Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Асамат кӗперӗ

Аçтахар Плотников30.07.2015 17:474537 хут пӑхнӑ

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Ҫав ӑнланӑвах чӑвашсем тӗрлӗрен калаҫҫӗ: сӗрен кӗперӗ, саламат кӗперӗ, салават кӗперӗ...

Ҫапах та пуринчен ытла асамат кӗперӗ тени курӑмлӑрах сарӑлнӑ. Апла калани ӑҫтан тухса кайнӑ пирки халӑхра халап та пур. Асамат ятлӑ ҫын сарлака юханшыв хӗрринче пурӑннӑ, вӑл пӗветевҫӗ пулнӑ иккен: тӗрлӗ курак, йывӑҫ тымарӗ пухса, вӗсенчен шӗвек сӑрӑ хатӗрленӗ, анчах унӑн ҫак питӗ кирлӗ япалине никам та сутӑн илмен. Пӗррехинче вӑл ҫырма леш енче инкеке лекнӗ ҫын чупса тухнине курать, ӑна хыҫалтан кашкӑрсем хӑваланӑ. Ҫынна ҫӑлас, кашкӑрсене хуса ярас тесе, Асамат тӗрлӗ сӑрӑ тултарнӑ чӳлмекӗсене ҫырма леш еннелле ывӑтма тытӑнать. Унӑн сӑррисем вара, тӳпене ҫӗкленсе, юханшыв урлӑ пӗкӗ евӗр кӗпер пулса тӑраҫҫӗ, инкеке лекнӗ хайхи ҫын, ун урлӑ чупса каҫса, чӗр вилӗмрен, кашамансен ҫӑварӗнчен хӑтӑлать...

Ҫавӑнтанпа, имӗш, ҫумӑр хыҫҫӑн пулакан ҫав хитре ӳкерчӗке ҫынсем Асамат кӗперӗ теме тытӑннӑ.

Ҫапах та «асамат» хӑй мӗне пӗлтерет-ха? Хӑшпӗр тӳрк халӑхӗсен ӑнланӑвӗнче (казах; кӑркӑс) вӑл гражданин, хисепе тивӗҫлӗ ҫын, шанчӑклӑ тус-юлташ тени пулать. Чӑваш халӑхӗ хӑй асӗнче упракан халапри ҫак сӑмах пӗлтерӗшӗ те ҫавнах пӗлтерет: ара, Асамат — хисепе тивӗҫлӗ, вӑл инкеке лекнӗ ҫынна ҫӑлать.

Легенда, юмах-халап та ахальтен ҫуралмасть иккен, кашнин пӗлтерӗшӗ, тымарӗ, хӑйне евӗрлӗ пулӑмӗ пур. Ахальтен мар иккен Тухӑҫри халӑхсем: «Историре чӑн пулнине пӗлес тесен легендӑра мӗн каланине шута хур», — тенӗ. Ҫак ҫунатлӑ сӑмаха Тухӑҫри чаплӑ ӑсчах-поэт Фирдоуси уйрӑмах питӗ килӗштернӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем