкăç.
2007.05.23 09:44
Аçтахар Плотников
Ун йышши фильмсем пур. "Хочу в тюрму" тĕслĕхрен. Çын урăх культурăна лекни, хăйне епле тытнине унта лайăх сăнласа кăтартнă.
reflejo // 1385.85.4845
2007.05.23 17:49
“BORATa” VYRĂSLA kuşarăvĕ cănnipeh PAKĂŞ. Ăna VYRĂSLA păhma maj şuk ― kürentereken japala. ISPANLA kuşarni te şaplah.
Borata ănlanmashkăn ăna Akălcanla păhmalla. Cănnipeh caplă kamit vara. Unta KASAH şynnine kaja julnă şyn pek kătartnă pek kurănat’ pulĕ. Ancah unta urăhla shuhăsh pur.

Kajra pyrakan şyn Amerikkăna tĕpcese hăjĕn şĕrshyvne atalantarma maj parakan ăslajsem shyrama kilet. Hăj kam pulnincen nim vătanmast’. Unccen Kasah şershyvĕ puşne văl nişta ta purănsa kurman. Un jăltah Kasahpa tanlashat’. Unshăn Kasahstan ci caplă şĕrshyv, halăh…

Amerikkăna kilsen tulashĕ pitĕ caplă kurănat’ ăna. Ujrămah jasar hĕrĕsem kilĕsheşşĕ… Kino vĕşnelle Borat Amerikkăn ăsh-cikkijĕpe pallashat’. Ăshcikkincen păhsan Amerikkă Kasahstanran nimĕnpe te ujrălsa tămast’. Unccen te pulmast’ Amerikkăn caplă şynnisem Kasahăn “tisker” şynnisencen nimĕnpe ujărălmi pulsa tăraşşĕ.

Filĕm vĕşĕnce tata tepĕr kulăshla samant pur. Borat Amerikkăna kajsa kilnĕ hyşşăn ulshănnă Kasahstana kătartat’. Kasahsem iPodlă pulsa tăraşşĕ, Amerikkăn tem tĕrlĕ ăpăr-tapărĕ Kasaha ta şitet. Ancah şav japalsempe pujanlannă hyşşăn tiskerlĕh pĕtmest…

Filossoffĕ jencen ku pitĕ ăslă kino. Borat urlă Mărikkansem hăjsen căn săpatne kursa kulma pultarcĕş. Mărikkansem te Kasahsem pek hăjsen şĕrshyvne ci ăsli, ci capli tese shutlaş, nişta tuhsa şüremeşşĕ, yttisem şincen şijelten păhaşşĕ. Amerikkări ikĕpitlĕhe, sujana ta ‘Borat’ra pitĕ lajăh kătartnă.

Boratcen tĕlekurămpa ALI G IN DA HOUSE
“show” kătartatcĕş. Şavă cănnipeh kürenmelle japala pek jurănatcĕ. Kasahsem te KINOna mar Tĕle-shova kürencĕş. Filmne vara maltan carsa hucĕş, untan carnipe cănah uhmahla ĕş tunine ănlansa păhma irĕk pacĕş.

Ali G shovne ep maltan ytlah kilĕshtermesttĕm. Filĕmĕ tuhnă hyşşăn “Sasha Cohen” shuhăshne ănlansa ilme maj pulcĕ. Unăn shuhăshĕ pitĕ văhătlă, samanashăn kirlĕ. Shuhăsha ănlanmashkăn ‘Borat’a akălcanla păhmalla, văl anăşri kuşpa păhsan kăna avan kurănat’.

Tata… Amerikkansem te ― numajăshĕ Boratăn tarăn shuhăshne ănlansa ilejmeşşĕ. Şavăn pek şynsene pitlenĕ te ‘Borat’ra.
2007.05.23 19:47
Аçтахар Плотников
Шел те хама мерикан çынни пек пăхаймарăм. Чăнах та... çитĕнсе çитмен пулас.

Тата пĕррехинче эпĕ Гезельпе Шупашкара килтĕм. Унта пĕрлех ӳсĕрскерсем пыратчĕç. Ял çыннисем ĕнтĕ. Вĕсене мĕн? Савăнмалли те юрламалли кирлĕ — ытти çынсем вара вĕсене ăнланмаççĕ, вăрçаççĕ — пире канлĕн Шупашкара çитме май памастăр тесе. Уйрăмах вырăсĕсем /Лысковăна, Воротынеца каякансем/. Ку фильмра та çавнах асăрхама пулатчĕ — Борат вĕсемпе уçă чунĕпе ал тытасшăн — лешĕсем вара, хăйсене кĕлетке ăшĕнче питĕрсе лартнă пек, унран пăрăнаççĕ, туйăмĕсене ирĕке кăларасшăн мар.
Хальхи çынсем шел те, савăнма пĕлмеççĕ. Те ытлашши пуян пулнăран, те пурнăçĕ ытлашши кăсăк пулнăран.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем