Вăт çавăн пек, пĕрне-пĕри мухтам пекки тукаласах йăшса пыратпăр ĕнтĕ.
Атила юлташ, малтан хавăр ачăрсем пирки, хăвăрăн тăванăрсен ачисем пирки шутлăр. Çынсем пирки тÿре туса çÿреме ан васкăр, тархасшăн.
Пăлхар çумне çыпçăннинче мĕнле инкек пултăр? Мĕн чухлĕ ытларахăн çыпçăнаççĕ, çавăн чухлĕ лайăхрах! Мĕнле этемсем кунта? Çыпçăнсан та килĕшмест, çыпçăнмасан та килĕшмест... Ниепле те юрама çук Атилăсене.
Алпар // 3387.77.4344
2015.06.03 07:51
Пĕлеймен мĕн тума кирлĕ тăван чĕлхе?
Тăван чĕлхе пире кирлĕ йăхри пиртен уйрăлса кайнă мăн-мăн аслăасатесемпе, асаннесемпе çыхăну тытма. Вара вĕсен пехилĕ (пилĕ) пирĕн пата çитет, йăх вилĕмсĕр пулса тăрать.
Валентина // 4186.57.1361
2015.06.03 09:43
Чăннипех те интереслĕ пулчĕ вулама. Халичен пĕлменччĕ Пăлхар тăрăхĕ çинчен.
ю // 2481.99.7862
2015.06.03 15:11
Agabazar тете, эсӗ те кунта кашни кунах мухтар тесе кӑшкӑраттӑн. "Украинцам -сала, нацицистам-слава"-текелесе аптрашнине те астӑватӑп.
Пирĕн пĕр-пĕримпе чăкăлташас марчĕ, мĕншĕн тесен пирĕн мăн-мăн асатте, мăн-мăн асанне пĕр. Эпир пĕрле пулнинче анчах вăй.
Ют Ҫын // 1650.84.6161
2015.06.04 08:27
Agabazar юлташ мӗнле кун пек ҫыратӑн, тамбов кашкӑрӗ тени хулигансен терминӗ вӗт. Тен ҫынни хисеплесе ТЕТЕ тесе ҫырат,манӑн вара юлташ вырӑнне мӗнле чӗнмелле.
Вара мӗн,Agabazar юлташ? Ку форумра нумайӑшӗ майдан енлисене сӑмахпа та пулин тӗрек пама тӑрӑшрӗҫ. "Слава","маттур" тесе те нумайӑшӗ кӑшкӑрчӗҫ. Нимех те мар, истори пурне те татса парат. Унтан ытларах шалти СОВӖҪ(паллах ун пекки пулсан) татса парӗ. Ним те пурнӑҫра йӗр хӑвармасӑр иртсе каймас.