Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аксар Чунтупай: "Эпир, чӑвашсем, чӑваш пуласшӑн..." конференци йышӑнӑвӗ

Аксар Чунтупай22.12.2014 00:388666 хут пӑхнӑ

Красноармейски районӗнче «Хальхи тапхӑрта чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси тата аталантарасси: ҫивӗч ыйтусем тата малашлӑх» темӑпа ирттернӗ конференци йышӑнӑвӗ

 

1. 2014 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин районӗсемпе хулисен чӑваш чӗлхипе литератури тата тӑван ен историйӗпе культури вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗсене (ассоциацийӗсене) ертсе пыракансен Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ «Чӑваша – чӑваш чӗлхи кирлӗ…» форумӗн резолюцине ырласа йышӑнас.

 

2. Красноармейски район администрацийӗн вӗренӳ пайне районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентмелли сехет шутне сыхласа хӑварма ыйтас.

 

3. Вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗпе шкул директорӗсене 6 кунлӑх вӗренӳ эрнине сыхласа хӑварма ыйтас.

 

4. Вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗпе шкул директорӗсене малашне чӑваш шкулӗсенче вӗренӳ планӗн 4-мӗш варианчӗпе, вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенче 3-мӗш варианчӗпе усӑ курма сӗнес.

 

5. Районти шкулсенче тӑван ен историйӗпе культурине май пур таран предмет шайӗнчех вӗрентме ыйтас.

 

6. Районти шкулсенче малашне те хальхи орфографипе усӑ курса вӗрентме сӗнес.

 

7. Вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗпе шкул директорӗсенчен чӑваш чӗлхине тивӗҫлӗ шайра вӗрентме майсем туса пама, Федерацин патшалӑх вӗренӳ стандартне туллин пурнӑҫа кӗртме чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсене компьютерпа тата ытти техника хатӗрӗсемпе тивӗҫтерме ыйтас.

 

8. Вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенче класра ача йышӗ 20-рен иртет пулсан вӗренекенсене икӗ ушкӑна пайласа вӗрентесси ҫирӗп йӗрке пулмаллине палӑртас.

 

9. Районти шкулсен администрацийӗсене шкулсене чӑвашлӑх сӑнӗ кӗртме ыйтас. Шкулсенче курӑмлӑ вырӑнта Раҫҫей Федерацийӗн, Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем тата Красноармейски район символӗсем (гимн, герб, ялав) чӑвашла тата вырӑсла пулмаллине палӑртас. Класс тулашӗнчи ӗҫсемпе уявсене тата ашшӗ-амӑшӗсен пухӑвӗсене чӑвашла ирттерме тата халӑх ӑслӑлӑхӗпе халӑх вӗрентӗвне (этнопедагогикӑна) тӗпе хурса йӗркелеме сӗнес.

 

10. Районти шкулсенче ӗҫлекен чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсене, класс ертӳҫисене ачасене Раҫҫей Федерацийӗн, Чӑваш Республикин тата Красноармейски районӗн Гимнӗсен тексчӗсене вӗрентме сӗнес.

 

11. Вӗренӳ пайӗн информаципе методика центрӗ ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен творчествӑлла ушкӑнӗпе методика пӗрлешӗвне, ЧНКан Красноармейскинчи уйрӑмне, культура учрежденийӗсен ӗҫченӗсене 2015 ҫулта Раҫҫейре иртекен литература, Чӑваш Республикинче иртекен К.В.Иванов ҫулталӑкне тата нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери Тӑван чӗлхе кунне халалласа курӑмлӑ ӗҫсем йӗркелесе ирттерме сӗнес.

 

12. Чӑваш Республикин вӗренӳ институтне ача сачӗсемпе шкул умӗнхи вӗренӳ организацийӗсен воспитателӗсемпе методисчӗсем валли чӑваш чӗлхине вӗрентме пулӑшакан ятарлӑ программӑсем, методика кӑтартӑвӗсем, сӑвӑ-юрӑ, вӑйӑ-кулӑ кӗнекисем хатӗрлесе пама ыйтас.

 

13. Районти шкулсенче музыка предметне вӗрентекен специалистсем ҫитменнине палӑртас, районти ӳнер шкулӗнче ҫак енӗпе профориентаци ӗҫне вӑйлатма сӗнес.

 

14. Районта тухса тӑракан „Ял пурнӑҫӗ” хаҫатра ашшӗ-амӑшӗсем валли тӑван чӗлхе пӗлтерӗшне, унӑн пуплев тасалӑхне тата пурнӑҫри витӗмлӗхне ҫутатса паракан статьясем пичетлеме сӗнес.

 

15. Радиопа телевиденире чӑваш чӗлхипе литератури тата ача-пӑча валли чӑвашла хатӗрленӗ кӑларӑмсен йышне ӳстермеллине, Чӑваш Республикин мӗн пур чӑваш хули-ялӗнче Чӑваш наци телевиденийӗн кӑларӑмӗсене цифрӑланӑ хумсемпе курма май туса памаллине ырлас.

 

16. Районти географи обьекчӗсен ячӗсене, пур учрежденипе организацисен, предприятисен ячӗсене, ҫул паллисемпе кӑтартмӑшсене, аслӑ ҫул хӗрринчи кӑтарту хӑмисем ҫинчи ял ячӗсене чӑвашла та, вырӑсла та ҫырасси ҫирӗп йӗркепе пулса пымаллине палӑртас, чӑваш чӗлхипе ҫырнӑ ятсенче асӑрхамасӑр хӑварнӑ йӑнӑшсенчен хӑтӑлас тӗллевпе ятарлӑ тӗрӗслев витӗр кӑларас.

 

17. Конференци йышӑнӑвне пурнӑҫа кӗртессине йӗркелесе тата сӑнаса тӑмашкӑн районта Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗ ҫумӗнче обществӑлла майпа ӗҫлекен Чӑваш чӗлхи комиссине йӗркелес.

 

 

2014 ҫулхи раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗ, Красноармейски (Трак)

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3474.92.4753
2014.12.23 12:50
Agabazar
"Чăн чăваш", "Çапла пултăр!" текеленипех пулмасть çав вăл....
Васса // 1121.85.9008
2014.12.23 16:38
Аван йышăнусем,ним туманни те мар ĕнтĕ.
Agabazar // 7012.9.3218
2014.12.23 18:48
Agabazar
Цитата:<<17. Конференци йышăнăвне пурнăçа кĕртессине йĕркелесе тата сăнаса тăмашкăн районта Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕ çумĕнче обществăлла майпа ĕçлекен Чăваш чĕлхи комиссине йĕркелес.>>

Траксем хăйсене уйрăм чĕлхе туса хурасшăн-шим вара. Ку мĕн мерекки? Ку япалапа "çапла пултăр!" тесе мухтанма май çук! Ытти чăвашсенчен уйрăласшăн-шим?
2014.12.23 19:13
Аксар Чунтупай
"Конференци йышăнăвне пурнăçа кĕртессине йĕркелесе тата сăнаса тăмашкăн районта Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕ çумĕнче обществăлла майпа ĕçлекен Чăваш чĕлхи комиссине йĕркелес."

Мĕн ăнланмалла мар вара кунта? Районти лару-тăрăва сăнаса тата йĕркелесе тăма тенĕ. Уйрăм чĕлхе çинчен никам та калаçмасть...
2014.12.23 19:16
Аксар Чунтупай
Çынсем чăваш чĕлхи пуласлăхĕшĕн кулянса мĕн те пулин тăвас-ха теççĕ, Акапасар вара çакăнта шăл йĕрсе ларать...
2014.12.23 19:19
Аксар Чунтупай
Çапла пултăр тенине те хăйне май ăнланать... Хăй чăваш пулнине манса кайнă манкурт тейĕн..
Agabazar // 7012.9.3218
2014.12.23 19:19
Agabazar
Ятне кăшт урăхларах памалла пулнă... (Комисси ячĕ пирки калатăп).

Чĕлхе Комиссийĕ Шупашкарта. Вăл пĕтемĕшле çул-йĕре палăртассипе ĕçлет. Траксен хăйне уйрăм çул пулма пултарайасть.

Мĕн шăл йĕрни ĕнтĕ. Сирĕн вара, программăра вуласа та пулин тухакансене, тав тавас пулать. Вуласа тухнăшăн пурне те тавтапуç!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.23 20:21
Аксар Чунтупайпа йăлтах килĕшетĕп.Малтанласа ытлах ăнланаймарăм эпĕ Аксара(хам Акасапар шăл йĕрни çинчен çырнă чухне).Эпĕ те уш çулталăк çыратăп Акасапар шăл йĕрни çинчен.Тупăннă çул кăтартакан "çулпуç". Тытса туса кăтарт пĕр чĕптĕм.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.23 20:25
Акасапар текен "çулпуç",куратни мĕн хăтланать Одессă,Николаев,Херсон тата ытти вырăнсенче(çулсене хупса хураç, администрацисене хупăрлаç), а эпир кун çинчен асăрхаттарнă çулталăк каярах.Уш укропсем кăшкăраççĕ:"меньше надо было скакать на майдане".
Agabazar // 2780.66.0558
2014.12.23 20:54
Agabazar
<<6. Районти шкулсенче малашне те хальхи орфографипе усă курса вĕрентме сĕнес.>>

Епле сĕнес? Çапла калани сĕнÿ мар, хушу пулма тивĕçлĕ.

Эп хам та яланах çапла шаккаса тăратăп:"Пăхăнăр çырулăх йĕркевĕсене!" Епле-ха унсăрăн?

Страницӑсем: 1, 2

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем