Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: Йӗрке хуралҫисен аллинчи вилӗм

Таисия Ташней20.06.2016 21:054127 хут пӑхнӑ

Тӳнсе каясла тарӑхнипе ҫырмасӑр чӑтаймарӑм ҫак статьяна. Ҫак самантра эпӗ хамӑн йӑлана кӗнӗ йӗркепе «Пусть говорят» телекӑларӑма пӑхса ларатӑп. Шоу шутланакан кӑларӑмсене пӑхманнисене пӗлтерем: ӑна 1-мӗш каналпа 19 сехет те 50 минутра пуҫланать.

Хальхинче унта 17 тата 18 ҫулсенчи Бурят Республикинчи икӗ каччӑна йӗрке хуралҫисем тытса кайса вӗлернине сӳтсе яваҫҫӗ. Тӗрӗссипе каласан, вӗлернине никам та официаллӑ майпа ҫирӗплетмен. Велосипед вӑрланӑ тесе тытса чарнӑ яшсенчен пӗри хӑйӗн хӑсӑкӗпе чыхӑнса вилнӗ пулать. Анчах ачан пичӗ кӑвакки тупӑкра выртнӑ чух та курӑнать.

Йӗрке хуралҫисем тесе калама хӑнӑхнӑ пакунлӑ ҫынсем икӗ каччӑна темӗнле преступниксене евӗр тытса кайни видеокамерӑсем ҫине ҫырӑнса юлнӑ. Вилӗмрен ҫӑлӑнса юлма пултарнӑ каччӑсенчен пӗри тата ҫамрӑксене ултӑ вӑйпитти тытса кайнӑ лавккара ӗҫлекен сутуҫӑ каланӑ тӑрӑх, каччӑсене унтах тапма тытӑннӑ. Чӗрӗ юлнӑ каччӑ каланӑ тӑрӑх, унӑн пуҫне капюшон тӑхӑнтартса лартнӑ та темӗнле путвала илсе кайнӑ. Унта ӑна хытах хӗненӗ.

Телекӑларӑма хутшӑнакан экспертсен шучӗпе, каччӑсене темӗнле преступлени пирки йышӑнтарма хӑтланма пултарнӑ. Теприсем вара ҫулӑмсӑр тӗтӗм тухмасть тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вилнӗ ачан кукамӑшӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл тӑрӑхра унччен те ҫамрӑксене йӗрке хуралҫисем хӗнесе вӗлермен мар. «Ыттисем те пулин пурӑнччӑр», — тесе каларӗ пысӑк ҫухатӑва тӳссе ирттерме тивнӗ ватӑ...

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем