Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: «Хыпарта» Виталий Родионовӑн статьине мӗншӗн вырнаҫтарнӑ? Версисем

Аçтахар Плотников25.03.2015 09:5243395 хут пӑхнӑ

Ӗнерхи «Хыпарта» Виталий Родионовӑн «Тăван çирĕ тăванах...» статьине вырнаҫтарнӑ. Унччен Валери Туркая хуравласа ҫырнӑ ҫак статья, аса илтеретпӗр, тӗнче теттелӗнчи «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫатӑн чӑвашла версийӗнче кун ҫути курнӑччӗ. «Хыпар» та ӑна пичетлеме хӑват тупни вара халӑха чӑн та ӗнер калаҫтарчӗ теме пулать. Тӗрлӗ версисем ҫуралчӗҫ ҫынсен. Хайхи эп вӗсемпе сире паллаштарасшӑн (хам илтнисемпе).

1. «Хыпар» плюрализм текен япалана малашне ют мар пулӗ. Ку, паллах, лайӑх та ырӑ япала. Тӗрлӗ шухӑшлӑ ҫынсен статьисене пичетлеме хӑват сахал мар кирлӗ. Уйрӑмах, влаҫ органӗсен шутланакан хаҫатра. Валери Туркайчченхи хаҫатра, Алексей Леонтьев вӑхӑтӗнче, унашкал сас-хурана — «ман статьяна пичетлемеҫҫӗ» текеннине — сахал мар илтнӗ. Ку версийӗн ӗненме йывӑр енӗ «Хыпар» хаҫат влаҫ органӗсен пулнипе ҫыхӑннӑ. Республикӑра ҫавах та плюрализм валли вӑхӑт ҫитеймен-ха тесе шухӑшлатӑп.

2. Валери Туркая хӑратнӑ. Ку версипе иккен Валери Туркай хӑйӗн статьине хӑшӗ-пӗри шухӑшланӑ пек ҫӳлтен хушнипе мар, чун ыйтнипе ҫырнӑ, хисеплӗ Атнер Хусанкая «вараласа» тӑкнӑ. Апла ун тума юраман имӗш, ҫапла май вара хальхинче ҫӳлтен хушса Виталий Родионовӑн статьине вырнаҫтарнӑ.

3. Статьяна Валери Туркая кӑтартмасӑр вӑрттӑн вырнаҫтарнӑ. Ку версине ӗнентерекенни — Виталий Родионовӑн статьине епле редакциленипе ҫыхӑннӑ. «Ирӗклӗ сӑмах» версийӗнче статья «„Хыпар" хаçатра февралĕн 27-мĕшĕнче хаçат тĕп редакторĕн...» пуҫланать. «Хыпарта» вара — «Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ пӗр статья...». Валери Туркай, пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, уйӑхсен чӑвашла ячӗсене хирӗҫ. Тата статьяна редакцилекенӗ феврале «кӑрлач» тесе ят панӑ…

4. Шӑв-шав ҫӗклесси. Пирӗн сайтра та хальхи вӑхӑтра тӗпрен илсен пӗр Валери Туркай пирки кӑна сӑмахлаҫҫӗ — сӳтсе яваҫҫӗ, «Хыпар» хаҫат редакторӗн хӑтланӑшӗсем тавра пакӑлтатаҫҫӗ. Тепӗр енчен пӑхсан ку лайах та пулӗ — «Хыпара» чӗрӗ хаҫат пек кӑтартать.

Хӑш версийӗ тӗрӗс — Валери Туркайпа «Хыпар» хаҫат ӗҫченӗсем кӑна пӗлеҫҫӗ пуль. Е, енчен те ҫӳлтен хушнӑ пулсан — влаҫри ҫынсем. Эсир вара хӑвсамӑра кӑмӑла каяканнине суйлама пултаратӑр. Ку статьяна вырнаҫтарса «Чӑваш халӑх сайчӗ» 4-мӗш версине вӑй хушас тӗллевпе лартать :).

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.15 09:07
Миккуль текен каччӑпа килӗшсе ҫапла каласшӑн:Аршинова майра вырӑнне чӑвашсен хастар хӗрачи,спортсменка,Афинӑри Олимпиада призерӗ,тӗнче чемпионӗ О.Иванова каймалла пулса.Мӗншӗн кайманнине хӑйӗнчен ыйтса пӗлӗр.Ман шутпа ытти ГД-ри спортсменсем пекех пит тивӗҫлӗ кандидатура пулсаччӗ. Пӗтӗмлетӳ ҫпла: каймарӗ, халь мӗн сӑмса шывне юхтарса ларас? Ун пек хастаррисем каймарӗҫ те каяс текенсем кам пурччӗ пирӗн? Тен Р.Сарпи, тен А.Уляндина, тен "Овас" фирма хуҫи хастар Муркаш хӗрачи?
Атила // 3913.58.4645
2015.04.15 11:47
Акапасар никама та кунта пӗрлештерме памасть.Саша Осипов пирки ӑна каланӑ.Ҫӗпӗрте пурӑнса нимле программа,канашлу-конференцисӗрех,бюджетри миллионсемсӗрех чӑвашла вӗреннӗ.Акапасар ун ҫине вӗслетет.Хӑйӗн ачи:" папа-мама".Осипова алӑ ҫинче йӑтса ҫӳремелле сан.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.15 12:35
Пӳтсӗр кун пек ҫырма юрамастех,Акасапар хӑта!Осипов ҫинчен-и,Иванов ҫинчен-и?.Сумлӑ ҫын,тӗрӗс калать Атиллӑ хоспочин, нимле конференци,симпозиум,канашлу,совещани,ӑслӑлӑхпа практикӑ вӗренӗвӗсӗрех хисеплӗ Саша Осипов тытнӑ та вӗреннӗ тӑван чӗлхене.Сценӑ ҫинче ӑста калаҫать, Акасапару не чета.
Ют Ҫын // 3455.26.7590
2015.04.15 13:55
Кун пек:- "С.Осипов Телеюрă таврашĕнче çÿрекелесех ватлăхалла сулăнчĕ" -йӗркеллӗ ҫын ҫын ҫырма пултарать и е ҫук? Пурте килте мар пуль кун пек ҫыраканӑн?
Agabazar // 4089.68.6768
2015.04.15 13:57
Agabazar
Ну, мĕнле усă пачĕ "Саша Осипова" чăваш чĕлхине вĕренни, чăвашла калаçни???
Курăсăн, чăвашла вĕренмен, чăвашла калаçман пулсан, тен, халиччен прахвиссăр пулса тăратчĕ пуль! Çапларах вăл пурнăç тени....

Пĕтĕм шанчăк Валери Туркайпа Виталий Родионов юлташсем çине тиенчĕ.

Атила: <<Осипова алӑ ҫинче йӑтса ҫӳремелле сан.>>

Хам та çавнах калатăп вĕт: "Саша Осипова" прахвиссăр туса хумалла, ректора лартмалла, алă çинче йăтса çÿремелле".

Ют Ҫын // 3455.26.7590
2015.04.15 14:21
Agabazar ухмаха пенинчен "нет границ". Мӗн усси кунта Agabazar "чӑвашлӑхшӑн" тесе палкаласа ларнинчен? Никам та курман ку таранччен Agabazar -а!. Кам вӑл е мӗн вӑл?-вӑл неодушествленный предмет пуль?.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.15 20:20
Тахҫанрах Agabazar вӑл "пурнӑҫри мар пулӑм-виртуал" тесе ҫыратчӗ пулмалла.Кунта Осипов ҫинчен хӑйӗнсӗр пит нумай калаҫма юрамаст пулинех,ҫапах "кам вӑл А.Осипов" тенипе ҫырлахма пултараймастӑп. Ман тӑван-пӗтен мар вӑл,унпа ҫывӑх та паллашман.Ҫапах та Agabazar енчен сӑпайлӑх курасса шанас килет.
Agabazar // 1355.73.9782
2015.04.15 21:40
Agabazar
Ют Çын çав тери "одушевленный предмет" тит-ха кунта....
Темшĕн унăн "Саша Осипов" прахвиссăр пулса тăрасран сехри хăпса тухнă. Халлĕхе вара пĕтĕм шанчăк Виталий Родионовпа Валери Туркай çинче.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.16 08:47
Ку Акасапар хӑй профессӑр пулиман та,пӗрмаях "прахвиссăр та прахвиссăр" тет. Мӗн ҫыхланчӗ ҫак прахвиссăр ҫумне? Эп ӑнланнӑ тӑрӑх сӑмахӗ прахвиссăр ҫинчен мар пырать, тӑван чӗлхене вӗренес пулсан вуҫҫех бюджетри миллионсем ҫине шанмасӑрах пулни сӑмах пырать. Вӑт пӗрмаях ухмаха переть,эсӗ студентсене ҫакӑн пек меслетпе вӗрентетни?
Agabazar // 6044.3.1343
2015.04.16 09:32
Agabazar
"...Эп ӑнланнӑ тӑрӑх сӑмахӗ прахвиссăр ҫинчен мар пырать, тӑван чӗлхене вӗренес пулсан вуҫҫех бюджетри миллионсем ҫине шанмасӑрах пулни сӑмах пырать..."

Тĕрĕссипе сăмах Валери Туркай тата Виталий Родионов хоспочынсем çинчен пырать. Иккĕшĕ те влаçшăн шанчăклă çынсем шутланаççĕ. Пĕрремĕшĕ — Путинăн шаннă çынни. Вăл йыша пули-пулмисене илмеççĕ. А статьяна илес пулсан вара... Валери Туркай влаçшăн шанчăксăр çыннăн статйине хаçатра нихçан та пичетлес çук! Эппин Виталий Родионов та влаçшăн кирлĕ çын.

Вăт тупрăмăр хайхи Админ лартнă ыйтăвăн тупсăмне! Ура!


Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, ... 16

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем