Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Анастасия Пирӗшти: «Кам» текенни — «ҫав»

Анастасия Пирӗшти27.05.2015 13:273444 хут пӑхнӑ

«Чӑвашлӑхӑн тымарӗ кирек хӑш вӑхӑтра та ялтан пуҫланнӑ, ял ҫыннисенчен тытӑнса тӑрать. Ҫавӑн пекех упранса юлать.» текен шухӑш паянхи куншӑн вырӑнлӑ-ши? Ялтан тухакан ҫамрӑксем ҫине пӑхсан, чӑваш халӑхӗн телейлӗ пуласлӑхӗ куҫ умне тухса тӑрать-и?..

«Яланхи пекех чарăнура халăх лăк тулличчӗ. Вĕсенчен нумайăшĕ — студентсем, ӗçе васкакансем. «4» номĕрлĕ троллейбус ҫитсессĕн, пурте ун патне васкарĕç. Эпир транспорта маларах кĕрекеннисенччен пĕрисем пултăмăр. Икӗ пуш вырӑна асăрхасан манăн юлташ вӗсене йышӑнасшӑн пулчӗ. Ҫав вӑхӑтра, пирӗн ҫула пӳлсе, тепӗр икӗ хӗр пуш вырӑн патне васкарӗ. Анчах манӑн юлташ ҫивӗчрех пулчӗ, пӗрремӗш ларма ӗлкĕрчӗ. Хайхи икӗ хӗре ҫак лару-тăру кăмăла каймарĕ пулас. Вĕсенчен пĕри сăн-пичĕпе улшăнсах кайрĕ. Манӑн тус хӗр ҫине йĕрӗнсе пӑхрӗ те «чу-у-вашка» тесе каласа хучӗ. Эпӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, калаканнишӗн ку усал сӑмах калас вырӑнӗнче пулчӗ...

Тепӗр икӗ чарӑнуран хайхи хӗрсем анса юлчӗҫ. Паллах, тухиччен те пире ик-виç вырăсла сăмахпа асăнса хăварчĕç... Ҫак пӑтӑрмах манӑн чунра арпашу туйӑмне хăварчĕ...

Вӑхӑт иртрӗ. Хайхи пулӑм манӑҫа та тухрӗ пек. Пӗррехинче ҫапла хула урамӗпе утса пыратӑпчӗ. Мана хирӗҫ кĕсье телефонĕпа калаҫакан хӗр пырать. Ытти ҫынсенчен вӑтанмасӑрах, чӑвашла калаҫсах такампа хыт тавлашать хӑй. Эпӗ кӑшт сӑнаса пӑхрӑм та хирӗҫ утакан хӗр хайхи «чувашка» текенни пулнине ӑнланса илтӗм. Чаршав.»

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.30 21:03
Паллах,хӗрсем литературӑ чӗлхипе мар вырӑсла каласа хӑварчӗҫ. Мӗн калӗҫ ку пулӑм пирки пирӗн хӑватлӑ ӑсчахсем Акасапарпа Шыравҫӑ тата Админ.
Victor // 2929.11.8773
2015.05.30 22:26
Victor
Ănlanma pultartăm. Şyrakanĕ, "Epĕ Căvašla mĕnle lajăh pĕletĕp!" - tese şyrman pulĕ terĕm. Cuna pyrsa tivnĕ purnăşri anektotpa pajlašrĕ, epĕ vara cĕlhi pirki kalaşam-i? Kamăn cĕlhi măka, kamăn cunĕ măka.
Валентина // 4186.57.1361
2015.06.03 10:05
Арпашса кайнă, культура тата ăс-тăн шайĕ начар пулнă вăл хĕрĕн. Тÿррĕн каласан - пулса çитменскер. Çемье тата шкул нимĕн те паман ку хĕрупраçă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем