Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: Сÿтĕк хĕрарӑм валли саккун çук-шим?

Таисия Ташней14.04.2015 17:4612038 хут пӑхнӑ

Камăн мĕн шухăш пулĕ те, Мускав облаçĕнчи Шатура хулинчи 51 çулти вĕрентекенĕн юрату шухăшĕ пулнă. Вăл 14 çулти арçын ачана кăмăлланипе ăна хаклă парнесем туянса панă, ачан сăнӳкерчĕкне ĕç сĕтелĕ çинче тытнă. 14-ри яш пĕр класра вĕренекен пикепе тĕлпулнине илтсен ăна вĕлерес шухăш патне пырса çитнĕ. Халĕ хĕрарăма арестленĕ.

Кун пек шăв-шав çĕкленнĕ хыççăн шкулта камсене ĕçлеттересси пирки ыйту сиксе тухать. Пуçĕ сывă çын 14 арçын ача çумне çулăхма пултарĕччĕ-ши? Кун пек вĕрентекене паян пурте тиркеççĕ-хурлаççĕ. Тĕрĕсех ĕнтĕ. Ачасене воспитани пама тивĕç çын çавăн пек хăталннине ниепле те тӳрре кăлараймăн. Анчах эпĕ паян тепĕр самант пирки те сăмах хускатасшăн.

Хĕрарăмсене тӳрре кăларас тесе пачах каламастăп-ха. Хĕрарăмăн çавăн пек тыткаларăшне общество тӳрех хурлама тытăнни йĕркеллĕ пулăм евĕр туйăнать. Çав вăхăтрах ватă е çулланнă арçынсем çамрăк хĕрарăмсемпе хĕрсене курса вĕсем пирки ĕмĕтленнине эпир лăпкăнрах йышăнатпăр пек туйăнать. Ачи-пăчине ӳстернĕ хыççăн тепĕр арçынсем хăйсен текех çамрăк мар арăмĕсене пăрахса хăйсен хĕрĕ çулĕнчисем патне пăрахса кайнине тата мĕнле тӳрре кăлармалла? Е сӳтĕк арçын валли кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен саккун çук-ши?

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Айван // 2528.00.4208
2015.04.20 15:51
Халӑх хушшинче тӑван чӗлхепе сайра калаҫаканни Agabazar тесе ҫирӗплетме пултаратпӑр.Сайтра ҫех вӑл Нерой,реальнӑй пурнӑҫра пшик "шӑши" ПЕК ТАРСА ПЫТАНАТЬ.
Пĕр хĕрарăм // 2308.49.2227
2015.04.20 16:24
Тимĕр текенни "эп чăваш мар, сувар"тесе кашкăрашатчĕ-ха, халь тата
эп вирьял теме тытăнчĕ,кăшт тарсан, "эп арçын мар "теме пуçлĕ-и ĕнтĕ?
Тимӗр // 4916-2612
2015.04.20 17:50
Пӗр хӗрарӑм.Ҫӳҫӗ вӑрӑм,ӑсӗ кӗске тесе ахаль каламаннине палӑртнишӗн сана тавах.Вирьялсем вӗсем суварсем пулнине эс плмесен те полтаран.Сувар пулма питех те йывӑр.Хӑш-пӗр чӑваш пек пуличчен эп сувар пулӑп.
Agabazar // 3595.28.0701
2015.04.20 17:51
Agabazar
Çапла вĕсем, Таймерсем...
"Суварлăх" текенскерне те, "Вирьяллăх" текенскерне те вĕсем пĕр тĕллевпех усă кураççĕ.
Кăна эпир пи-и-и-и-ит аван сисетпĕр!
Зина // 1653.58.0893
2015.04.20 18:30
«Чĕлхе – халăх мулĕ», – тенĕ мĕн ĕлĕкех. Унра халăхăн илемлĕхĕ, савăнăçĕ, киленĕвĕ. Чĕлхе тасалăхĕпе унăн пуласлăхĕшĕн пăшăрханни те пур. Тăван чĕлхен тасалăхне литература чĕлхинче тăтăшрах тĕл пулатпăр. Çакна пирĕн калаçура та, çырура та çынсен хушшинче усă курасчĕ. Хăш-пĕрисем вара диалект чĕлхисене пĕтĕмпех ăнланаймаççĕ. Эппин сайтра вĕсемпе усă курнă чухне ăнлантару ĕçне пурнăçлама та манас марччĕ. Мĕншĕн тесен шкулта ачасене литература чĕлхине вĕрентмелле, ыттисен çак ĕçре вĕрентекенсене пулăшасса шанас килет . Пирĕн тăван чĕлхене вĕренмелле,хисеплемелле,юрататмалла, упрамалла. Аван чĕлхепе пур çĕрте те калаçмалла, унпа калаçнишĕн мухтанмалла! Апла пулсан литература чĕлхине такăр çул уçмалла.
Пĕр хĕрарăм // 2308.49.2227
2015.04.20 18:42
Тимĕр,вирьялсем сувар пулнă тенине эсĕ ху та пĕр-пĕр ĕçкĕре картла выляса ларнă чух кăна илтнĕ пуль-ха та,мана "чăваш" сăмах нимпе те чăрмантармасть ,эсĕ хăвна тăрса чĕç тунипе кăна арçын тесшĕн пулмалла.
Agabazar // 3595.28.0701
2015.04.20 18:49
Agabazar
Вирьял тени юрĕ-ха.
"Суварĕ" вара йăлтах халлап евĕрлĕ япала чăннипе каласан! Хаçат ячĕ пур ĕнтĕ. Ринат Харис тăсса панăскер.
Agabazar // 3595.28.0701
2015.04.20 18:49
Agabazar

Литература чĕлхине урăхла стандартлă чĕлхе теççĕ.

Пĕр ăнлавах ик тĕрлĕ палартни ку. Çавă çеç.
Ют Ҫын // 5413.1.0500
2015.04.20 22:19
Халь тата Пĕр-ик хĕрарăм пурне те вӗрентме пуҫлат и? Ӑҫтан шӑтса тухат ку Agabazar команди? Е пӗр ҫынах вӑл?
2015.04.21 09:15
Аçтахар Плотников
Ют ҫын, пурте сирӗнешкел кӑна шухӑшлани менле лайӑх пулмалла, аха-и? Ҫук вӗт, урӑхла шухӑшлакан шельмӑсем те тупӑнаҫҫӗ. Сирӗнешкел мар шухӑшлӑ ҫынсене атя ҫырар «Акапасар шайккине»... Ҫапла-и? // мӗнле ҫынсем эсир? хӑвсамӑра майлисене кӑна кӗтетӗр... пурте сирӗн пек шухӑшламалла имӗш. ҫын хирӗҫ ҫырсанах ун ҫине сиксе ӳкетӗр.

Страницӑсем: 1, 2, 3

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем