Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Ҫӗршыва уйӑрма пӑрахӗҫ пулмалла

Аçтахар Плотников29.10.2014 19:3011263 хут пӑхнӑ

Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнелле вӗрет теҫҫӗ те, ак, Туркай та «Хыпарта» ҫӗнӗ йӗрке тума пуҫланӑ пулас.

Патшалӑх шайӗнче тахҫанах ҫӗршыв саланасран хӑраса ятарлӑ саккунсем кӑларчӗҫ, тӗрмепе хӑратма пикенчӗҫ. Апла-и, капла-и, пирӗн хӑш-пӗр «ӑслӑ» пуҫсем чӗлхери «ҫӗршыв» сӑмаха уйрӑм ҫыртарма пикенчӗ: «ҫӗр-шыв». Дефисӗ пӗр енчен уйрӑм ҫырни мар та-ха, анчах ҫав-ҫавах сӑмаха вуланӑ чухне татнӑ-вакланӑ сӑмахсене ҫӗвӗпе ҫыхӑнтарнӑ евӗрехччӗ. Апла ҫыртарни самай тавлаштарчӗ хӑй вӑхӑтӗнче, хаҫатра та темиҫе статья пичетленсе тухрӗ.

Халь ӗнтӗ, Туркай килнӗ хыҫҫӑн, ку сӑмаха хаҫатра пӗрле ҫырма пуҫланӑ пулас. Кӑна ак ҫак статяна тишкерсен курма пулать: http://hypar.ru/cv/vereny-tytame-by ... itlehenchen-hatale-i . Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх хаҫатра майӗпен ытти сӑмахсене те пӗрлештерӗҫ имӗш (пӗри ҫакӑншӑн Туркай патне кӗрсех алӑ парса тав тунӑ имӗш). Мӗнех, хамӑр енчен, ку пулӑма эпир ырлатпӑр кӑна.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 4176.37.5071
2014.10.31 13:31
Agabazar

Парламент сăмахсене пĕрле çырма чармасть.


Чарасах тесен, парламент ертÿçисен çав ыйтăва кун йĕркине кĕртмелле, сасăлаттарса йышăну тумалла, алă пусса çирĕплетмелле. Çак самант патне çитме — çав тери инçе.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.10.31 19:50
Акасапар:"Кăна вара Парламент çеç пĕтерме пултарать."-ку сăмахсене Акасапар мĕлки çырнă-им?
Акасапар:"Çак самант патне çитме — çав тери инçе."- паллă инçе, эс каламасăрах!
Agabazar // 2878.48.9976
2014.11.07 21:46
Agabazar
Кун ячĕсене (тунтикун, ытларикун, юнкун, ...) пĕрлештерме ĕлкĕреймен-ха В.Туркай.

Куçăхтарас марччĕ çеç.

Ку, ман шутпа, ыран-виçмине пулмалли япала. Унсăрăн тĕнчере нимле тĕрĕслĕх те çук теме тивет.
Михаил Волков // 3714.41.4848
2014.11.09 22:49
Орфографие улăштаракансем унчухнехи Тĕпчев институчĕн планĕпе ĕçленĕрен пусахласах хăйсен сĕнĕвĕсене "Хыпар" редакторĕпе канашăн халăха вĕрентес ĕç комиссийĕн председателĕ хÿттипе усă курса йышăнтарчĕç. Аран çеç "пĕрле çырма та юрать" тенĕ асăрхаттарăва кĕрттерме май килчĕ. Вулакансем çыракансене ăнланайччăр тесен чĕлхерен мăшкăлаттармалла марах ĕнтĕ."Çырассине çăмăллатар!" текенсем вуласа еплерех ăнланассине шута илесшĕн пулмарĕç.
Agabazar // 3335.65.6157
2014.11.10 02:48
Agabazar
Михаил Волков,
Тем пысăкăш тавтапуç сире леш хайхи мухтавлă, легендăсене кĕрсе юлнă асăрхаттарăва кĕрттерсе хăварма пултарнăшăн.

Шăпах çав асăрхаттару ĕнтĕ пире халь мĕнпур йывăрлăхран тухма пулăшать.

Кам кристаллсем çинчен кăштах та пулсан вĕренсе курнă (калăпăр, вăтам шкулта), çавă пĕлет: Унта затравка текен ăнлав пур. Хайхи асăрхаттару шăпах çавнашкал затравка майлă. Ун тавра çырулăхăн кристаллизацийĕ аталанать. Çапла пултăр! Пурне те вăй патăр!

http://metallurgy_dictionary.academ ... 717/ЗАТРАВКА
Agabazar // 3335.65.6157
2014.11.10 02:53
Agabazar

Чыс та мухтав Михаил Волков юлташа хайхи-майхи асăрхаттарушăн!

Михаил Волков // 2062.58.9188
2014.11.10 22:37
Чысĕ-мухтавĕ хăямата. Хамăр чĕлхепе темле ăслăлăх ĕçĕ те çырма пулать. Вăл авалтан çавтери аталаннă çырулăх чĕлхи пулнă тесен те йăнăш пулмĕ. Çакă ăна ытти чĕлхесемпе тĕплĕн талаштарсан уçăмлăн курăнать. Мана спамçă ан тейĕр. Каланине çирĕплетме пин-пин тĕслĕх "алайĕнчех". Пирĕн чĕлхепе мал енри халăхсен чĕлхисем анчах мар, кай енчисеннисем те хурăнташлă. МАНАР МАР: НАЦИ Е ÇЫРУЛĂХ ЧĔЛХИСЕМ - КОНСТРУКТСЕМ. Вĕсене ăста ăсчахсем авалхи чĕлхе вуллинчен папкалантарса-уйăрса тунă.
Вихтăр // 3674.43.2379
2014.11.11 13:10
Салам хисеплĕ Акапасар,Админ тата М.Волков!
Манăн ыйтăва татса пама пулăшăр-ха, тархасшăн.
Чăвашла куçармалла:" Открытое акционерное общество "Системный оператор Единой энергетиче6ской системы".
Представительство ОАО "СО ЕЭС" в Чувашской Республике-Чувашии.
Мĕнле пек, çăмăллăх пур и пĕр сехет хушшинче?
Малтанах тав сăмахĕ калатăп.
Agabazar // 8198.3.3499
2014.11.11 19:04
Agabazar
Паллах ĕнтĕ, куçарусем тĕлĕшпе калама асăннă сайтташсем çеç мар, ыттисем те пултараççĕ.

"Пĕрлешÿллĕ энергетика тытăмĕн системăлла операторĕ" акционерсен уçă пĕрлĕхĕ.

Вырăсла аббревиатурăсене сыхласа хăварма сĕнетĕп. Çавна кура иккĕмĕш текст валли ак çакăн пек: "СО ЕЭС" ОАОн Чăваш Республикинчи—Чăвашьенри Представительстви. Паллах, "представительство" тенине урăхла каласан аванрах. Ун пирки те шутласа пăхăпăр. Аббревиатурасене те чăвашлатма пулать ĕнтĕ: "ПЭТ СО" АУПĕн....

Чăн та, хайхи "пĕр сехет хушши" текенни кунта тахçанах иртсе кайнă ĕнтĕ...
Agabazar // 8198.3.3499
2014.11.11 19:25
Agabazar
Шутларăм та, "представительство" сăмаха ваксăпат теме май пур пек туйăнчĕ.

Çапла вара пирĕн пĕтĕмĕшле сĕнĕве те палартма пулать. "ПЭТ СО" АУПĕн Чăваш Республикинчи—Чăвашьенри Ваксăпачĕ.

Ман ăнланусем тăрăх, чăвашла текстăн юридицилле вăйĕсем çукрах. Эппин ăна (чăвашла текста) самаях ирĕклĕн йĕркелеме пулать. Пÿлсе тăракан чараксем çук. Тавтапуç тăнланăшăн.

Страницӑсем: [1], 2, 3

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем