Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Путин: «наци чӗлхисене Раҫҫейри пек тӗнчере урӑх ниҫта та хӳтӗлемеҫҫӗ»

Аçтахар Плотников19.05.2015 14:3353193 хут пӑхнӑ

Ҫапларах каланӑ тет паян Путин халӑхсен хутшӑнӑвӗсемпе вырӑс чӗлхи канашӗсен ларӑвӗнче.

Вӗсен унта хӑтлӑ Кремӗлӗнче ҫапла шухӑшлаҫҫӗ пуль те, анчах пурнӑҫӗ пачах урӑххине кӑтартса панине чухламаҫҫӗ-ши вара?

 

Хисеплӗ Путин?

- шкулсенче чӑваш чӗлхине тата вырӑс чӗлхине мӗн чухлӗ вӗрентнине пӗлетӗр-и?

- ППЭ чӑвашла хӑҫан тытма пуҫлӗҫ?

- техника-компьютер таврашӗпе чӑвашла усӑ курас тесен мӗн тери чакаланма тивнине пӗлетӗр-и?

- телекурав кунӗн ҫӗрӗн чӑвашла тата вырӑсла мӗн чухлӗ ҫынсен пуҫӗсене минретнине танлаштарнӑ-и?

- Европӑн регионаллӑ чӗлхесен хартине хӑҫан ратификациллеттӗр (пурнӑҫа кӗртетӗр)?

- чӑваш чӗлхи хӑҫан хут ҫӳретмелли чӗлхе пулса тӑрӗ?

- хӑҫан икӗчӗлхелӗхе пӑхӑнса ӗҫлесси ыйтмасӑрах йӗркеленсе кайӗ?

- тата ытти, тата ытти те.

 

Путин ман шутпа кунта е суять е хут ҫинчи «идиллине» пӗлтересшӗн.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2677.86.7706
2015.06.02 19:23
Agabazar
<<Пӗр Чӗмпӗр облаҫӗ пуль кӑшт уйрӑмтарах тӑрать — ку ӗнтӗ вӑл пирӗнпе юнашар вырнаҫнипе ҫыхӑннӑ.>>

Чĕмпĕр облаĕнче тĕпрен илсен Чăнлă районĕнче çеç тытăнкаласа тăрать чăвашлăх. Ку тĕлешпе пуçаруллисем, ертсе пыракансем унта Чăвашстанран куçса пынă çынсем темелле. Валентина Тарават, авă, Тутарстанран куçса пынă Чăнлă тăрăхне. Халь çĕре кĕнĕ Анатолий Чебанов та çавăнтанах пулнă.

Agabazar // 2677.86.7706
2015.06.02 19:26
Agabazar
Атила: <<Ме Илле Ивановӑн пилӗк ачи те чошла поплячӗ>>

Мĕнле хăрамастăр ку ята асăнма? Ара ăна тахçанах намăс хăми çумне çапса хунă мар-и?

Тимӗр // 4916-2612
2015.06.02 20:24
Шупашкарти Арбатра чикан хӗрарӑмӗ хӑйӗн шӑпӑрланӗсемпе ҫӳрет.Пырса курӑр.Тӗлӗнтерчӗ:ачисемпе чиканла калаҫать?.Ыйтрӑм:-Сире шкулта чиканла вӗрентеҫҫӗ-и?.Ты дурак,штоли-терӗ.Зачем в школе цыганский,если и так все знают с рождения.Ма вӗсем телевизора,интернета пула тата шкулта" сахал "чиканла вӗрентнине пула вырӑсланса кайма шутламаҫҫӗ?.Нимвушлӗ вӗсен хӑвӑртрах вырӑсланас килмест?.Чӑвашсем пек?.
Тимӗр // 4916-2612
2015.06.02 21:46
Акапасар,кам ҫакнӑ тата мӗнле намӑс хӑми ҫине?.
Agabazar // 6313.7.9476
2015.06.03 04:25
Agabazar
Таймер юлташ, чикансем çине пÿрнепе тĕллесе кăтартма кирлĕ мар.
Чикан пурнăçĕ вăл пĕртте çăмăл мар. Кинора çеç вăл аван пек.
Ăмсанмалли пурнăç пулсан тĕнчере пурте чикана тухса пĕтĕтчĕç.

Timer // 4916-2612 2015-06-02 21:46: <<Акапасар,кам ҫакнӑ тата мӗнле намӑс хӑми ҫине?.>>

Ну апла килĕшмест пулсан, "хисеп хăми çине" тейĕпĕр эппин....

Айван // 4292.84.0894
2015.06.03 06:08
Кунашкал этем, Agabazar пек этем, курман. Ӑна ӑнланма, хӑйне этем чӗлхипе ӑнлантарма пит йывӑр курнат.
Атила // 3913.58.4645
2015.06.04 10:57
Акапасар пит хорат цыгасанчен.Вӗсен ачисам шклота пӗр сахат та вӗренмеҫҫӗ цыганла,а порте цыганла попляччӗ.Акапасар хӑйӗн ачисане вӗрентимен,халь вара школта олтӑ сахат вырӑнне ие сахат чоа чӗлхи хорни виноват полат.Сана ачасам чоашла попляни керлӑ или школта зарплата илни важнӑрах.
2015.06.04 11:47
Аçтахар Плотников
Эй, ара, чиканӗсем те расна вӗт. Чиканла пӗлменнисем те, ҫутта тухнисем, сахал мар. Пирӗн унашкал ҫапкаланчӑксене тӗслӗх пек илсе кӑтартас марччӗ ӗнтӗ.
//ман тӑван, ак, пур. Ачине чӑвашла вӗрентрӗҫ. «Вырӑсла вӑл хӑех вӗренет», — тесе. Анчах вӑл ҫемьене ниепле те тӗслӗх пек кӑтартма май ҫук — ҫав ачанах ашшӗ-амӑшӗ пӗчӗклех вӑрра вӗрентнӗ (учётра тӑрать, шкула та вӗренме ҫӳресшӗн мар). Хӑруш пурнаҫҫӗ. Анчах! ачине чӑвашла вӗрентнӗ.
Agabazar // 8582.1.4996
2015.06.04 12:45
Agabazar
Атила // 3913.58.4645 2015-06-04 10:57: <<Акапасар пит хорат цыгасанчен.Вӗсен ачисам шклота пӗр сахат та вӗренмеҫҫӗ цыганла,а порте цыганла попляччӗ.Акапасар хӑйӗн ачисане вӗрентимен,халь вара школта олтӑ сахат вырӑнне ие сахат чоа чӗлхи хорни виноват полат.Сана ачасам чоашла попляни керлӑ или школта зарплата илни важнӑрах.>>

Атила... юлташ!
Мĕн нушаран çак халлапсене пырса çыхланатăр?
Ну, калăпăр, Таймера е бора çÿлтен çапла хушма пултараççĕ тейĕпĕр. А сирĕн ма çак терехтерккесемпе мекĕçленмелле???????
Ну хăваласа ямалла-им мĕнпур чăваш халăхне, чăвашла калаçас текенсене, Лăпкă Океанри пĕр-пĕр утрав çине? "Земля Санникова" текенни çинчен илтнĕ пуль?

Ну хăлхана йĕрĕнтеретĕр: Чăваш хăй винават, Чăваш хăй винават, Чăваш хăй винават, Чăваш хăй винават, Чăваш хăй винават,....
Чăвашран пиçмест, Чăвашран пиçмест, Чăвашран пиçмест, Чăвашран пиçмест, Чăвашран пиçмест, Чăвашран пиçмест, ...
Тьху! Сăмах пулать-и çакă!.... :-(
Ют Ҫын // 7797-9392
2015.06.04 13:55
Agabazar юлташ, хӑвӑн тӗслӗхпе кӑтарт пире килте тӑван чӗлхепе миҫе минут калаҫнине. Кампа калаҫнине пӗлместӗп, те пур арӑмӗ-те ҫук, те пур ачисем -те ҫук. Килте калаҫмастӑн пулмалла та, кунта чунна уҫасшӑн пулмалла.

Страницӑсем: 1, ... 10, 11, 12, 13, 14, [15], 16, 17, 18, 19, 20, ... 23

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем