Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: Тухтăрсем пациентсене çулне кура йышăнĕç

Таисия Ташней24.05.2015 11:343466 хут пӑхнӑ

Ĕçлекен çынна тухтăр патне каясси чĕр нуша. Тухтăрĕсем патне, тĕрĕссипе, ахаль те йăпăр-япăр каяс килмест-ха. Йăлтах – çав мăнтарăн черетне пула. Çынна меллĕ пултăр тесе электрон регистратура та шухăшласа кăларчĕç. Анчах – усси!

Сăмахăма çирĕплетме пĕр тĕслĕх кăна илсе кăтартам. Пĕррехинче çапла гинеколог патĕнче черетре ларатăп. Эрне çурă маларах çырăнса хунă вăхăтчен пĕр 10 минут маларах çитсе лартăм. Ара, электрон регистратурăпа çырăннă-çке. Унта миçере врач лекмелли паллă. Кая юлма юрамасть – ман хыççăнхи кĕрсе кайĕ. Çук иккен. Ман умрисем те 4–5 çын черетре тăпăртатса тăрать. Вĕсем ниепле те лекейменнин сăлтавĕнчен пĕри – «Эпĕ йывăр çын пирки килнĕ-ха», – тесе кĕрсе каякан хĕрарăмсем. Черет çывхарма пуçланă кăначчĕ – тухтăра тĕп врач канашлăва чĕнсе те илчĕ. «Час килетĕп. Пире тĕп врач пухать», – тесе гинеколог ĕç пӳлĕмĕнчен тухса вĕçтерчĕ. Хайхи «Эп йывăр çын текеннисем» те çаплипех тупăнсах тăраççĕ. Кун пек май килмест-ха тесе шухăшланă май кайран килекеннисене: «Эпĕ те йывăр çын пирки килнĕ», – тесе хам умран кĕртме пăрахрăм. Ман хыççăн йышăннă, кĕмелли вăхăчĕ ун та тахçанах иртсе кайнă 50 çула çывхаракан хĕрарăм та: «Эпĕ те йывăр çын. Амăш укçине параççĕ те тепĕр ача çуратас терĕм», – теме тытăнчĕ. Çапла вара электрон регистратура çырăннă вăхăт пĕр сехет çурă иртнĕ хыççăн аранç-аран кĕрсе тухрăмăр. Юлашкинчен чееленмен пулсан тата тепĕр сехет те ларăттăмăр.

Ирпе ирех кайсан та йăпăр-япăр лекеймĕн. Ватти-вĕтти хĕвĕшет. Çулланнисемпе пĕчĕк ачаллисене хурласа каламастăп та, анчах кун каçипе килте ларакан çав çынсем те пульницăна ирех çитсе тăраççĕ-çке. Мускавра çакна шута илсе, ав, ирхи тата каçхи пĕрер сехет ĕçлекенсене кăна тухтăр йышăнма пуçлĕ. Сăнавлă çав проект çитес уйăхран вăя кĕмелле. Ун валли ĕçрен справка ыйтмĕç-ха. Электрон регистратура урлă çырăннă чух полис кăтартсан компьютер тытăмĕ çын миçе çулхине палăртĕ. 55 çултан иртнĕ хĕрарăмсен тата 60 урлă каçнă арçынсен (Раççей саккунĕпе пирĕн патра çав вăхăтран пенси вăхăчĕ çитет) 8:00–9:00 тата 19:00–20:00 сехетсенчи вăхăта çырăнма май килмĕ.

Çĕнĕ тытăм пĕр уйăх сăнавлă пынă хыççăн ĕçлекенсем валли тесе уйăрнă вăхăта пысăклатмаллипе пĕчĕклетмеллине татса парĕç.

Ĕçрен ыйтса кайма йывăррисене кун пек туни лайăх пек туйăнать-ха. Анчах пациентсен правине хӳтĕлекенсем ку вăл аслă çулхисене хĕсни пулать тесе шухăшлаççĕ иккен. Çитменнине, тивĕçлĕ канурисем те хăшĕсем ĕçлеççĕ-çке. Çĕнĕлĕхпе килĕшмен енне çавсем ку йышăнăва прокуратурăн тĕрĕслемелле теме тытăннă.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем