Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Сахал çывăрнă паллă çынсем

Софья Савнеш25.05.2015 12:042733 хут пӑхнӑ

Cпециалистсем талăкне 7-8 сехет çывăрма сĕнеççĕ. Ку тухăçлăрах ĕçлеме май парать-мĕн. Анчах талăкне унран та сахалрах çывăракан çын сахал-им? Хăш-пĕр паллă çынсем сахал çывăрнă пулин те ĕçĕсемпе чапа тухнă. Камсем вĕсем?

1. Гай Юлий Цезарь. Рим политикĕ тата полк ертÿçи. Вăл Рим империне хута янă, Европа культурине улăштарнă. Цезарь талăкне 3 сехет çеç çывăрнă теççĕ. Вăл çар похочĕсенче хăйĕн салтакĕсемпе пĕрле уçă тÿпе айĕнчех çывăрнă-мĕн.

2. Леонардо да Винчи. Ÿнерçĕ тата изобретатель. Вăл кашни 4 сехетре 15-20 минут çывăрнă. Пĕтĕмпе – 2 сехете яхăн. Ытти 22 сехет вăл ĕçленĕ. Халĕ çакна «нумай фазăллă ыйхă» теççĕ. Ку çынна 20-22 сехет ĕçлеме май панине ĕнентереççĕ.

3. Бенджамин Франклин. Паллă политик, дипломат, ăсчах. Вăл АПШн никам пăхăнманлăхĕн декларацине, Конституцине, Версальти мирлĕ килĕшĕве алă пуснă. Унăн портречĕ 100 доллара илемлетет. Франклин кун йĕркине çирĕп пăхăннă, 4 сехет çеç çывăрнă.

4. Наполенон I Банопарт. «Наполеон 4 сехет çывăрать, стариксем – 5 сехет, салтаксем – 6 сехет, хĕрарăмсем – 7 сехет, арçынсем 8 сехет. Чирлисем çеç 9 сехет çывăраççĕ», - Наполеон çапла каланине нумайăшĕ илтнĕ. Вăл çур çĕрте выртнă та 2 сехет çывăрнă. Унтан тăрса ĕçленĕ, 5 сехетре каллех темиçе сехетлĕхе выртнă. Вăл стреса пула ыйхă килменнипе аптăранă имĕш. Çветтуй Елена утравне ссылкăна лексен вăл нумай çывăрнă-мĕн.

5. Томас Джефферсон. АПШри 3-мĕш президент, политика ĕçченĕ. Талăкра 2 сехет çывăрнă. Анчах вăл нимĕнле йĕркене те пăхăнман-мĕн. Яланах тĕрлĕ вăхăтра çывăрма выртнă. Ун умĕн вуланă, хĕвелпе пĕрле тăнă.

6. Томас Эдисон. Паллă изобретатель. Талăкра 5 сехет çеç çывăрнă. Нумай выртни уншăн вăхăта сая яни пулнă. Унăн лабораторийĕнче пĕчĕк диван ларнă-мĕн. Хăшĕ-пĕри ăсчах унта çывăрса илни пирки калаçнă.

7. Никола Тесла. Паллă физик, изобретатель. Вăл та 2-3 сехет çеç çывăрнă. Вăл вăйлă ывăнсан çĕрĕпех ĕçлеме пултарнă-мĕн. Анчах нумай ĕçленĕ хыççăн вăл нумай çывăрнă.

8. Уинстон Черчилль. Вал çĕрле 3 сехетре выртнă, 8-та тăнă. Анчах кăнтăрла хыççăн кăшт канса илнĕ-мĕн.

9. Сальвадор Дали. Испани ÿнерçи мĕн чуль çывăрни халĕ те паллах мар. Анчах вăл Леонардо да Винчи пек тапхăрăн-тапхăрăн çывăрнă теççĕ. Дали кравать çумне металл ывăс лартнă, аллине кашăк тытнă. Вăл вăйлă çывăрса кайсан кашăк шаплатса ÿкнĕ те вăраннă. Кун пек майпа вăл вăй пухнă-мĕн.

10. Маргарет Тэтчер. «Тимĕр леди» талăкне 4-5 сехет çывăрнă. Хăш чухне – 1,5-2 сехет çеç. Хăй каланă тăрăх, вăл нихăçан та 4-5 сехетрен ытлашши çывăрман. Вăл ĕçлесе пурăннă, çывăрмалли вăхăта прическа валли перекетленĕ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем