Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Эпир сире пусмӑрлатпӑр, эсир вара сас пама ан хӑйӑр!

Аçтахар Плотников29.11.2017 19:1617329 хут пӑхнӑ

Тутарстанра паян кӳршӗри Патшалӑх Канашӗ чӗлхе вӗрентесси тавра калаҫу ирттернӗ, пӗр саслӑн постановлени йышӑннӑ. Ӑна ӗненес пулсан патшалӑх чӗлхине вӗренме май пур, анчах хӑйсен ирӗкӗпе кӑна. Сӑмах, паллах, республикӑсенчи патшалӑх чӗлхисем пирки пырать. Вырӑс чӗлхи вӑл Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чӗлхи шутланать, ҫавна май ӑна имӗш пурин те вӗренмелле. Тепӗр май каласан тем тесен те пирӗн чӗлхесем ҫак патшалӑхра пӗр тан пулма пултарайманнине тепӗр хут ҫирӗплетсе кӑтартрӗҫ.

Сӑмахӗ, паллах, вӗренӳ пирки мар. Сӑмахӗ хисеплесси ҫинчен. Путин киличчен вӑл хисеп кӑшт та пулин пурччӗ пулсан, вӑл ларнӑ хыҫҫӑн пӗтӗм ирӗклӗхсем майӗпен ҫухалса пыма пуҫларӗҫ. Президент пулма май ҫук, Конституцири «патшалӑх» сӑмах та тухса ӳкрӗ. Халь ак, вӗренӳ системинчен пирӗн чӗлхене урапа тапса кӑлараҫҫӗ. Путин тата Мускав политики пире уҫҫӑн кӑтартать — вырӑс халӑхӗ улпут шайӗнче, чӑвашсем — тарҫӑ-чура.

Пусмӑрлаҫҫӗ пулин те пирӗн хамӑр сасса калама та май ҫук. Тутарстанра иртнӗ сессирех Тутарстан прокурорӗ чӗлхе таврашӗпе экстремистла чӗнсе калама юраманни пирки асӑрхаттарнӑ. Анчах мӗн тумалла-ха пирӗн? Темле ӑслӑ-тӑнлӑ ӑнлантарса пама тӑрӑшсан та пире итлесшӗн мар. Вӗсен ҫулӗ тӗрӗс маррине кӑтартсан та хӑйсеннех переҫҫӗ. Нивушлӗ пирӗн чӗлхен статусне вӗренӳре ют чӗлхесенчен те аяларах (калӑпӑр, акӑлчан чӗлхинчен!) антарса лартни — тӗрӗс япала?

Паллах, вӗсем ӑна питӗ лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Тӗллевӗ те чӗлхере мар. Вӗсем вырӑс мар халӑхсене хӑйсенле тӑвасшӑн, вырӑслантарасшӑн. Вӗсем вак халӑхсен культури ҫине яланах йӗрӗнчӗклӗ пӑхнӑ. Пирӗн йӑла-йӗрке самаях паха пулнӑ пулсан та тӳре-шарана вӗсем нихҫан та килӗшмен (калӑпӑр чӑваш туй йӑли-йӗрки хальхи вырӑс йӑли-йӗркинчен мӗнпе кая??? Ҫук вӗт, пӗтерчӗҫ!), хӑйсенне кӑна чи ҫӳллӗ шайри шутне хунӑ. Чӗлхере те ҫавах. «Великий могучий русский язык» теҫҫӗ. Мӗнлерех эпитетсем! Тӗрӗссипе вара ҫак сӑмахсенче ытти чӗлхесенчен мӗнлерех йӗрӗнни кӑна курӑнать. Ҫавӑн пекех-ши вара чаплӑ та мӑнаҫлӑ вӗсен чӗлхи? Усал сӑмахсемпе ҫавӑрттарса хума пултарнине те ялав пек ҫӗклеҫҫӗ-ҫке. Ҫак-и вӑл мӑнаҫланмалли сӑлтав? Е, тен, усӑ куракан сӑмахсенчен ҫурри ытла ют чӗлхерен кӗни-ши? Шовинистла калани кӑна пуль.

Эпир ҫак вырӑсланассине хирӗҫ тӑни вара — прокурорсен шучӗпе экстремизмла чӗнӳ. Пире пусмӑрласан хирӗҫ тӑни — эктремизм шайӗнче. Сана хӗнеҫҫӗ, эсӗ вара чӑт?

Ку шухӑш ман пата тахҫанах пуҫа килсе. Усалӑн вӑйӑ Ырринчен вӑйлӑрах. Анчах Усалӗн вӑйӗ ҫав тери пысӑк — вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑйне хӑй пӗтерет. Вӗҫӗнче вара тем тесен те Ырри юлать. Ҫӑвӑнпа Ырри усала ҫӗнтерет тесе калаҫҫӗ те. Мускаври хальхи тӳре-шарана пирӗн пек пусмӑрланакан халӑхсем мар, Мускав хӑйне хӑйех аркатӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2018.05.01 10:44
Акапасар, Улăп патне çитме мана самаях кирлĕ. Сăмах вара пачах урăххи çинчен пырать. Чикан халăхĕ чĕлхене упрать вĕт, упрать. Армянсем пирĕн çĕршыва килсен те хăйсен хушшинче çеç мар, ушкăнра ытти халăх çынни пулсан та хăйсен чĕлхипе перкелешеççĕ. Эпир вара мĕншĕн хăймастпăр?
Agabazar // 3691.13.9779
2018.05.01 14:01
Agabazar
Эх, мăнтарăн троллĕ! Эх, мăнтаран бочĕ!
2018.05.01 16:42
Хальлĕхе мăнтарăнах мар, малалла мĕнле пулĕ?
Agabazar // 1871.88.1367
2018.05.01 16:56
Agabazar
Чикансем пирки халлап çапма Тимĕр пичу валли вырăн хăвар.


Хăшпĕр тĕлте чикан ачисене шкулта "Ц" текен классенче вĕрентеççĕ. Шупашкарта е Мускавра е Хусанта чăваш ачисене "Ч" текен классенче вĕрентеççĕ тенине илтмен.
Евразиец // 1037.89.3418
2018.05.07 12:02
Эпир пĕтсен урăхисем пулаççĕ. Эпир тĕнчен тĕп вырăнĕ мар вĕт. Пирĕнтен млтан нумай пулнă, приĕнпе пĕрле те нумай, пирĕн хыççăн та нумай пулаççĕ.
2018.05.08 10:30
Аçтахар Плотников
Урăххисем пулаççĕ тесе халех харакири тумалла-им? Евразиец ара пĕтĕмпех пĕлет. Ахăртнех е Глобăпа юлиташлă пуль е хăй, тен, Ванга шайне çитнĕ.
Çулталăкран мĕн пуласси паллă мар, ку вара тÿрех пирĕн халăха диагноз лартнă. Евразиец, санашкал диагноз лартакансем 20 ĕмер пуçламăшĕнче те пулнă. Çавах чĕрĕлнĕ халăх. Тутар-монголсем те çапса аркатайман пире. Хамăр тăрăшсан пĕтмĕпĕр-ха. Сирĕнешкел ырă тăвас вырăнне сиен кÿрекен çынсем нумай пулсан кăна пуласлăх хăрушлăхра.
2018.05.08 19:38
Тĕрĕс çыратăр, Аçтахар Плотников. Унашкал çынсем сĕре те чылайланса кайрĕç. Хальлĕхе чăвашла çырса-вулатпăр, тăрăшатпăр тăван чĕлхешĕн, пире никам та пĕтереес çук тесе шутлатăп. Лев Толстой çыравçăн, три старца ятлă калав пур. Унта виçĕ мучи утрав çинче пурăнса пĕтĕм кĕлĕрен çакна çеç пĕлнĕ: трое вас, трое нас, помилуй нас. çавах та шы в çийĕн çÿреме пултарнă. Çавăн пекех эпир те:Евразиецсен шанăçне пурнăçланма памастпăр
Евразиец // 1436.95.4246
2018.05.09 20:13
Всё понятно с вами... Вам бы всем следовало изучать исследовательское наследие Л.Н.Гумилева. Сире, тĕрĕсрех каласан, вĕлтĕрен айĕнче тупнă пулмалла... Пĕччень хĕрарăм пăхса ÿстернĕ пулмалла. Не знаете, что такое род, племя, народность, народ, нация... - ЭТНОС. Не просто "народ" в русском или "халăх" в чувашском понимании, а "этнос" в греческом понимании... Отсюда следовало бы знать этнологию, этногенез, этносферу... Да ладно, ато ведь начнете чăкăлташма, кÿренленме, мĕскĕнленме... У вас это хорошо получается.
2018.05.11 17:33
Евразиец, пире мар вĕлтĕрен ăшĕнче тупнă, сан йышшисене. Эпĕ сăмахран пуш сăмах хыçĕнче пытанмастăп, пур çĕрте те пĕр ятпа çыратăп. Кÿренленекем çинче шыв йăтаççĕ мар-и?
ире кÿрентерме çăмăл мар, этносфера тата этногенез тĕрĕспе пуш сăмаха науцкăлла çавăрса калани. Паянхи чиновниксене итлесе пăх-хале, çуррине те ăнланма çук, вырăслана куçарсан итлемелĕх сăмахĕсем çук.
Иртсе каякан // 2091.46.3936
2018.06.10 12:04
Евразиец чӗлхипе те евразиец. Гумилев наука ҫынни мар. Эпир мар, эс мӗскӗн ҫын. Чӑваш чӗлхине ӗҫ йӗркине кӗртмелле. Чӑваш Республикин Конституцине ҫакӑн пек статья кӗртмелле ҫеҫ."
Статья 8.
Государственным языком Чувашской Республики является чувашский язык. Делопроизводство на территории Чувашской Республики – Волжская Булгария производится на чувашском языке. Русский язык является языком межнационального общения.

Страницӑсем: [1], 2, 3, 4

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем