Agabazar // 2179.69.1309
2015.06.04 21:54 | |
Agabazar // 2179.69.1309
2015.06.04 22:14 | |
<<Целое тысячелетие цыгане сохраняли свой язык и обычаи. Не в последнюю очередь они оставались самобытным народом именно благодаря этому. Но кочевье кончилось, язык быстро сдаёт свои позиции, большие общины распадаются на отдельные семьи. Если цыгане не выстроят свой «второй этаж культуры», их ожидает быстрая ассимиляция.>>
<<Многие цыганские этнические группы уже фактически полностью утратили родной язык. >> Ку цитатасене ак çакăнтан илтĕмĕр: http://gypsy-life.net/history20.htm | |
Ют Ҫын // 3116.39.6438
2015.06.05 07:10 | |
Театр пирки мӗн калаҫатӑн,Agabazar юлташ? Мускавра мар, Шупашкарти ЧДТ не уйӑхра миҫе хутчен каятӑн? Тата миҫе пуш театр кирлӗ? Ҫӳре хупӑнма ӗлкӗрменнине, ачусене илсе ҫӳре, племшсене. | |
Атила // 3913.58.4645
2015.06.05 08:56 | |
Акапасар охмах мар,просто охмаха пернине порте пӗлеччӗ.Йорат йыгансам пор,школсӑрах цыганла анчах попляччӗ Шопашкарта.Таста онта вӑсам родной языкне ҫохатни пирки пере каласшӑн.Ан ӗненӗр.Кайӑр Альгеша.Пӗр йыган та ҫок Цыганла пӗлменни.Коншӑн Акапасар тарӑхат.Хӑй ӗҫсӗр йоласран пит хорат.Чошла вӗрентсех окҫа илсе ларат,осси ҫок.Кай эппин йомӑҫ ярма орама.Тен ачусам чошла попляма поҫлаччӗ. | |
Agabazar // 1336.16.8425
2015.06.05 09:59 | |
Атила комментарийĕ уçăлман-ха, анчах халех паллă: ахăртнех, каллех хăйĕн чиканĕсене сĕтĕрет пулмалла.... :-)
Ну, кайăр та пурăнăр чикансемпе пĕрле, вĕсен пурнăçĕ пит килĕшет пулсан. Кам чарать? Халлĕхе вара Атила Акапасарăн кĕсйинчи укçине шутланине çеç курап. Чăвашсем чăвашлахран уйрăлса пыни Акапасара пуйма пулăшать имĕш. Кулса вилмелле! Сехри хăпнă Атилăн Акапасар пуйса каясран. Чăнласах çапла пулсан та çавна тавçăрмалла вĕт: Акапасар пуясси вăл нихçан та Атила кĕсйинчи укçа шучĕпе пулас çук. Тепĕр енчен, Акапасар кĕлмĕçе юлни те Атила пуяссине пĕлтермест-ха... Мĕншĕн тесен Акапасар кĕсйипе Атила кĕсйи хушшинче нимĕнле çыхăну та çук Курăр-ха, илсе кăтартнă каçă та, цитатасем те тивĕçтереймеççĕ çынна... | |
Agabazar // 1336.16.8425
2015.06.05 10:46 | |
Ют Ҫын // 3116.39.6438 2015-06-05 07:10: <<Театр пирки мӗн калаҫатӑн,Agabazar юлташ? Мускавра мар, Шупашкарти ЧДТ не уйӑхра миҫе хутчен каятӑн? Тата миҫе пуш театр кирлӗ? Ҫӳре хупӑнма ӗлкӗрменнине, ачусене илсе ҫӳре, племшсене.> Эсир хăвăр "Ромэн" театра уйăхне миçе хут кайса килетĕр тата? | |
Аçтахар Плотников // 3584.01.1051
2015.06.05 10:54 | |
«А чӑваш халӑхӗ чикансенчен те айванраххине манӑн ӗненес килмест.»
Айванрах мар, ӑслӑрах тесе шутлать чӑваш хӑйне. Ҫавӑнпа та вырӑсла вӗрентет те. Влаҫрисенчен чӗлхе тӗрекне курмасть те чӗлхене пӗтерессине туйса «на будущее» ачине вырӑсла вӗрентет. Япӑххине сунса вырӑсла вӗрентет тетӗн-им? Ҫук, ыррине. Пирӗн вара ҫак юхӑма тытса чарса мӗнле те пулин халӑх пуласлӑхӗ чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннине кӑтартас пулать. Влаҫрисенчен пулмасть. Вӗсем, эс калашле, «пурнӑҫа лайӑхлатассишӗн» тар тӑкаҫҫӗ. Лайӑх пурнӑҫӗ вара халӑхшӑн вырӑсла пӗлнипе ҫыхӑннӑ. Вӑт шутла, кам вӑйлӑрах? Влаҫрисем е пирӗн пек чӑвашлӑха сыхласа хӑварас текенсем? Камӑн майӗсем пысӑкрах та анлӑрах? | |
Agabazar // 1336.16.8425
2015.06.05 10:56 | |
"...Япӑххине сунса вырӑсла вӗрентет тетӗн-им? Ҫук, ыррине..." +100 | |
Тимӗр // 4916-2612
2015.06.05 12:42 | |
Тав турра,хӑть Админ ӑнланма пуҫларӗ.Чӑваш чӗлхине упрассинче чи малтан хамӑра кӑна шанмаллине.Торӑ умӗнче чи малтан хӑвӑн пирки явап тытмалла.Чикан вӗрентирет ачине чиканла,а чӑваш Путин вӗрентме пулӑшассине кӗтсе ларать.А Балтай калать:нимле проблемӑ ҫук тет.Ывӑлӗсем Атилӑпа Азамат чӑвашла вырӑсла чехла тата акӑлчанла пуплеҫ.Акапасар чичас сиксе ӳкет вӗсем ҫине.Мӗнле хӑйнӑ шкулсӑр-мӗнсӗр вӗсем ачисене чӑвашла вӗрентме!.Юрамасть ун пек! | |
Аçтахар Плотников // 3584.01.1051
2015.06.05 13:01 | |
Хамӑра шанатпӑр-ха. Анчах влаҫрисенчен пирӗн питӗ вӑйлӑ ыйтас пулать. Унсӑрӑн усси сахал. |
Мĕн тупнă вĕсен çумĕнче?
Ĕнтĕ халь чăваш арăмĕсен хула урамĕсене юмăç пăхма сиксе тухмалла-и? Ачи-пăчине шкулсенчен каялла илсе килмелле-и? Ыйткаласа çÿремелле-и? Мĕнле ăс параççĕ пире Таймерсем?
Ну, юрĕ, анчах чăваша валли кам Мускав варринче "Ромэн" театр уçса парать? Ара, Шупашкарти театр пеккисем те халь-халь сÿнес пек лараççĕ...
Ак, пăхăр, киленĕр чикансем çинчен вулăр: