Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: «Хыпарта» Виталий Родионовӑн статьине мӗншӗн вырнаҫтарнӑ? Версисем

Аçтахар Плотников25.03.2015 09:5242582 хут пӑхнӑ

Ӗнерхи «Хыпарта» Виталий Родионовӑн «Тăван çирĕ тăванах...» статьине вырнаҫтарнӑ. Унччен Валери Туркая хуравласа ҫырнӑ ҫак статья, аса илтеретпӗр, тӗнче теттелӗнчи «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫатӑн чӑвашла версийӗнче кун ҫути курнӑччӗ. «Хыпар» та ӑна пичетлеме хӑват тупни вара халӑха чӑн та ӗнер калаҫтарчӗ теме пулать. Тӗрлӗ версисем ҫуралчӗҫ ҫынсен. Хайхи эп вӗсемпе сире паллаштарасшӑн (хам илтнисемпе).

1. «Хыпар» плюрализм текен япалана малашне ют мар пулӗ. Ку, паллах, лайӑх та ырӑ япала. Тӗрлӗ шухӑшлӑ ҫынсен статьисене пичетлеме хӑват сахал мар кирлӗ. Уйрӑмах, влаҫ органӗсен шутланакан хаҫатра. Валери Туркайчченхи хаҫатра, Алексей Леонтьев вӑхӑтӗнче, унашкал сас-хурана — «ман статьяна пичетлемеҫҫӗ» текеннине — сахал мар илтнӗ. Ку версийӗн ӗненме йывӑр енӗ «Хыпар» хаҫат влаҫ органӗсен пулнипе ҫыхӑннӑ. Республикӑра ҫавах та плюрализм валли вӑхӑт ҫитеймен-ха тесе шухӑшлатӑп.

2. Валери Туркая хӑратнӑ. Ку версипе иккен Валери Туркай хӑйӗн статьине хӑшӗ-пӗри шухӑшланӑ пек ҫӳлтен хушнипе мар, чун ыйтнипе ҫырнӑ, хисеплӗ Атнер Хусанкая «вараласа» тӑкнӑ. Апла ун тума юраман имӗш, ҫапла май вара хальхинче ҫӳлтен хушса Виталий Родионовӑн статьине вырнаҫтарнӑ.

3. Статьяна Валери Туркая кӑтартмасӑр вӑрттӑн вырнаҫтарнӑ. Ку версине ӗнентерекенни — Виталий Родионовӑн статьине епле редакциленипе ҫыхӑннӑ. «Ирӗклӗ сӑмах» версийӗнче статья «„Хыпар" хаçатра февралĕн 27-мĕшĕнче хаçат тĕп редакторĕн...» пуҫланать. «Хыпарта» вара — «Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ пӗр статья...». Валери Туркай, пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, уйӑхсен чӑвашла ячӗсене хирӗҫ. Тата статьяна редакцилекенӗ феврале «кӑрлач» тесе ят панӑ…

4. Шӑв-шав ҫӗклесси. Пирӗн сайтра та хальхи вӑхӑтра тӗпрен илсен пӗр Валери Туркай пирки кӑна сӑмахлаҫҫӗ — сӳтсе яваҫҫӗ, «Хыпар» хаҫат редакторӗн хӑтланӑшӗсем тавра пакӑлтатаҫҫӗ. Тепӗр енчен пӑхсан ку лайах та пулӗ — «Хыпара» чӗрӗ хаҫат пек кӑтартать.

Хӑш версийӗ тӗрӗс — Валери Туркайпа «Хыпар» хаҫат ӗҫченӗсем кӑна пӗлеҫҫӗ пуль. Е, енчен те ҫӳлтен хушнӑ пулсан — влаҫри ҫынсем. Эсир вара хӑвсамӑра кӑмӑла каяканнине суйлама пултаратӑр. Ку статьяна вырнаҫтарса «Чӑваш халӑх сайчӗ» 4-мӗш версине вӑй хушас тӗллевпе лартать :).

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.22 10:48
Акасапар вӑл чӑвашла ӑнланмасть,ҫавӑнпа та вырӑсла.Разве в первую очередь мы не должны видеть тех,кто эксплуатируя чувашскую тему,кормится(извините за грубость) на на этой ниве?Среди них должна образоваться очередь,чтобы на этот митинг записаться.Акасапар,эсӗ хӑҫан курнӑ Леонтьева хӑй шухӑшпе митинга ҫӳренине? Эсӗ Côte d'Ivoire ҫӗршывӗнче пурнатӑн пулӗ?
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.22 22:11
Agabazar ҫырнине- "Çĕмĕрле вырăсĕсем" умĕнче тÿрре тухмалли нимĕн те çук!"-пит ӑнланма йывӑр. Тӳрре тухмалла мар, хамӑр валли ӗҫсем тумалла пуль. Хамӑрӑн аталанушӑн, малашлӑхшӑн.
Agabazar // 4218.20.6315
2015.04.22 22:47
Agabazar
"Çĕмĕрле вырăсĕсене" таçтан муртан туртса кăлараканĕ Акапасар мар. Вулăр малтан çÿлерех мĕн çырнисене!
Agabazar // 4218.20.6315
2015.04.22 22:47
Agabazar
Кунта мĕн çырмалла-ши тата?
мучук // 2511.74.6322
2015.04.23 00:02
Ман сӗнӲ пур админ валли. Бор текеннине- вырасла ҫырса намӑссӑрланнӑшӑн тата Ҫапла майпа чӑваш сайтне чыссӑрлатнӑшӑн хура списока кӗртмелле! Атьӑр, чӑвашсем,ҫакӑншӑн сасӐлар! Кирлӗ мар пире Вырӑсла ҫырса вӗҫкӗнленекен Борсем!!! Сутӑнчӑк вӑл Ҫав Бор!
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.23 01:05
Тӗрӗс,сутӑнчӑк, тесе кӑшкӑратчӗҫ ЧНК черетлӗ сьездӗнче. Кампанейщина пулса ан кайтӑр. Йӗркипе,паллах,чӑвашла ҫырмалла. Анчах та Долгов текенни те чалт вырӑсла ҫырнӑ.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.23 07:33
Мучук хӑта, малтан эсӗ В.Долгов текен Акташа -"вырасла ҫырса намӑссӑрланнӑшӑн тата Ҫапла майпа чӑваш сайтне чыссӑрлатнӑшӑн хура списока кӗртмелле!"-тесе ҫырма хастарлӑх туп.Тӳрех "сутӑнчӑк" тесе кӑшкӑраканни пирӗн Гена Архипов пурччӗ, шел пулин те "сутӑнчӑк" сӑмах мӗне пӗлтернине ҫӗре кӗриччен хӑй те ӑнланимарӗ пулас.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.23 07:34
Акапасарӗ Кӑмашкапа Адер темине ятарласа "Çĕмĕрле вырăсĕсем" ҫине акцент туса куҫарса ярать. Ухмаха пени ку.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.23 08:52
Мучук, ак кунта вула-ха малтан:"С уважением
Ветеран труда, журналист Владимир Николаевич Долгов (Тимер Акташ).
Чебоксары. Чувашская Республика
13 апреля 2015 г. Вулама пулӑшмалла мар-и?
Атила // 3913.58.4645
2015.04.23 10:18
Мучук,а хӑв ку сайтсӑр пуҫне ӑҫта та пулин тӑван чӗлхепе ҫырса курнӑ-и?.Борӗ ҫырать -ха чӑвашла.Хӗрсе кайсан кӑна ҫичӗют чӗлхи ҫине куҫса каять.Уйрӑмах Акаташа тапӑннӑ чух.

Страницӑсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 16

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем