Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аксар Чунтупай: Каллех чӑваш чӗлхине тапӑнаҫҫӗ

Аксар Чунтупай25.09.2014 17:3317712 хут пӑхнӑ

Красноармейскинче пуҫламӑш классенче чӑваш чӗлхи вӗрентме пӑрахаҫҫӗ иккен. Ку хыпара илтсен тӗлӗнсе хытса кайма пулать. Суя пуль ку тетӗн. Чӑваш районӗнче чӑвашла вӗрентме чараҫҫӗ те... Ҫук иккен, чӑнах. Вӗрентӳ пайӗнчи канашлу хыҫҫӑн шкул директорӗсем васкасах вӗренӳ программисене улӑштарма васканӑ: вырӑс шкулӗн пуҫламӑш класӗсенче чӑваш чӗлхин пӗр сехетне те хӑварман, чӑваш шкулӗн 5-мӗш класӗнче чӗлхе урокӗсен шутне чакарнӑ. Ку ҫеҫ те мар: 5-9 классенчи тӑван ен культурин урокӗсене те пӑрахӑҫланӑ. Расписание улӑштарса ҫакма та ӗлкӗрнӗ. Мӗн ку? Мускав хушать-и е хамӑр "ӑсран тайӑлатпӑр"? Е хамӑр хамӑра пӗтеретпӗр? Вӗрентӳ министерстви ирӗк парать пулсан, ку тата та тӗлӗнмелле... Чӑваш халӑхне хирӗҫ тунӑ тӑшман сӑтӑрӗ (диверсийӗ) вырӑнне хума пулать кӑна...

 

Постскриптум: Чӑваш чӗлхин урокӗсене ырӑ ҫынсем тӑрӑшнипе каялла тавӑрнӑ, анчах тӑван ен культури урокӗсем ҫав шайрах (пӗр сехет те ҫук) юлнӑ теҫҫӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2014.09.27 21:09
Аксар Чунтупай
Ман чуна никам та илеймĕ - эпĕ нихăçан та сутăнман... Анархист Акапасар куншăн савăннишĕн вара ним тĕлĕнмелли те çук-ха...
Agabazar // 4282.51.9704
2014.09.27 21:27
Agabazar
Акапасар иккен-ха ку, Трак ачисене чăвашла вĕрентме пăрахнишĕн савăнаканни....
Agabazar // 4476.9.6528
2014.09.28 14:23
Agabazar
Ĕнтĕ чăвашăн пĕртен-пĕр савăнăç çеç тăрса юлать: "Крым пирĕн!" тесе каçса кайса хĕпĕртесси.
2014.09.28 15:50
Аксар Чунтупай
Крым чăваш чĕлхине нихăш енчен те тĕкĕнмест вара, Акапасар хăта...
Agabazar // 4476.9.6528
2014.09.28 16:16
Agabazar
Эп "тĕкĕнет" тесе каларăм-и? :-(
Эп каларăм "Крым пирĕн" пулса тăни чăвашшăн чăтма çук пысăк савăнăçа çаврăнни пирки. Çавă çеç.
Agabazar // 2616.15.9234
2014.09.28 22:35
Agabazar
Аксар Чунтупай // 3237.53.8866
2014-09-28 15:50 <<Крым чăваш чĕлхине нихăш енчен те тĕкĕнмест вара, Акапасар хăта...>>

Крым пĕтĕм тĕнчене кисретет те, чăваша тĕкĕнмест имĕш. Пулма пултарать-и çавнашкал? Пурнăç çине, йĕри-тавралла, çаврăнса пăхăр та курăр: тĕкĕнмест-и унта е тĕкĕнет-и?...
2014.09.29 20:27
Аксар Чунтупай
Ан савăн, Акапасар, чăвашлăхшăн тăрăшакансем çине тăнипе ку киревсĕрлĕхе пăрахăçланă... Чăваш чĕлхи урокĕсене каялла тавăрнă.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем