Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Ҫӗршыва уйӑрма пӑрахӗҫ пулмалла

Аçтахар Плотников29.10.2014 19:3011264 хут пӑхнӑ

Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнелле вӗрет теҫҫӗ те, ак, Туркай та «Хыпарта» ҫӗнӗ йӗрке тума пуҫланӑ пулас.

Патшалӑх шайӗнче тахҫанах ҫӗршыв саланасран хӑраса ятарлӑ саккунсем кӑларчӗҫ, тӗрмепе хӑратма пикенчӗҫ. Апла-и, капла-и, пирӗн хӑш-пӗр «ӑслӑ» пуҫсем чӗлхери «ҫӗршыв» сӑмаха уйрӑм ҫыртарма пикенчӗ: «ҫӗр-шыв». Дефисӗ пӗр енчен уйрӑм ҫырни мар та-ха, анчах ҫав-ҫавах сӑмаха вуланӑ чухне татнӑ-вакланӑ сӑмахсене ҫӗвӗпе ҫыхӑнтарнӑ евӗрехччӗ. Апла ҫыртарни самай тавлаштарчӗ хӑй вӑхӑтӗнче, хаҫатра та темиҫе статья пичетленсе тухрӗ.

Халь ӗнтӗ, Туркай килнӗ хыҫҫӑн, ку сӑмаха хаҫатра пӗрле ҫырма пуҫланӑ пулас. Кӑна ак ҫак статяна тишкерсен курма пулать: http://hypar.ru/cv/vereny-tytame-by ... itlehenchen-hatale-i . Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх хаҫатра майӗпен ытти сӑмахсене те пӗрлештерӗҫ имӗш (пӗри ҫакӑншӑн Туркай патне кӗрсех алӑ парса тав тунӑ имӗш). Мӗнех, хамӑр енчен, ку пулӑма эпир ырлатпӑр кӑна.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Migulaj // 3567.81.9202
2014.10.29 20:53
Çĕршыв, Патăръел сăмахсене Леонтьев, Андреев урăхла çыртарас саккунсене улăштарчĕç. Вĕсене киревсĕр тесе каласан Акапасар хӳтĕлет çав --- -- - - -- .
Якур // 5757.9.5853
2014.10.29 21:36
Админ хăта! Çĕршыв саланнинчен савăнма хатĕрленсе лараканнисем нумайăн иккен вĕсем.
2014.10.29 21:49
Аçтахар Плотников
Эс ман текстра çавна куратăн-и? Ăçта ман савнăçĕ?
Agabazar // 1616.03.7601
2014.10.29 22:18
Agabazar
Migulaj // 3567.81.9202 2014-10-29 20:53 <<Çĕршыв, Патăръел сăмахсене Леонтьев, Андреев урăхла çыртарас саккунсене улăштарчĕç.>>

Ку—халлап. Улăштарман.


Правилăсен тексчĕсенче пĕрле çырма чарни пачах та çук. Чараканни — правилăсем мар, икĕ урапа утса çурекен çынсем.
Agabazar // 1616.03.7601
2014.10.29 22:23
Agabazar

Ĕнтĕ Туркайăнне, кунашкал пуçарушăн, ытти çылăхĕсене каçарма та пулать


Çапах та çакна асăрхарăм: "Хыпарта" паянхи кун та халĕччен çыраççĕ. "ХалИччен" тесен аванрах пулмалла.
2014.10.29 22:24
Аçтахар Плотников
Акапасар, чĕлхе комиссийĕнче çав çынсемех леш хайхи примечанине пĕтересси пирки калаçатчĕç... Пĕрле çырма параканни правилăсенче ан пултăр тесе.
2014.10.29 22:26
Аçтахар Плотников
Акапасар, анчах правилăсенче пĕрле те уйрăм та çырма юрать темен. Унта примечанинче кăна... «иккеленӳллĕхе пĕтерме» пĕрле çырма юрани пирки асăннă.

Страницӑсем: 1, 2, [3]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем