Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: «Хыпар», суйлав, чӑваш чӗлхи

Аçтахар Плотников01.09.2016 09:144674 хут пӑхнӑ

Ҫывӑх вӑхӑтра пире суйлав кӗтет. Халӑх хӑйӗн интересӗсене хӳтӗлеме пултаракан депутатсемпе партисене суйласа илмелле. Саккунпа килӗшӳллӗн кондидатсем хӑйсен рекламине хаҫат-журналсенче те вырнаҫтараҫҫӗ. Ҫав шутра — «Хыпар» хаҫатра та. Алла лекнӗ хаҫатсене пӑхнӑ май чӑвашлисенче хӑйсен рекламисене мӗнле чӗлхепе вырнаҫтарнине сӑнас терӗм.

Паллах, ытларах пайӗпе — вырӑсла. Кунта ӗнтӗ ытларах халӑха ярса илес, информацие нумайрах ҫын патне илсе ҫитерес тӗллев ларать пулас. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей», «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей», «ЛДПР», «Родина» — кусем вырӑсла кӑна вырнаҫтараҫҫӗ. Тата ытти вӗтӗр-шакӑррисем те пур — асӑнмастӑп вӗсене.

Чӑвашлисем те курӑнкаларӗҫ. Анчах сахал вӗсем. 10% пур-и? Ҫук та пуль. Шурчановпа Черкесов (уйрӑмах) хӑйсен баннерӗсене чӑвашла вырнаҫтарни чӑн та кӑмӑла кайрӗ. РФКП вара чӑн та чӑвашла реклама нумай вырнаҫтарать — хӑйсен программине те чӑвашлах пичетленӗ. Вӗсемсӗр пуҫне «Панулми» (Яблоко) кандидачӗсем чӑвашла реклама вырнаҫтарнӑ — Сапрыкин тата Яранский. Суйлава кайсан чӑн та, чӑваш чӗлхинчен вӑтанман «Панулми» кандидачӗсемшӗн сасӑламалла пуль?. «РФКП» шел те, ман кӑмӑла каймасть...

Хӑйсене «чӑвашлӑхшӑн ҫунакан» ҫынсем пек кӑтартакан баннерӗсене те пӑхрӑм. Андрей Суварин (чӑвашсен ҫут малашлӑхӗ су(ӑ)варсенче тени ҫапларах пуль ӗнтӗ...) вырӑсла ҫаптарнӑ, Олег Николаев та — вырӑсла.

 

Мӗнех, суйлавччен тата вӑхӑт пур-ха. Тен, чӑвашла вырнаҫтарас кӑмӑллисем тата та тупӑнӗҫ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем