Ачам, кунта мораль пекки вулакаласа тăрса ан тертлен.
влад маскай // 3957.56.0551
2018.04.15 01:57
Кун пек калаçни - питĕ кирлĕ япала! Елена Ухсай , ашшĕ пекех пулни, тÿрĕ кăмаллăхĕ, чĕререн савантарчĕ. Темме чăваш чĕлхине вĕрентекенсен сасси питех илтĕнмест. Урока хатĕрленсе ăнран кайса тертленсен те пĕр-икĕ сăмах çырасчех вĕсен те. Пуçлăхсем чăвашла калаçма пĕлменни хытах кÿрентерет пур чăваша та, анчах нимĕнте тума çук, каласа кăна пăх - "шăпăрпа тÿрех шăлаççĕ"...Мĕн тесен те ку питĕ кăткăс ыйту, эпохалла ыйту тесен те пăсмасть пек. Мĕншĕн тесен, çак ыйтăва лайăх татса панинчен пирĕн пурнăç, чăвашсен млашлăхĕ, килет. Пурте тăрăшар! Хаçатсене те çырăнса вÿлар, журналсене те. Чăвашла та ÿркенер мар калаçма, ахалех те Шупашкарта...
Акапасар, эпĕ ачалăхпа сывпуллашнă самант иртнĕ ĕмĕрте юлнă, воспитани тата мораль тĕлĕшпе: ку нихăçан та каан пуя юлаклăм мар, пачах Акапасар йышшисене. Е тата эсир сĕмсĕрлĕх иккĕмĕш телей тесе каппайланатăр-и? Япăххипе мăнаçланмаççĕ, лайăххипе, енчен те ăнлану пур сирĕн пуçăрта
Николай Ларионов // 3062.68.1138
2018.05.08 11:21
Питӗ тӗрӗс ҫырать Елена Яковлевна Ухсай! Эпир никамран нимӗн те туртса илесшӗн мар вӗт. Тӑван чӗлхепе калаҫасшӑн, ҫырасшӑн, вуласшӑн, юрласшӑн... Конституци ирӗк парать кун пек тума. Анчах хамӑр чӗлхене хамӑрах пӗтеретпӗр! Чӑваш чӗлхине куштан та ирсӗр шухӑшлӑ, сцена ҫинчен кӑкӑр шаккаса мухтанма юратакан, тӳре-шарана юрама тӑрӑшакан, вӗсен кутне ҫулама кӑмӑллакан чӑвашсемех кӑклама тӑрӑшаҫҫӗ.
Пĕр çын вунă лашана шăварма пултарать, анчах та лаша ĕçес мар тесен, вуннăн пĕр лашана шăвараяс çук. Кун пирки сахал мар çырнă ĕнтĕ, çавах та пурпĕрех çине тăрса лăркаççĕ. Ача-пăчана мĕн пĕчĕкрен чăвашла вĕренмелле, пирĕн вара чăваш эстрада çăлтăрĕсен те чылайăшĕн ачи чăвашла пĕлмест
Иртсе каякан // 2091.46.3936
2018.06.10 12:09
Внести в Конституцию Чувашской Республики следующую норму:
Государственным языком Чувашской Республики является чувашский язык. Делопроизводство на территории Чувашской Республики – Волжская Булгария производится на чувашском языке. Русский язык является языком межнационального общения.
На этом стоим и стоять будем.
Иртсе каякан // 2091.46.3936
2018.06.10 12:19
"Выражаю свою солидарность в этом вопросе с Центральным Советом Чувашских Старейшин и полностью его поддерживаю". Присоединяюсь к этим словам. Однако, хотелось бы отметить , что, если вы назвались ЦСЧС, то будьте центральным и старейшинами. Организуйте народ, поднимите на борьбу за свой язык, за своё существование. О вас же простой народ почти никто не знает. Чуваши, желающие защищать себя и свой народ, не знают что делать, как быть.
Михаил ВолковСун // 1519.21.4529
2018.06.20 00:32
Ырă шухăшсене пурнăçа кĕртме ырă та пултаруллă çынсем кирлĕ. пĕр-пĕрне кăшлакансем мар. Ун пекксене сайтран хăваламалла. Атнер кăçал шурсухалсен йышне кĕрет,70 тултарать.Час-час унран интервью илсен çылăхах пулмĕ Акапасара та