Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: "Мана ăна ĕçе илме хушнă..."

Таисия Ташней22.08.2015 07:293258 хут пӑхнӑ

Хамăн ĕçĕмпе çак кунсенче пысăк мар шайри тÿре-шара патĕнче пулма тиврĕ. Ĕç хыççăн ĕлкĕрейместĕп тесе пĕрремĕш хутĕнче тусăма епле хутсем кирли пирки ыйтса пĕлме ыйтрăм. "Кăмăллă калаçмасть, ăнлантарасшăнах мар", - шăнкăравласа систерчĕ тусăм. Юрĕ, хамах кĕрсе тухам-ха тесе тепĕр кунхине хам вĕçтертĕм.

Пасарти сутуçăсене те сывлăх сунатăп та, этем ретлĕ сывлăх сунсах хайхи специалист патне вирхĕнсе кĕтĕм. "Çапла-çапла, - тетĕп, - çапла-çапла тăвасшăн. Ун валли епле хутсемпе килмеллине калăр-ха тархасшăн". Пĕр хутне каларĕ-ха. "Тата еплисем кирлĕ пулĕç-ши?" - кăсăкланатăп малалла. Ара, унталла-кунталла çич хут чупса çÿрес килмест-çке. "Мĕнпур документа", - касса татать куç айĕн пăхса калаçакан çамрăк хĕрарăм.

Хучĕсем тем тĕрли те пур-ха. "Манăн темли те пур: ача çуралнине ĕнентерекен свидетельствăран пуçласа кукамай вилни çинчен калаканни таранах, - шалт аптăратăп эпĕ. - Эсир мана хăш-хăш документ кирлине йĕркипе калăр-ха тархасшăн". Калаçас килмесĕр хуравларĕ-хуравларех хайхи.

Кăритура тухсан унта урай çăвакан паллакан хĕрарăма тĕл пултăм. "Мария Ивановна (ячĕ урăхларах-ха унăн. - Авт. ), тĕлĕнсех кайрăм - мĕн тери кăнттам хĕр", - сăмахланатăп унпа. "Хури-и? Пурте çавăн пек калаççĕ çав", - кам пирки сăмах пынине тÿрех ăнланчĕ унтисене те, килен-каяна та пĕлекен хĕрарăм. "Пуçлăхне каласа пăх-ха. Вăл халь кунтахчĕ", - сĕнчĕ вăл мана. Элек парса çÿрес килмест пек. Анчах çынпа ĕçлекен çыннăн хăйне çавăн пек тытма юрамастех тесе хайхи специалистăн пуçлăхĕ патне вĕçтертĕм. Лешĕ тата хамăн паллаканскерĕмех лекрĕ. "Темиçе хут та асăрхаттарнă - усси çук, - тунмарĕ хайхи. - Мана ăна ĕçе илме хушнă та... Нимĕн те тăваймастăп".

Вăт çапла...

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем