Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Ялав кам аллинче?

Agabazar10.09.2015 11:414095 хут пӑхнӑ

(Аллине ялав тытнă çын)

Чăваш Çырулăхĕн халь вăйра тăракан йĕркевĕсене тата йăла-йĕркине И.А.Андреев пуçарăвĕпе ăсталанă тата пурнăçа кĕртнĕ теме пулать. Ялав ун аллинче пулнă.

Тÿрех каламалла, Иван Андреевич хăй "çĕнĕ" текен правилăсене пропагандăлас тата агитацилес ĕçе тÿреммĕн питех хутшăнман. "Общественнăçпа калаçас" (Public Relation, пиар) текен ĕçсене тĕпрен илсен Ю.М.Виноградов туса пынă ун чухнех. Сăмахран, Элли Илле йышши тĕрлĕрен вĕтĕр-шакăрсем лартнă çивчĕ ыйтусем çине хуравлама хăтланкаланă. Тата ытти те. Андреев хоспочын апла-капла ыйтусенчен мăнаçлăн пăрăнма тăрăшнă.

Ĕнтĕ халĕ пирĕн хушăра И.А.Андреев çук. Тăпри çăмăл пултăр, хăй те çÿлти патшалăхра пултăр.

Ӳкме пуçланă ялава хайхи Винградов хоспочын хăйĕн аллине çатăрласа ярса илчĕ.

Анчах та ним те ĕмĕрлĕх мар. Сасартăк тепĕр ялавçă тупăнчĕ. Чăваш Гуманитари институчĕн пуçлăхĕ Ю.Н.Исаев. Мĕншĕн çапла калатăп-ха?

Хальхи вăхăтра аслă шкулсенче чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕ çиçĕм пек хăвăрт йăшса пырать. Çавна кура пурин те (чĕлхеçĕсен) хайхи институт тавра кĕпĕрленме тивет. Чăвашлăхпа çыхăннă ĕç вырăнĕсем çавăнта çеç тăрса юлас хăрушлăх та пур. Юлнă вырăнсемшĕн конкуренци вăйланать.

Паллах, эп асăннă пуçлăха асар-писер хăватлă диктатор теесшĕн мар-ха. Ун пек шутлама ман сăлтавсем çук. Анчах та пурнăç вăл пурнăçах. Унăн хăйĕн логики пур. Ĕçри субординацие те никам та пăрахăçламан. Çапла пулнăшăн тÿрех кама та пулин "питлеме" те хĕн. Институт ĕçлевçисене та "хăюсăр", "хăравçă" пулнăшăн ÿпкелес çук. Мĕншĕн тесен вĕсене пит лайăх ăнланма пулать. Кунашкал лару-тăрура гуманитари институтĕнче вăй хуракан нихăш чĕлхеçĕ те Çырулăхри хальхи йĕркесене уççăн та çирĕппĕн критиклеме хăяймĕ. Институт тулашĕнчисем те питех хăяймĕç. Кăна манăн шухăш тейĕпĕр.

Тепĕр хут Ю.Н.Исаев В.В.Туркай патне янă Уççыру пирки аса илтересшĕн — http://chgign.ru/486-yun-isaev-vv-t ... e-yan259-231yru.html

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Михаил Волков // 3383.79.3509
2015.11.11 21:07
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ:
Михаил Волков // 3383.79.3509
2015.11.11 21:07

Пӗрле е уйрӑм ҫырасси мар, епле икӗ тӗрлӗ "вырӑсла-чӑвашла" орфографисене пӗрлештересси пирки шутламалла. Яравлӑхпа янравсӑрлӑха палртасси пирки пуҫ ватмалла.


Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем