Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Ватăлсах пырать тăван ялăм...

Софья Савнеш05.08.2015 17:075669 хут пӑхнӑ

Пурнăç чакса мар, малаллах пырать. Этем пурнăçĕ, çĕр-çĕр çул каяллахипе танлаштарсан, самай лайăхланнă. Кунпа тÿре-шара мухтанма юратни паллă ĕнтĕ. Ялсенче те халĕ йăлтах пур тенĕ пек: киле шыв кĕрет, юхса тухать, сивĕ кунсенче пÿрте газ ăшăтать… Урăх мĕн кирлĕ ĕнтĕ çанна? Ялта ĕç çукки ура хуни пирки кашни кĕтесрех калаçаççĕ. Çамрăксене яла илĕртесшĕн тăрăшаççĕ. Анчах тивĕçлĕ шалу тÿлеменнишĕнех яш-хĕр, вăйпитти çынсем хулана, Мускава туртăнаççĕ. Патшалăх ку енĕпе алă усса ларать теме чĕлхе çаврăнмасть. Пур, паллах, программăсем, çамрăксене яла илĕртекеннисем. Калăпăр, «Земство тухтăрĕ». Унпа нумайăшĕ усă курса райцентрти, ялти пульницăсене ĕçлеме килчĕ. Анчах ялсенче тухтăрсем кăна çитмеççĕ мар-çке. Тен, ыттисене те ялта ĕçлесе пурăнмалли майсем туса памалла?

Ĕçпе чылай района тухса çÿреме тивет. Хăш-пĕр ял пачах пĕтнĕ теме те юрать. Вăрмар районĕнчи Чĕкету ялĕнче ав хĕл каçакансен хисепне пÿрне хуçлатса шутлама пулать. Вĕсем те пулин — ватăсем. Çĕрпÿ районĕнчи Вăрман Кăршкара пĕр çемье çеç хĕлĕн-çăвĕн пурăнать. Вĕсем ятарласа çурт туяннă кунта. Шăплăхпа тулнă яла вĕсем кăмăлтан килĕштернĕ. Ара, вĕсем пирĕн пек ахаль çынсем мар, ун пеккисене «секта» тенине те илтнĕччĕ. Леш кедр йывăçĕсене ÿстерекеннисем… Тĕрĕссипе, вĕсене хурласа нимĕн те калас килмест. Пурăнаççĕ вĕсем иккĕшĕ никама тĕкĕнмесĕр, никама хур кăтартмасăр. Ыйтăвĕ – урăххинче. Çав ялсем хăй вăхăтĕнче кĕрлесе тăнă ĕнтĕ. Тĕнче тетелĕнче пăхрăм та – юлашки 20 çулта Раççейре 20 пин ял çĕр питĕнчен çухалнă. Сăлтавĕсенчен пĕри – халăх хуланалла туртăнни. «Урбанизаци» теççĕ ăна. Ялсем иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, кризис вăхăтĕнче, те пĕтсе пынă-мĕн.

Хамăн яла илес тĕк эпĕ те çакна калама пултаратăп. Темиçе çул каялла ял кĕрлесе тăратчĕ. Çамрăксем нумаййăнччĕ. Халĕ ташă каçне те пухăнмаççĕ. Пурте – хулара. Канмалли кунсенче çеç килсе каяççĕ вĕсем. Тепĕр тесен, çамрăксен кунта мĕн ĕçлесе пурăнмалла? Ферма пур-ха ял çывăхĕнче. Анчах унта пурте ĕçлеме вырнаçаяс çук. Унти шалу та тивĕçтермĕ вĕсене. Ара, лавкка-пасарта хаксем çĕпре çинчи пекех ÿсеççĕ, шалу вара вырăнтан та хускалмасть.

Ял тенĕрен. Тăван ялăмра, Трак тăрăхĕнче, çул çук. Тĕрĕссипе, ăна тахçанах сармалла пулнă, проектне те хатĕрленĕ. Анчах таçта кайса кĕнĕ вăл, проекчĕ-укçи тенки-качкиех. Халĕ, суйлав умĕн, кăштах «тапранма» пуçларĕç-ха. Анчах чăнах та çул пулĕ-ши пирĕн ялта? Пĕр трактора темиçе эрне каяллах килсе лартрĕç те… Ларать вăл халĕ те. Пĕр прицеп хăйăр та турттарса килмен-ха халĕччен. «Çул сармасан суйлава каймастпăр», - çапла калать халăх пĕр саслăн. Шÿтлемеççĕ. Тахçантанпах кĕтнĕ çул пулмарĕ тĕк суйлава кам ура ярса пустăр?

Çамрăксене яла илĕртмелле теççĕ… Ку лайăх шухăш паллах. Анчах çамрăксем выльăх-чĕрлĕх усраса укçа тăвасшăнах мар. Вĕсене ĕç вырăнĕ кирлĕ. Ватăлсах пыраççĕ ялсем. Хальхи çамрăксем кайран, тивĕçлĕ канăва тухсан, тăван тăрăхне таврăнсан çеç ĕнтĕ. Хальлĕхе çакăн пек шанчăк çеç-ха манăн чунра.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем