Ку кулӑшла та, анчах кун пек саккунсем пур. Вӗсене пӑхӑнманшӑн тӗрмене ларасси те инҫех мар.
♦ Францире сысна усракансене ӑна «Наполеон» ят хума чарнӑ.
♦ Италири саккунсемпе килӗшӳллӗн, Мария ятлӑ хӗр-хӗрарӑмӑн хӑйӗн ӳтне сутма юрамасть.
♦ Исландире Scottulaejir тесе ҫырнӑ ҫын медицина пулӑшӑвӗ пама пултарать. Вӑл сиплевҫӗ тенине пӗлтерет.
♦ Китайра путакан ҫынна ҫӑлма чараҫҫӗ, мӗншӗн тесен ку унӑн шӑпине сӑмса чикни пулать.
♦ Ҫурҫӗр Индире ӗнене вӗлерекен ҫынна ҫакса вӗлереҫҫӗ. Ӗне хыҫҫӑн каяшне тасатма хӑяканнин вара алӑсӑр юлас хӑрушлӑх пур.
♦ Ҫын урамра ҫӳп-ҫап тӑкнине виҫӗ хут курсан унӑн вырсарникунсерен урам ҫумалла. Ун ҫине «Эпӗ ҫӳпӗленӗ» тесе ҫыраҫҫӗ. Ун пирки вырӑнти телекуравпа та кӑтартаҫҫӗ.
♦ Канадӑра вывескӑсене французла ҫырмалла. Акӑлчанла ҫырма юрать, анчах саспаллисен икӗ хут пӗчӗкрех пулмалла.
♦ АПШри Марикопа-Каунире пӗр ҫуртра ултӑ хӗр-хӗрарӑмран ытлашши пурӑнма юрамасть.
♦ АПШри Лос-Анджелесра упӑшки арӑмне сӑран пиҫҫихипе хӗнеме пултарать. Анчах унӑн сарлакӑшӗ 2 дюймран ытлашши пулмалла мар. Ҫак хулара шапасене ҫуллама та чарать саккун.
♦ АПШри Флоридӑра алӑксен шалалла ҫеҫ уҫӑлмалла. Мариетта хулинче вара машинӑран е автобусран сурма юрамасть. Грузовикран вара – юрать.
♦ АПШри Миннесотӑра ҫаппа-ҫарамас ҫывӑрма юрамасть.
♦ АПШри Кресскилра кушаксене виҫӗ шӑнкӑрав ҫакса ямалла. Капла кайӑксем вӑл ҫывхарнине сисеҫҫӗ.
♦ АПШри Айдахӑра тӗве ҫинче ларса пулӑ тытма чарнӑ.
♦ Балтиморта театра ӑрасланпа килме юрамасть.
♦ Аризон штатра тӗвесене персе вӗлерме юрамасть.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.