Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ireklekh: Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисемпе наукӑпа практикӑра усӑ курмалли тата аталантармалли йӗрке пирки

Ireklekh29.01.2018 12:577201 хут пӑхнӑ

Чӑваш Республикинчи наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Чӑваш ен патшалӑх чӗлхин, чӑваш чӗлхин, саккунлӑ статусне ҫирӗплетес, чӗлхе саккунлӑхне аталантарас тӗллевпе Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председательне И.Б. Моторина ҫакна пӗлтерет.

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» 2003 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 36 №-лӗ саккуннӗн 5 статьипе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫак Саккунпа килӗшӳллӗ чӗлхесемпе наукӑпа практикӑра усӑ курмалли тата аталантармалли йӗркене палӑртать.

Паянхи куна, чӗлхе саккунне 15 ҫул каялла йышӑннӑ пулин те, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ чӗлхесемпе наукӑпа практикӑра усӑ курмалли тата аталантармалли йӗркене ҫирӗплетмен.Чӑн та, Чӑваш Республикинче ҫак йӗрке ҫук пулни куҫкӗрет. Ахӑртнех, йӗркесӗрлӗхӗн сӑлтавӗсенчен пӗрри - Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ чӗлхе саккунӗпе килӗшӳллӗ чӗлхесемпе наукӑпа практикӑра усӑ курмалли тата аталантармалли йӗркене палӑртманни.

Палӑртса хӑваратпӑр, «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ 2017-мӗш ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Интернет тетелӗнче чӗлхе саккунлӑхӗ ӑслӑлӑх ӗҫӗнче мӗнле шайра пулнине кӑтарста тишкерӳллӗ статья кӑларчӗ. Пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Вӗрентӳ тат ҫамрӑксен политикин министрлӑхне официал ҫыру янӑ, палӑртнӑ шухӑша малалла тӑсса чӑваш чӗлхипе ӑслӑлӑхра усӑ курас ӗҫе аталантарма ыйтнӑ (1-мӗш хушӑм).

Кунсӑр пуҫне, Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисемпе ӗҫре (практикӑра) усӑ курмалли тата аталантармалли йӗрке ҫуккине Чӑваш енре чӗлхе саккунне пӑснишӗн яваплӑх кӗртменни, чӗлхе саккунӗ халӑх хутлӑхӗнче те, патшалӑхпа муниципалитет хӗсмечӗн ӗҫӗнче час-часах пурнӑҫланманни, чӑваш чӗлхин шайӗ вӗрентӳ ӗҫӗнче ҫулсерен хавшаса пыни ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

«Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ хальхи вӑхӑтра вӑйра тӑракан саккунлӑхпа килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ чӗлхесемпе наукӑпа практикӑра усӑ курмалли тата аталантармалли йӗркене ҫывӑх вӑхӑтра тивӗҫлӗ норматив акчӗпе палӑртма, пире irekleh@gmail.com адреспа хуравлама ыйтать.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Ялтан // 9259.3.8429
2018.01.31 05:32
Камсем саккуна пурнăçлама чăрмантарса тăраççĕ? Камсем уççăмăнах ,камсем вăрттăн хирĕç тăраççĕ? ФИО, должность пĕтĕмпех халăха паллă пулмалла.
Agabazar // 3757.96.0470
2018.01.31 16:21
Agabazar
Фрондёр.
Dfcbkbq // 3951.79.8406
2018.01.31 22:27
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: кӳрентерӳ
Agabazar // 3422.9.7588
2018.02.01 09:13
Agabazar
Чăвашла калаç.
Agabazar // 3422.9.7588
2018.02.01 09:13
Agabazar
Чăвашла калаç.
Кам вăл "Жендосо"? Ăçта куртăн эс кун пек çынна?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем