Ачаран юратса ӳснӗ, вилӗмсӗр совет мультфильмӗсенчи сӑнарсен ячӗпе хӑш актер калаҫнине пурте пӗлмеҫҫӗ-тӗр. Ачасене кӑна мар, аслисене те кӑсӑклантаракан ҫав фильмсенчи чӗрчунсене паллӑ та чаплӑ артистсем «калаҫтарнӑ». Ҫавсен шутӗнче Василий Ливанова, Евгений Леонова, Олег Анофриева, Юрий Никулина, Анатолий Папанова тата ыттисене асӑнмалла. Мультфильмсенчи сасӑсене пула та кинокартинӑсем ят ҫӗнсе илнӗ теме юрать пулӗ. Акӑ, Фрекен Бока Фаина Раневская, Кеша попугая Геннадий Хазанов калаҫтарман пулсан асӑннӑ сӑнарсене урӑх сасӑпа йышӑнаяссӑн та туйӑнмасть. Теприсем шучӗпе сӑнарсемпе актерсем тахӑш енчен пӗр пекрех те.
Мультфильмра сысна ҫурине Ия Саввина калаҫтарнӑ, Винни Пуха – Евгений Леонов.
Бобик – Юрий Никулин.
Упа – Борис Андреев.
Шеф – Леонид Броневой.
Рома – Роман Филиппов.
Фрёкен Бо – Фаина Раневская.
Шапокляк – Владимир Раутбарт.
Гена крокодил — Василий Ливанов.
Слон ҫури – Михаил Козаков.
Пӗчӗк Вова – Рина Зеленая.
Палламанскер – Алексей Грибов.
Алиса – Марина Неелова.
Вася – Михаил Кононов.
Кашкӑр – Армен Джигарханян.
Йытӑ – Георгий Бурков.
Асанне – Борис Владимиров (Авдотья Никитична).
Печкин почтальон – Борис Новиков.
Матроскин кушак аҫи – Олег Табаков.
Вӗрентекен – Владимир Басов.
Бегемот кушак аҫи – Вячеслав Невинный.
Кеша – Геннадий Хазанов.
Табаки кашкӑр – Сергей Мартинсон.
Арҫын тата Юмахҫӑ – Стас Садальский.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.