Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Эпир сире пусмӑрлатпӑр, эсир вара сас пама ан хӑйӑр!

Аçтахар Плотников29.11.2017 19:1617331 хут пӑхнӑ

Тутарстанра паян кӳршӗри Патшалӑх Канашӗ чӗлхе вӗрентесси тавра калаҫу ирттернӗ, пӗр саслӑн постановлени йышӑннӑ. Ӑна ӗненес пулсан патшалӑх чӗлхине вӗренме май пур, анчах хӑйсен ирӗкӗпе кӑна. Сӑмах, паллах, республикӑсенчи патшалӑх чӗлхисем пирки пырать. Вырӑс чӗлхи вӑл Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чӗлхи шутланать, ҫавна май ӑна имӗш пурин те вӗренмелле. Тепӗр май каласан тем тесен те пирӗн чӗлхесем ҫак патшалӑхра пӗр тан пулма пултарайманнине тепӗр хут ҫирӗплетсе кӑтартрӗҫ.

Сӑмахӗ, паллах, вӗренӳ пирки мар. Сӑмахӗ хисеплесси ҫинчен. Путин киличчен вӑл хисеп кӑшт та пулин пурччӗ пулсан, вӑл ларнӑ хыҫҫӑн пӗтӗм ирӗклӗхсем майӗпен ҫухалса пыма пуҫларӗҫ. Президент пулма май ҫук, Конституцири «патшалӑх» сӑмах та тухса ӳкрӗ. Халь ак, вӗренӳ системинчен пирӗн чӗлхене урапа тапса кӑлараҫҫӗ. Путин тата Мускав политики пире уҫҫӑн кӑтартать — вырӑс халӑхӗ улпут шайӗнче, чӑвашсем — тарҫӑ-чура.

Пусмӑрлаҫҫӗ пулин те пирӗн хамӑр сасса калама та май ҫук. Тутарстанра иртнӗ сессирех Тутарстан прокурорӗ чӗлхе таврашӗпе экстремистла чӗнсе калама юраманни пирки асӑрхаттарнӑ. Анчах мӗн тумалла-ха пирӗн? Темле ӑслӑ-тӑнлӑ ӑнлантарса пама тӑрӑшсан та пире итлесшӗн мар. Вӗсен ҫулӗ тӗрӗс маррине кӑтартсан та хӑйсеннех переҫҫӗ. Нивушлӗ пирӗн чӗлхен статусне вӗренӳре ют чӗлхесенчен те аяларах (калӑпӑр, акӑлчан чӗлхинчен!) антарса лартни — тӗрӗс япала?

Паллах, вӗсем ӑна питӗ лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Тӗллевӗ те чӗлхере мар. Вӗсем вырӑс мар халӑхсене хӑйсенле тӑвасшӑн, вырӑслантарасшӑн. Вӗсем вак халӑхсен культури ҫине яланах йӗрӗнчӗклӗ пӑхнӑ. Пирӗн йӑла-йӗрке самаях паха пулнӑ пулсан та тӳре-шарана вӗсем нихҫан та килӗшмен (калӑпӑр чӑваш туй йӑли-йӗрки хальхи вырӑс йӑли-йӗркинчен мӗнпе кая??? Ҫук вӗт, пӗтерчӗҫ!), хӑйсенне кӑна чи ҫӳллӗ шайри шутне хунӑ. Чӗлхере те ҫавах. «Великий могучий русский язык» теҫҫӗ. Мӗнлерех эпитетсем! Тӗрӗссипе вара ҫак сӑмахсенче ытти чӗлхесенчен мӗнлерех йӗрӗнни кӑна курӑнать. Ҫавӑн пекех-ши вара чаплӑ та мӑнаҫлӑ вӗсен чӗлхи? Усал сӑмахсемпе ҫавӑрттарса хума пултарнине те ялав пек ҫӗклеҫҫӗ-ҫке. Ҫак-и вӑл мӑнаҫланмалли сӑлтав? Е, тен, усӑ куракан сӑмахсенчен ҫурри ытла ют чӗлхерен кӗни-ши? Шовинистла калани кӑна пуль.

Эпир ҫак вырӑсланассине хирӗҫ тӑни вара — прокурорсен шучӗпе экстремизмла чӗнӳ. Пире пусмӑрласан хирӗҫ тӑни — эктремизм шайӗнче. Сана хӗнеҫҫӗ, эсӗ вара чӑт?

Ку шухӑш ман пата тахҫанах пуҫа килсе. Усалӑн вӑйӑ Ырринчен вӑйлӑрах. Анчах Усалӗн вӑйӗ ҫав тери пысӑк — вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑйне хӑй пӗтерет. Вӗҫӗнче вара тем тесен те Ырри юлать. Ҫӑвӑнпа Ырри усала ҫӗнтерет тесе калаҫҫӗ те. Мускаври хальхи тӳре-шарана пирӗн пек пусмӑрланакан халӑхсем мар, Мускав хӑйне хӑйех аркатӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2017.11.30 12:04
Аçтахар Плотников
Сăмах май, эп кунта пĕрре те вырăс халăхне хирĕçле çырман. Вырăссем пулмасан çак сайта та тытса тăма май пулмĕччĕ. Çавăнпа та тав та мухтав вĕсене! Шăп та лăп вырăс халăхĕн укçипе пурăнатпăр та эпир (çак сайт).
//чăвашĕсенчен укçа пухма темле май та туса пăхрăм, анчах усси ытлашшиех пулмарĕ, вăхăта сая яни кăна пулчĕ темелле. Вырăсĕсем вара хăйсен укçине шеллемеççĕ :) Вĕсене пулах эпир «на плаву». Мĕнле тÿлени вара — вăрттăнлăх, уçса памăп :).
Agabazar // 4226.92.4990
2017.11.30 13:59
Agabazar
Чăваш "вырăс халăх укçипе" пурăнать тени нихçан та ниепле те тĕрĕс пулма пултараймасть. Мĕншĕн тесен чăваш вăл Америка патшалăхĕн мар, Киттай патшалахĕн мар, Бразили патшалăхĕн мар, — шăпах Вырăс патшалăхĕн пĕр пайĕ.

Вырăс патшалăхĕ чăваш халăхĕшĕн 100% яваплă шутланать.
Калăпăр, чăвашшăн ниепле те Швеци патшалăхĕ яваплă пулма пултараймасть.

Пирĕншĕн вырăс патшалăхĕ яваплă.

Аçтахар, мен пайлатăр: вырăс укçи, чăваш укçи... Укçан унăн шăрши çук, пĕр енчен. Тепĕр енчен, .....

Чăваш чĕлхишĕн Раççĕй гражданĕсем пурте пĕр пекех яваплă. Вырăссен яваплăхĕ пĕчĕкрех теме май çук.
петр // 5059.3.5746
2017.11.30 14:43
Вырăс халăхне пĕтерме тăшмансем тахçанах ĕмтленеççĕ врçăпа, анчах вак халăхсем вырăс халăхне çавтери хÿтĕлеççĕ. Тăшмансем пайн-пайн птерешĕн вырăссее тата Р.Фа. Малтан вак халăхсене шкулсем урлă чĕлхесене хĕсрлесе, кайран вырăс халăхне. 1945-1991 ç.ç. СССР ПТЕРНĕ ПЕК. 25млн. вырăс халăхĕ юлчĕ ют çĕршывра. Путин кун пирки кашни çул асăрхатарать. Кăна пур пуçлăхсем те ăнланмаççĕ-ха.
Василий Ключевский çырнă: Истори ниме те вĕрентместь, истори патак кăна çитерет урока ăнланманнисене.
Agabazar // 2925.56.6382
2017.11.30 15:36
Agabazar
Тĕрĕс петр, вырăс халăхĕ пирĕн пек вак халăхсем пуррипе çеç тытăнкаласа тăрать.

Эпир пĕтсен — мĕн пулĕ?
Петр // 5059.3.5746
2017.11.30 18:16
Пӗрехинче пӗр ҫынпа хамӑн шухӑшпа паллаштарса пыратӑп: ҫӗршер ҫул чӑвашсем вырссемпе туслӑ пурнса ҫӗршыва та ҫӗклеҫҫӗ, экономикана та аталантарса пыраҫҫӗ, анчах пысӑк пуҫлӑхсем Сталин вилнӗ хыҫҫӑн чӑваш наци шкулӗсене тискеррӗн хупма пуҫлаҫҫӗ. Тӗрӗс мар вӗт ку.- терӗм.
Вӑл: эсир ӑҫта кайса кӗретӗр вара, хӳтӗлеме те ӗҫлеме тӳр килет. - терӗ.
Халь ак, пӗри, вырссем Ҫӗршывра нумай пулсан лайӑх.- терӗ. Тӗрӗс каларӗ, анчах ма Ҫӗршыв пуҫлӑхӗсем пайларӗҫ ҫӗршывне 1991 ҫ.? Ӑнсӑртран-и, пӗртен-пӗр пуҫлӑх пуласшӑн-и?
Тен, вырӑссене курайманнипе-и? 25 млн вырӑс халӑхӗ ют ҫӗршывсенче юлчӗҫ. Кунта та пит савӑнса кӗтсе илме майӗ ҫук-и?.
2018.04.14 07:34
Тĕрĕспе, Мускавра кашни пиллĕкмĕш тенкĕ вырнаçать, унта пур чухлă хаклă йышши машина пĕтĕм Европăра та çук. Камăн укçипе çакă? Паллах пĕтĕм вак халăх укçи, Пушкăртстанра хăть мĕнле хуçалăха ан ил, пурте хуçисем Мускавра, авалхи саманара помещиксен именисем пулнă, паян ак çав евĕр. Тÿррен эсĕ манăн крепостной тесе чĕнни çеç çук, анчах та хĕрен çарăкран пылакрах пулмасть.СССР патшалăха айккинчен пĕтермерĕç, вырăнтисем хăйсем кашни кнеç пулса ларас тенипе пĕтерчĕç. Енчен те пĕтĕм хуçалăхсене олигархсем çавăрса илчĕç, уна та ют патшалăхсем айăплă-и? Мĕншен, хамăрăн мар, Англи патшалăхĕ тĕрĕслес терĕ олигархсем мĕнле укçапа вĕсем патĕнчи пурлăха туяннине? Вăт çапла çав. Турцинче те ют патшалăх çыннине укçа-тенкине шеллесен те, ытларах хисеплеççĕ,мĕншĕн тесен вĕсем сысна евĕр хăтланни çук.
Agabazar // 2268.99.2692
2018.04.19 11:48
Agabazar
Çырана сĕве-сĕве,
Майĕпен юхать Сĕве...©
Чего же // 9001.886
2018.04.26 12:53
Что вы все так мучаете красивый чувашский язык? Он всегда был певучим... на нем словно не разговаривали, а пели... А здесь будто бы во время запора на унитазе мучаются...
Agabazar // 1550.38.9738
2018.04.26 14:38
Agabazar
Чăвашла калаç.
2018.04.26 17:08
Сĕве пирĕн çине пăхмасть çав, майĕпен юхать. Акапасар, Чего же чăваш чĕлхине пĕлмест)

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем