Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Victor: Chuvash.org канашлу 10 çул тултарнинчен кĕвĕçекенсем валли çыру

Victor12.09.2015 17:524632 хут пӑхнӑ

 

[QUOTE="Kodrag, post: 8864, member: 3021"]Я не шах иранский Реза Пехлеви,как и вы не чуваш уважаемый "Писатель". Если вы и "чуваш",то точно такой-же как и подмосковная еврейка Мадам,кричащая на каждом углу интернета о том что она "питерская чувашка" и не забывающая при этом регулярно гадить на этот самый чувашский народ.

Чавашенень хаш кетесеньче щуралтан эс?[/QUOTE]

 

Хисеплĕ Шах Реза йăхташ,

Кайса çунтарас тетĕр им эп çуралнă кĕтесе? Асфальтне сухаласа тухатăр-и, кирпĕчесене ватса ывăтатăр-и? Аннеме вĕлерес тетĕр-и? Е вăрмана кайса така путекки пусса турăран мăшкăл ыйтса ылханас тетĕр-и? Мĕн ĕç пур сирĕн ман килпе интересленесси? Хăвăрăн туррăра юрататăр пулсан хăвăрăн картишĕре пăхăр. Сиксе ларнă Anatoly, Мадам (ытти çĕр-çĕр çын пур пулĕ) усал шăна пек юн ĕмме, е анне чĕчĕ паманнипе пулĕ усалланса иртĕхетĕр?

Иисус юратма хистмен пулсан, сирĕнпе пĕр сăмах та вакламăттăм - аякранах йĕрĕнтерет ăшăрти усал шăршă - анчах пĕтĕм этемлĕхĕме-этеплĕхĕме пăчăртаса тĕпĕр хут тилмĕретĕп: кашни хăйĕн картишне (чунне) куртăр.

Шах Реза пеккисем аслă, мăнаçлă, хисеплĕрен те хисеплĕ,

тĕнче тÿрĕмарлăхĕ асаплантарнă, амăшĕ чĕччине çитермен, вырăсĕ-тутарĕ макăртнă, манкурт чăвашĕ кÿрентернĕ,

антинационалистсем, РПЦсем, Обамасем, гейропасен тапăнса ларнă,

чăвашăн пур ăс-хакăлне турă шайĕнче чухласа пĕлекенсен,

пĕр мĕльун çурă чăвашсенчен хăшĕсен пуçĕсене касмаллине витĕр курса тăракан,

тĕп-тĕрĕс айăплакан, вĕсен сăмахĕсене пуççапса тăмалли

шур сухалсем валли

Кÿкеçре ĕне фермине репортаж тума кайни аса килет. Мĕн тери тискер шăршă, анчах мĕн тери пултаруллă çынсем пурччĕ - урăххи кĕмĕччĕ те. Ытти фермăсене çÿреместчĕç журналистсем те. 10 çул каялла Chuvash.org канашлавĕ ырă шăршлăрах фермăччĕ, ăслă, этемретлĕ калаçусем, тупăшусем пурччĕ. Паянхи Chuvash.org канашлăвĕ стенисене çĕнетрĕ, анчах нумай вăхăт та иртмерĕ, стенисене пăхпа сĕрекенсем, хăйсен пăхне кăна шăршласа пурăннă хыççăн ыттисене те çавна кăна шăршлаттаракансем ярса илчĕç. Anatoly те, Мадам та... курăнми пулчĕç. 2-3 урнă шаккал пек пĕчĕк ача ларнă та хăйăр купипе выляма, ыттисене патне те ямасть.

Студент пулнă чухне илткелеттĕм чăваш националисчĕсем пирки: куштан ачасем пек, çывăх пырсан çыртаççĕ, ал сулса пăрахса кайсан макăраççĕ. Çак канашлаври çынсемех тĕп страницăра ыттисене хупăрласа (террор) ларнине курсах тăратпăр. Вĕçĕм форума Agabazarа пула кĕме пăрахрĕç тесе макăрса-мĕкĕрсе лараççĕ. Эсир хăвăра "униженный-опущенный" тесе туятăр, "униженный-опущенный" усал çын пулма пултараймасть тетĕр, хăвăр çынсене "унижать-опускать" тунине курса ÿкĕте кĕртнĕ чух çилленетĕр.

;)

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем