Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.7 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи спорт мероприятийӗсенче мӗншӗн-ха чӑваш чӗлхипе усӑ курас мар?

Аçтахар Плотников28.09.2014 12:565737 хут пӑхнӑ

Пирӗн тӳре-шарашӑн чӑваш чӗлхи тем тесен те кирлӗ мар. Тутарстанрисемпе танлаштарсанах пысӑк уйрӑмлӑх куратӑн. Вӗсен сайчӗсем те тутарла туллин калаҫаҫҫӗ, мероприятисенче те тутар чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ. Ав, пӗлтӗр универсиада иртнӗччӗ. Пысӑк спорт мероприятин сайтне вара акӑлчанлипе вырӑсла версисӗр пуҫне тутарла та хатӗрленӗччӗ. Шкулсенче те вӗсем тутарла вӗрентес тесе тӑрӑшаҫҫӗ, Раҫҫей министрӗсем ҫӳлтен «хушаҫҫӗ» пулсан та вырӑнта, хӑйсем патӗнче, майсем тупаҫҫех.

Шупашкарта Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи мероприятисем сахал мар иртеҫҫӗ. Анчах вӗсенче пирӗннисем нихӑҫан та чӑваш чӗлхине кӗртмеҫҫӗ. Раҫҫей шайӗнчи пулсан пушшех те вырӑсла кӑна пӗтӗмпех иртет. Ак, ҫитес вӑхӑтра «Россия — спортивная держава» (чӑвашла ӑна «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» тесе куҫарнӑ-ха) пӗтӗм тӗнчери спорт канашлӑвӗ иртмелле. Анчах ниӑҫта та чӑвашла ҫырман. Вырӑсла ҫырнӑ, акӑлчанла — пур. Чӑвашла вара, вӗттӗн те пулин, ҫук. Ҫырас та ҫук.

Мӗншӗн ҫырмаҫҫӗ? Вырӑссемшӗн (мероприятие вӗсем йӗркелеҫҫӗ-ҫке) хӑйсен халӑхӗ пуҫсӑр вӗсенчен аслӑраххисем пур (акӑлчансем пек) тата вӗтӗреххисем, вӗсен шухӑшӗпе ҫителӗклӗ шая ҫитейменнисем. Пире чӑвашсене ҫапларах кураҫҫӗ те вӗсем. Ӗлӗкех ҫапла пулнӑ та вӗсен юнӗнчен ҫак япала ниепле те тухаймасть. Толерантность, пур халӑх та пӗртан тени пирки вӗсем хӑлхана та чикесшӗн мар (ара апла шухӑшлама пуҫласан вӗсен шухӑшӗпе, пӗтрӗ пуҫ, Раҫҫей арканать-ҫке!). Чӑвашӗсене илес пулсан — кусем (кунта тӳре-шарасем пирки сӑмах) вара влаҫӑн вертикальне питӗ лайӑх кӗрсе ларнӑ. Ҫемҫе пукан тупнӑ та ҫӳлтен мӗн хушаҫҫӗ ҫавна пурнӑҫлаҫҫӗ. Хӑйсем ҫӗнни нимӗн те шухӑшласа та кӑларасшӑн мар, хӑйсен ирӗкне тӑвасшӑн та мар (ирӗкӗ ҫук мар-ха пуль, анчах вӑл пӗтӗмпех хӑйсен хӑтлӑ пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ пулас). Ҫавӑнпа та вӗсен пуҫӗнче «ав ҫав баннер ҫине чӑваш сӑмахӗсене те ҫырса хума пулать-ҫке», текен шухӑш пырса та кӗрес ҫук. Хушаҫҫӗ физкультура урокӗсене нумайлатма — хушаҫҫӗ (чӑваш чӗлхинчен туртса илсе), хушаҫҫӗ вырӑс чӗлхине ытларах вӗрентме — аяларахрисем патне ҫитереҫҫӗ (<a href='http://chuvsite.ucoz.ru/uch.pdf'>тӑван ен культурин сехечӗсене пӗтерсе). Вырӑссен толерантноҫӗ ҫук пулсан, чӑвашсен вара — туллиех. Мӗн тӑвас, чӑваш яланах ҫапла пулнӑ — хӑй ҫиес ҫӑкӑрне ним мар хӑнине тыттарать.

Ҫапла май, малтан илсе кӑтартнӑ тутарсемпе танлаштарсан вӗсен пуласлӑхӗ пурри пирки пӗрре те иккеленме май ҫук, пирӗннисем пирки каласан вара, енчен те малашне те ҫапларах хӑтлансан — пӗр 100 ҫултан пирӗн пирки йӗр пӗр кӗнекесенче кӑна юлӗ. Ҫук, 20-30 ҫултанах пӗтместпӗр, анчах малашлӑхри халӑх кун-ҫулӗ иккеленӳллӗ. Вӑранмасан.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Migulaj // 1088.71.3534
2014.09.28 14:18
Вăхăт иртет. Эпĕ ун пирки миçе çул каялла çырнăччĕ.
2014.09.28 15:10
Аçтахар Плотников
Çырнипе кăна усси çук çав. Пирĕн сайтрах чăваш чĕлхине хĕсни пирки миçе хут хĕрӳ калаçу пуçăнман пуль? Вăхăт иртнĕ çем лару-тăру япăхланса кăна пырать.
Agabazar // 9286.5.4094
2014.09.28 15:37
Agabazar
Migulaj // 1088.71.35342014-09-28 14:18 <<Вăхăт иртет. Эпĕ ун пирки миçе çул каялла çырнăччĕ.>>

Юрĕ, Микулай кун пирки тахçанах çырнă тесе ăна уншăн МЕДАЛЬ парăпăр....
Migulaj // 1088.71.3534
2014.09.28 16:42
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: тепĕр хутшăнакана кӳрентерни
Migulaj // 1088.71.3534
2014.09.28 21:24
Акапасара Вырăс Ен орденне памалла. Мĕншĕн тесен вăл вырăссен кутне çула...а юратать.
2014.09.30 19:35
Аксар Чунтупай
Акапасарăн анархистсен партине йĕркелесе реестра çырăнмалла...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем