Суварсен ушкăнĕ тăван халăхăн сăваплă çĕрне кайса несĕлсене чыс тунă. Пулкар вăхăтĕнчи пек пĕрле пулса кар тăрса, тăван халăхăн чĕлхине, йăла-йĕркине аталантарма тăрăшаçĕ. Эсир пĕр шухăшпа аталанас вырăнне пĕр-пĕринпе чăкăлташатăр-çывлăхран хăрамастăр.
«Эсир пĕр шухăшпа аталанас вырăнне»
Ара, ҫав суварсем текенсем мар-и-ха халӑха пайлама пуҫлаканнисем?
«Пулкар вăхăтĕнчи пек пĕрле пулса кар тăрса, тăван халăхăн чĕлхине, йăла-йĕркине аталантарма тăрăшаçĕ.»
Ытларах хӑйсене кӑтартасси, хӑйсем пирки шавласси пуль? Халӑха пайлама пуҫлакансене ниепле те пӗрлештерекенсем теме май ҫук ман шутпа.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.06.13 07:22
Чӑкрашакан халӑхӑн пуласлӑхӗ иккӗленӳллӗрех. Кунта Agabazar текен чӑваш хӑйне мӑнкӑмӑллӑ тыткаланипех форумран чӑвашсене сивӗтрӗ.
Алпар // 3703.68.4393
2015.06.13 08:20
Атмин сувар (сăвар), пулкар (пăлхар), чуваш (чăваш)-пурте пĕр вĕсене Тафаевпа Тимĕрсĕр пуçне никам та пайламасть. Сувар е пулкар тени вырăс тени мар, тăван чĕлхене сутса вырăсла калаçса çÿрени мар. Тархасшăн ан пайлăр тăван халăхăн сумлă ячĕсене.
Алпар // 3703.68.4393
2015.06.13 08:30
Халăх хăйĕн историне, йăли-йĕркине, чĕлхине, тĕне çухатмасан анчах упранса юлать.
" Сувар е пулкар тени вырăс тени мар, тăван чĕлхене сутса вырăсла калаçса çÿрени мар."
Сувар тенине чăваша пăлхарлăхран пăрса ярас шутпа "хăватлăн аталантараççĕ" (!)
Алпар // 3663.0.2758
2015.06.13 22:23
Agabazar санăн Димитрев, Трофимов, Каховский, Ашмарин, Смирнов, Марр т.ы. ăсчахсен кĕнекисе вуласа пăхмала, вара суварпа пăлхар пăр халăх пулнине ăнланса илме пултаратăр. Тăван халăхшĕн усăлă çын пулса тăратăр. Пĕлÿ çук çын кăна суварпа, пулкара пайлат.