Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аксар Чунтупай: Каллех чӑваш чӗлхине тапӑнаҫҫӗ

Аксар Чунтупай25.09.2014 17:3317711 хут пӑхнӑ

Красноармейскинче пуҫламӑш классенче чӑваш чӗлхи вӗрентме пӑрахаҫҫӗ иккен. Ку хыпара илтсен тӗлӗнсе хытса кайма пулать. Суя пуль ку тетӗн. Чӑваш районӗнче чӑвашла вӗрентме чараҫҫӗ те... Ҫук иккен, чӑнах. Вӗрентӳ пайӗнчи канашлу хыҫҫӑн шкул директорӗсем васкасах вӗренӳ программисене улӑштарма васканӑ: вырӑс шкулӗн пуҫламӑш класӗсенче чӑваш чӗлхин пӗр сехетне те хӑварман, чӑваш шкулӗн 5-мӗш класӗнче чӗлхе урокӗсен шутне чакарнӑ. Ку ҫеҫ те мар: 5-9 классенчи тӑван ен культурин урокӗсене те пӑрахӑҫланӑ. Расписание улӑштарса ҫакма та ӗлкӗрнӗ. Мӗн ку? Мускав хушать-и е хамӑр "ӑсран тайӑлатпӑр"? Е хамӑр хамӑра пӗтеретпӗр? Вӗрентӳ министерстви ирӗк парать пулсан, ку тата та тӗлӗнмелле... Чӑваш халӑхне хирӗҫ тунӑ тӑшман сӑтӑрӗ (диверсийӗ) вырӑнне хума пулать кӑна...

 

Постскриптум: Чӑваш чӗлхин урокӗсене ырӑ ҫынсем тӑрӑшнипе каялла тавӑрнӑ, анчах тӑван ен культури урокӗсем ҫав шайрах (пӗр сехет те ҫук) юлнӑ теҫҫӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2237.42.6103
2014.10.15 23:40
Agabazar
Аксар Чунтупай // 2794.40.7346 2014-10-15 23:08: <<Район шайĕнчи пĕр чиновник хăй патне чĕнсе илчĕ,>>

"Чĕнсе илме" право пур-и вара вăл тиекĕн?

2014.10.15 23:46
Аксар Чунтупай
Сăлтавне каламасăрах чĕнсе илчĕ. Эпĕ ун ведомствинче ĕçлетĕп те... Хăй вара ман пек чăвашах...
Migulaj // 3159.85.1671
2014.10.17 16:41
"право" сăмаха чăвашла çырма сĕнни - Акапсара кӳрентерни пулмасть-ши?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.10.17 18:52
Микулай хăта! Мĕнле кун пек çырма пултаратăн? Его величество-Акасапар мĕнле çырать,çапла тĕрĕс пулать!Çакна яланах Ăсра тытмалла.Мы говорим Акасапар-подразумеваем ИСТИНУ,мы говорим истина-сразу же подразумеваем АКАСАПАРа.Паллах,Право сăмаха чăвашла çырма ыйтни Акасапара кÿрентерни пулатех ĕнтĕ.Мĕнле чăтса ирттерĕ-ши ку кÿрентерĕве Акасапар?
Migulaj // 3159.85.1671
2014.10.17 19:00
Ăнлантăм.
Agabazar // 3235.99.4928
2014.10.17 20:53
Agabazar
Migulaj // 3159.85.1671 2014-10-17 19:00: <<Ăнлантăм.>>

Чăннипе вара нимĕн те ăнланман эсир.
Курăр-ха, этем темĕнле право сăмаха курнă та унпа чăлханса ларать... Çав вăхăтрах борăн çырăвĕнче пăтă çăрăлнине курмăш пулса тăрать.

Ак мĕнлерех пăтă вăл: <<Его величество-Акасапар ....Мы говорим Акасапар-подразумеваем ИСТИНУ,мы говорим истина-сразу же подразумеваем АКАПАСАРа>>

Сăмса айĕнчине курмалла чăн малтан.
Якур // 6423.4.8670
2014.10.17 21:12
Хам сăмаха каласа хурам-ха.Бор текен каччă хăй чăвашла-вырăсла пăтраштарнине ытлах сивлемест вĕт.Акапасар текен каччă вара хăйне чăвашсен ялавĕ вырăнне хурать.Çавăнпа унран ытларах ыйтма хăтланаççĕ Микулайпа Бор. Ман шутпа ним те йывăрри çук кунта. Пĕр вăхăтра ЧНК çумĕнче çÿрекен Архиппăф та чăваш чĕлхине хÿтĕлеме "100 пин çын автобуссемпе илсе килетĕп" тетчĕ те. Илсе те килеймерĕ, халь хăй те ниçта тухмасть. Ун пеккисен "хăмпă" теççĕ пулĕ.
Migulaj // 3159.85.1671
2014.10.17 21:25
Тавах Акапасара манăн куçа уçнăшăн.
Agabazar // 3235.99.4928
2014.10.17 22:29
Agabazar

"Право" — чăн-чăн чăваш сăмахĕ. 100%!

Agabazar // 3235.99.4928
2014.10.17 22:29
Agabazar
Право сăмах пирки: http://termin.chv.su/term/2813.html

Çавăн пекех ак çакăнта пăхăр: http://samah.chv.su/s/право

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем