Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Аçтахар Плотников: «Ҫӑлкуҫ» кафере иртнӗ Сурхури уявӗ

Аçтахар Плотников08.01.2017 00:176521 хут пӑхнӑ

Кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче Чӑваш наци культурин «Сӑвар» фончӗ йӑлана кӗнӗ тӑрӑх 15 хут Сурхури уявне ирттерчӗ. Унта чӑвашлӑха аталантаракан чылай ҫын пухӑнчӗ — ваттисем те, ҫамрӑккисем те пулчӗҫ. Эпир вара сире ҫак уявра янранӑ сӑмахсемпе тата юрӑсемпе паллаштарас тетпӗр.

 

Уяв пирки

Сурхури — авалхи чӑваш уявӗ. Ӗлӗкрех ӑна хӗлле кун ӳсме пуҫласан ирттернӗ. Сурхурие ытларах яш-кӗрӗм, ача-пӑча хутшӑннӑ. Сурхури ирттерме ятарласа пӗр киле пуҫтарӑннӑ. Килтен киле пуҫтарнӑ апат-ҫимӗҫрен, сӑраран, тӗрлӗ апатран сӗтелҫи майланӑ.

Чӑваш энциклопедийӗнче Г. Матвеев ҫырса панӑ тӑрӑх уяв умӗн йӑва пӗҫернӗ, сӑра лартнӑ, пӑрҫа ӑшаланӑ. Сурхуринче юмӑҫ янӑ, тӗслӗхрен, каҫхине витене кӗрсе сурӑх урине тытса мӗнле упӑшка е арӑм лекессине пӗлме тӑрӑшнӑ. Ача-пӑча та яш-кӗрӗм те килсем тӑрӑх ҫӳренӗ, Сурхури юрри юрласа уяв сӑмахӗсене каланӑ: шӑпӑрлансем — ирхине, ҫамрӑккисем — каҫхине. Сӑмах каланӑ май ҫамрӑк хӗрсемпе арӑмсене пӑрҫапа сапнӑ — тыр-пул тухӑҫлӑ пултӑр тесе, йыш ӳстӗр тесе.

«Сурхури» сӑмах мӗне пӗлтерни пирки тӗрлӗрен сӑмах-юмах ҫӳрет. «Сурӑх ури» тенинчен пулса кайнӑ текен те, «сур кури» («сур» — уяв; «кур» — вӑхӑт) тенинчен ӑнлантаракан та пур. М. Сироткин, И. Одюков тата П. Денисов вара «Сурӑх ырри» тенипе ҫыхӑнтарнӑ.

Анатолий Кипеч сӑмахӗ

Хаклӑ тӑвансем, шӑллӑмсем! Хамӑр хушӑра питӗ хисеплӗ ҫынсем! Ҫакӑнта ларма тивӗҫ ҫынсем!

Ҫын вӑл, чылайӑшӗ, пӗр хут кӑна ҫуралать. Ҫуралать те хӑйӗн тавра, хӑй ҫемьипе ҫапла пурӑнса ирттерет. Эсир кунта — икӗ хутчен ҫуралнӑ ҫынсем. Иккӗмӗш хут эсир халӑхшӑн ҫуралнӑ. Ку шайра ытла нумайӑнах мар эпир. Ҫавах та ҫак ушкӑнӑн хӑвачӗ ҫав тери пысӑк. Ҫакӑнта ларакан кашни ҫын вӑл — хӑй ҫеҫ мар. Пирте кашнинче — несӗлсен хӑвачӗ. Эсӗ ҫеҫ мар, эпӗ ҫеҫ мар, пирте — мӑн асаттесен, мӑн асаннесен хӑвачӗ, юнӗ! Ҫавӑнпа та пирте ҫав хӑват вӑйланса пынӑран эпир хамӑра чӑнах та паян мӗскӗн туймастпӑр.

Эпир хӑюллӑ! Эпир никамран та вӑтанса тӑмастпӑр. Чӑвашӑн ун пек туйӑм пулмалла та мар! Чӑваш халӑхӗн нимӗнле халӑх умӗнче та парӑмӗ ҫук. Никамран та ҫӑкӑр туртса илмен аллинчен. Хӗҫпе-темпе кӗрсе кайса таптаса тӑкман! Ӗҫпе хӑйне хӑй ҫутҫанталӑк умӗнче, несӗлсем умӗнче, тивӗҫлӗ тытса вӑйланса пынӑ халӑх ачисем эпир!

Раҫҫейшӗн те эпир питӗ пӗлтерӗшлӗ халӑх. Апла пулин те Мускав енчен хӑш-пӗрисем ҫакна ӑнланасшӑн мар. Эпир нихҫан та Раҫҫей чысне сутман, намӑс курман. Эпир, мӑн асаттесен вил тӑприйӗсем ҫакӑнта тесе, хамӑр ҫӗр тесе, хамӑр ҫӗршыв тесе, паян кун пурне те хисеплесе пурӑнатпӑр.

Ваттисенчен пил ыйтса, ваттисене асра тытса ҫакна калас килет: пире, ӳсентӑранран, вӑр-хурахран, вут-кӑвартан, сутӑнчӑксенчен ваттисен хӑвачӗ упраса-сыхласа тӑтӑр. Каҫпа выртма канлӗх пултӑр, ирпе тӑма — ҫӑмӑллӑх пултӑр!

Ҫапла пултӑр! Ҫапла пултӑр! Ҫапла пултӑр!

Чӑвашсен асӑну апачӗ, тен, чи малтан ҫу-какай пулман та пулӗ тесе шутлатӑп эпӗ. Асӑну апачӗ яланах — тыр-пултан. Пӑтӑ — асӑну пӑтти. Ҫӑмарта тата. Мӗншӗн ҫавӑн пек тесе шутлатӑп? Вӗсем — ҫӑмарти те, тырри-пулли те — вӑрлӑх палли, аталану палли. Выльӑха пусатӑн — ун ӗмӗрӗ пӗтет. Вӑрлӑха сапатӑн — шӑтса тухать.

Пирӗн сӗтел ҫинче халӗ питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫимӗҫ. Пӑрҫа пур, мӑйӑр пур. Тата тыр-пултан, ҫӑнӑхран хатӗрленӗ ҫимӗҫсем пур. Халь тутанса пӑхар пӑрҫине. Вара унтан сӑрине ҫӗклетпӗр.

 

Виталий Станьял сӑмахӗ

Тӑванӑмсем! Сурхури вӑл чиркӳ тӗнӗнчен чылай маларах ҫуралнӑ япала. Николай Петров профессор ун ятне авалхи пӑлхар сӑмахӗсенчен, «уяв вӑхӑчӗ» тенинчен ӑнлантарать. Теприсем ӑна «сарӑк ырри» тенинчен ӑнлантараҫҫӗ. «Сарӑк» вӑл ҫарпуҫӗ, командир, отряд командирӗ. Ӗлӗк, пӗлетӗр эсир, кашни ялӑн, кашни йӑхӑн хӑйӗн тавралӑхне, хӑйӗн кил-ҫуртне, ҫӗрне хӑйсен сыхламалла пулнӑ. Нухайсем те, тутарсем те, кӑркӑссем те килсе сахал мар таптанӑ. Ҫавӑнпа сыхламалла пулнӑ. Кун таврӑннӑ тӗле юр тултарса лартнӑ — лашапа ҫӳрекен хурахсене ҫитермелли вырӑн пулман, юлман. Ун чухне вара салтаксем киле таврӑннӑ. Сарӑк — кану вӑхӑчӗ. Каччӑсем киле таврӑннӑ, хӗрсем хӗр лармисем ирттернӗ, сурхури чупнӑ.

Манӑн капла халӗ, сире ыр сунса, сурхури ячӗпе ыр сунса, ваттисен ячӗпе пиллесе, Кипеч хыҫҫӑн хушса каламашкӑн ҫак сӑмах кӑна пур:

Килте, ял-йышра, халӑхра килӗшӳллӗ пурӑннинчен пахи нимӗн те ҫук. Тӑшманпа вара ваҫ-ваҫ пурӑнма май килмест. Тӑшман вӑл — тӑшманах, малта пулсан та хыҫран тапать. Чӑваш йӑлипе, сана малтан пӗрре ҫапрӗ пулсан: хирӗҫ памалла — кайса ӳктӗр те, урӑх хирӗҫ тӑма ан хӑйтӑр. Кипеч кун пирки каларӗ — эпир хӑюллӑ халӑх терӗ. Никама та парӑмлӑ мар терӗ. Ку сӑмах — ҫавра сӑмах. Пирӗн ку сӑмаха чӑн пурнӑҫа кӑларма тӑрӑшмалла.

Эп пӑхатӑп та хӗвеле май — пурсӑра та лайӑх пӗлетӗп. Тимӗр, сана тав Сурхурине чӗннӗшӗн. Сан савнине те — тав!

Куркасене тултарӑр, ваттисене асӑнӑпӑр! Пурне те ятран асӑнмӑпӑр. Пирӗн кашнинех тӑвансем пур пӗлнӗ ҫынсем пур. Тӑвансене, хурӑнташсене, пӗлнӗ ҫынсене тата ҫӗршыва сыхласа вӑрҫӑра вилнисене те — асӑнса сӑрапа виҫ тумлам тумлатар. Умӗнче пултӑр! Вӗсен ырӑ шухӑшӗсемпе ӗҫӗсене тытса пыма тӑрӑшӑпӑр. Вӗсем пире асӑнмӗҫ, эпир вӗсене манмасӑр асӑнӑпӑр — ку пирӗн авалтан килекен йӑла. Йӑлана пӑрахмалла мар.

 

Хушса пани

Уявра янранӑ юрӑсемпе паллашма сӗнетпӗр. Пӗри — пурте пӗрле тӑрса «Алран кайми аки-сухи» юрра шӑрантарни, тепри — Вера Орлова паллаштарнӑ сурхури юрри.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем