Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Суйлав лӑпкӑ иртӗ

Аçтахар Плотников23.06.2015 11:189596 хут пӑхнӑ

Чӑваш Енре кӑҫал Республика ертӳҫин — Элтеперӗн — пуканне йышӑнас тӗлӗшпе суйлав иртмелле. Вӑхӑчӗ те нумаях юлмарӗ ӗнтӗ, икӗ уйӑхран та сахалрах.

Ак, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» те хӑйӗн кандидачӗпе палӑрчӗ пулас — ячӗшӗн ирттернӗ «праймериз» (primary сӑмахран, чӑвашла вӑл «малтанхи» пулать, е кӗскен каласан — умсуйлав) текен мероприятире Михаил Игнатьева кӑларас терӗ. Владимир Путин ӑна отставкӑна (пукана вӑхӑтлӑха пушатни ӗнтӗ) яниех республикӑна малашне те кам ертсе пырасси паллӑ пулчӗ ӗнтӗ.

Лӑпкӑ Михаил Васильевич Мускава чӑнах та тивӗҫтерет ӗнтӗ. Малта мар пыратпӑр ӗнтӗ, анчах вӗҫӗнче те мар — варринче. Унашкаллисен шутӗнче пирӗн тӑрӑх кӑна мар, ыттисем те сахал мар. Пӗр «ӗмӗт» текенни кӑна республикӑна кӳршӗлле Тутарстан, Пушкӑртстан тата Чулхула облаҫӗсемпе юнашар курасшӑн. Мӗнех, тен, тепӗр суйлавра ҫӗнӗ ҫын килӗ те пире кӳршӗсен шайне хӑпартӗ. Ӗмӗтленме пире никам та чармасть вӗт.

Эп хам ҫак суйлавра «Тӗрӗслӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗшӗн Анатолий Аксаковшӑн (парти хӑйӗн хаҫатӗнче эпир кӑларнӑ картта пирки те пӗлтернӗччӗ) сасӑлама тӗв тусаччӗ те, анчах суйлава ӑна хутшӑнтарасшӑн пулман иккен. Парти хӑй ятӗнчен маншӑн пачах та паллӑ мар темле Олег Николаева тӑратнӑ пулать. Аксаковӗнчен вара хайхи Раҫҫей экономикине ҫӗклекен ӗҫре усси ытларах имӗш. Ман шутпа ку политика вӑййи кӑна — вӑйлӑ кандидатран хӑтӑласси.

Ыттисем камсем пулӗҫ? ЛДПР таҫти ютри ҫынна шанас тенӗ — Константин Субботина ярӗҫ пулас. Вӑл Свердлов облаҫӗн Думин депутачӗ иккен, ҫамрӑк, 33-ре кӑна. Уншӑн ӗнтӗ, паллӑ, пӗр парти пайташӗсем кӑна сасӑлӗҫ. Мӗнле чӑваш, вырӑсланнӑ пулсан та, тӑван тӑрӑха ют ҫынна патӑр-ха? Тата темле Алексей Рылеев пур — «Тӑван ҫӗршыв» партирен. Вӑл 0,5% пухайӗ-ши ӗнтӗ… Калама хӗн.

Кӑсӑклӑ кандидатсене илес пулсан Валентин Шурчанова тата Эдуард Мочалова асӑнма пулать. Вӗсем пулмасан чӑн та суйлав кичем иртнӗ пулӗччӗ. Шурчанова коммунистсем малтанах палӑртнӑччӗ, ака уйӑхӗнчех, анчах унӑн нумай сасӑ пухасси пулмасть пуль ӗнтӗ. Тем тесен те унӑн электрорачӗ, уншӑн сасӑлакансем — ватӑрах ҫынсем. Вӗсем вара сахаллансах пыраҫҫӗ. Енчен те пӗр вунӑ ҫул маларах пулнӑ пулсан, тен, шанӑҫӗ пурччӗ те пулас, анчах хальхи вӑхӑтра Раҫҫейре СССР тапхӑрӗшӗн тунсӑхлаҫҫӗ пулин те коммунистсен идиологийӗ тем тесен те вӑйлах мар. Мочаловӗн вара малтан халӑхран шанӑҫ илмелле — алӑ пуснисене пуҫтарас пулать. Ку ӗҫ пӗрре те ҫӑмӑл марри каламасӑрах паллӑ. Пухмалла тата кайран суйлав компанине пуҫламалла.

Вӑт, ҫавӑнпа та ним иккеленмелли те ҫук — суйлав кӑҫал лӑпкӑ иртӗ. Элтеперӗн ячӗ-хушамачӗ ылмашӑнмӗ — унчченхи пекех тилхепене Михаил Васильевичах тытса пырӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 1447.84.7437
2015.07.02 02:29
Agabazar
Ну пуçланать хайхи суйлав мыскари! Суйлав шоунăçĕ!

Игнатьев: Эс, Шурчанов юлташ....
Шурчанов: Эс, Игнатьев хоспочын....

Паллах, хайхи шаннă çыннисем те çавнашкал пĕрне-пĕри "эслетсе"....

Пĕр-пĕр Мускав е Урюпинск вырăсĕ элтепер пуканĕшĕн кĕрешме килет пулсан вара, урăхларах ÿкерчĕк....

Вырăс кандидат: Ты, господин Игнатьев, Вы, господин Вансяцкий.....
Игнатьев: Вы, господин кандидат не чувашской национальности.... Вы, господин Вансяцкий....
Вансяцкий: Ты, господин Игнатьев, .... Вы, господин кандидат из Урюпинска....

А вĕт кунашкал калаçу çумне ниепле те пырса ÿпкев тăратаймастăн! Таймерсен, Атилăсен шучĕпе, халĕ ĕнтĕ Савватий шучĕпе те кунта пурте йĕркеллĕ!

Agabazar // 1447.84.7437
2015.07.02 02:29
Agabazar
Вăт çапларах япала вăл, суйлав тени.
платон // 3796.38.0900
2015.07.02 10:48
Чакак кӑҫкӑрчӗ пулмалла. Хайхи Агабазар каланӑ евӗр Мускавран Урюпинск ҫынни персе те ҫитрӗ. Суйлав тӗп комисси ҫав ҫынна шута илчӗ
Victor // 2326.46.5088
2015.07.02 10:59
Victor
Agabazar, сире "эс" тени мĕншĕн йăлăхтарнине ăнланма пулать. Анчах çав хушăра хăвăра эс тесе кĕçĕнлетсе, пĕчĕклетсе çыраканпа диалога тăсатăр - паллах, тепре эслетсе хурĕ сире. Эсир унпа калаçмасан виççĕмĕш сăпатра "Ку Agabazar текенни" тесе çырĕ, пĕлместпĕр-им?
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.02 17:13
Акасапар ҫитет "Эс"летсе, тавай суйлава хатӗрлен. Эслетсех суйлав айккинче тӑрса юлӑн.Вара каллех пуҫлатӑн:" Урюпинскран, Мускавран,Чулхуларан, Тутарстанран ярса пачӗҫ тесе макӑрма. Сана пӗтӗм демократи институчӗн прависене панӑ. Суйлава хатӗрлен, хутшӑн. Хӑвна элтепер пуканне шырама тивӗҫ тесе ӗнентер, тен халӑх та ӗненӗ. Такӑр ҫул пултӑр.
Agabazar // 6412.5.3527
2015.07.02 17:21
Agabazar
Бор пĕлет, эп ăна хама "эс" теме ирĕк паманнине. Пи-и-и-итĕ лайăх пĕлет. Акапасар элтепер кандидачĕ, унтан элтеперех пулса тăрсан (суйлав хыççăн) — ăна çаплипех "эс" теме шутлать-ши? Е унăн кунашкал "паттăрлăх" Акапасар ахаль сайтçă чухне çеç пырать?
Agabazar // 6412.5.3527
2015.07.02 17:24
Agabazar
платон // 3796.38.0900 2015-07-02 10:48: <<Чакак кӑҫкӑрчӗ пулмалла. Хайхи Агабазар каланӑ евӗр Мускавран Урюпинск ҫынни персе те ҫитрӗ. Суйлав тӗп комисси ҫав ҫынна шута илчӗ>>

Ну вăт, хайхи "Урюпинск çыннине" пурин те пĕр харăс "эс" теме тытăнас пулать.

Атила // 3913.58.4645
2015.07.02 18:46
Чвашсам анчах пӗр-пӗрне хисеплесе тата пӗртанлӑха пӗлтерсе пӗр-пӗрне Эс тенӗ.Такамсам мӗскӗнленсе Эсир тесе попляма пуҫлан карян.А ку Урюпинскри те чваш што-ли?Апла полсан,паллах,ӑна та хисеплесе Эс тейӗпӗр.Ҫапл поль хисеплӗ Акапасар?.Килӗшетни эс?.
Agabazar // 2796.52.9614
2015.07.03 02:44
Agabazar
Ну, вăт пурăнăпăр çапла анкă-минкĕленсе. Чăваш-и? Эппин, эсĕ. Вырăс-и? Эппин, эсир.

Ку Атила иккен-ха, Акапасара шутсăр хытă хисеплекенни. Шутсăр хытă хисепленĕрен ниепле те эсĕр теме чĕлхине çавăраймасть. "Чăваш-и, чăваш мар-и?" тесе ыйтма та мехел çитереймест.

Пурте çавнашкал тÿнтерле.
Чăваш-и? Эппин навус-тислĕк тавра пуплĕпĕр.
Вырăс-и? Эппин экзистенциализм теме те юрать.

Урюпинскри "чăваша" эсĕ тесе калать имĕш. Çакнашкал пуплеврен те хăрушрах мăшкăл тĕнчере çук.

Атила: "пӗртанлӑха пӗлтерсе пӗр-пӗрне Эс тенӗ."

Кут хыçĕнче "эс" тенипе нихçан та пĕртан пулаймастăр. Теплерен пĕрре куçа-куçăн апла калама май тупăнни те пулăшаймĕ. Эсир кампа пĕртан пуласшăн, хăвăр пек чăвашсемпе çеç-и е вырăссемпе те? Э? Акапасара "эс" тесе Акапасарпа пĕртан пуласшăн-и? Анчах та Акапасарĕ капла та сирĕнпе пĕртан. Тен, кăшт каярах та пуль. А эсĕр Игнатьевпа, Шурчановпа, Урюпинск "чăвашĕпе" тата Урюпинск "вырăсĕпе" пĕртан пулса пăхăр.

Ытла çăмăл меслет пекки тупнă: "Эс" темелле те, вара пĕртан имĕш. Тĕнчене ан култарăр, тархасшăн. Бомжа "эс" темешкĕн нимĕле "пĕртанлăх" та кирлĕ мар.
Agabazar // 1250.37.2471
2015.07.03 03:38
Agabazar
Суйлав ыйтăвĕсемпе çырмаллисем татах та пур-ха.....

Страницӑсем: 1, 2, 3

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем