Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пихампар: Укçашăн антăхакан тăван амăшне сутнă …

Пихампар28.08.2015 23:414243 хут пӑхнӑ

Ку хыпар республикăра пурăнакансене кăна мар, пĕтĕм çĕр-шыва хумхантарса-тарăхтарса ячĕ. Шупашкар районĕнчи Тăманакасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Михаил Игнатьев шутсăр тăрăшнипе Чăваш Енре тата тепĕр хими завочĕ тума пуçласшăн иккен! Ахаль те сывлăх енчен япăхлансах пыракан чăваш халăхне çапла мăшкăл кăтартасшăн çунакан çынна мĕн каламалли юлать ĕнтĕ? Намăс, Михаил Васильевич! Укçашăн антăхса тăван аннÿне те сутса яратăн!

Химзавод лартса параççĕ … чăвашсем Игнатьева суйласан

2019 çул тĕлне «Группа Оргсинтез» (Виктор Вексельберг олигархăн «Ренова» корпорацине кĕрет) тата китайсен «SichuanBeier и SichuanLutianhua» компанийĕсем Çĕнĕ Шупашкар хулинче хими имçамĕсем кăларакан завод туса лартма йышăннă. Глифосат йышши хăрушă наркăмăша чăваш çĕрĕ çинче çулталăкне 30 пин тонна кăларма тытăнасшăн. Çĕнĕ завод тума кунти олигархсемпе китаецсем 2 миллиард доллар хывма палăртнă.

Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин каласа панă тăрăх, укçа йÿнелсе кайнăран Китая пирĕн çĕр-шывра сутма тупăшлах мар иккен халĕ. Çавăнпа та хĕсĕк куçлă ăслă азиатсем хăйсен завочĕсене Раççейе илсе тухма шутланă. Тата ахаль йышшисене те мар – шăпах этем сывлăхĕшĕн хăрушшисене. Министр пысăк кăмăлпах китайсем 2016-2017 çулсенче çĕнĕ химзавод тума пуçăнасси пирки пĕлтерчĕ.

«Группа Оргсинтез» компанирен пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре тума пуçлакан çĕнĕ химзавод Раççей умĕнчи нумай проблемăна татса пама тивĕç. Уйри çум-курăка пĕтернĕ çĕрте усă куракан глифосата халиччен çĕр-шыв тулашĕнчен кÿрсе килнĕ. Малашне вара ăна кунта кăларма пуçласан çак наркăмăшпа Раççейе кăна мар, пĕтĕм СНГна тивĕçтерме тытăнасшăн. Анчах наркăмăш кăларакан çак çĕнĕ завод Чăваш Ене укçаран ытла рак йышши тĕрлĕ чир-чир кÿресси халех паллă.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем