Чӑвашсен йӑли тӑрӑх ҫамрӑк така суйланӑ — аш тути кӗме пуҫланӑскерне. Таки шурӑ тӗслӗ пулмалла. Хура пулсан та темех мар, ӑна малтан ҫанӑхпа сапаҫҫӗ те: «шурӑ така паратпӑр», — теҫҫӗ.
Чӑн чӑваш йӑлипе малтан сӗтел хатӗрлеҫҫӗ — унта витре шывпа курка, чашӑкпа кӗрпе, тӑвар, ҫӗҫӗ тата пуҫламан ҫакӑр хураҫҫӗ. Суйланӑ такана мӑчавӑр пӑявпа сӗтел умне илсе килет те хӗвелтухӑҫ енне кӗлӗ калать.
Унтан такана пусма илсе каяҫҫӗ. Пусас умӗн такана шывпа сапаҫҫӗ. Силленсе илсен — Турӑ парнене йышӑнать теҫҫӗ, вара пусма юрать. Силленмесен — «юрӑхсӑр» теҫҫӗ. Тепӗр икӗ хут сапма пулать. Виҫҫӗмӗш хутӗнче те така пуҫне силлемесен выльӑха тытса тӑракана улӑштараҫҫӗ.
Така пуснӑ чухне каламалли ятарлӑ сӑмахсем те пур: «Пӗсмелле, аминь! Атте-анне йӑлипе, пире ан пултӑр ҫылӑхӗ, ҫӗҫҫе пултӑр ҫылӑхӗ».
Пуснӑ хыҫҫӑн юнне илсе юлаҫҫӗ — ӑна кӗрпепе, ашпа хутӑштарса шӳрпе пӗҫерсе ҫинӗ. Апата ярас кӑмӑл ҫук пулсан юнне ҫӗре юхтараҫҫӗ: «ҫӗр хӑватне кайтӑр», — теҫҫӗ. Е тултармӑш тӑваҫҫӗ — юн, кӗрпе, ӑш-чик ашне вӗтетсе пыршӑ ӑшне тултараҫҫӗ.
Тирне сӗвес умӗн кӑкӑр ҫинче касса «Тӑвар пек техӗмлӗ пултӑр», тесе тӑвар чиксе хунӑ. Тирне кӑкӑрӗ ҫинчен пуҫласа хырӑмӗ ҫинченех ҫӗҫӗпе йӗр туса касса тухнӑ. Сӳсе илнӗ тире хӳме ҫине элем пек ҫакса хураҫҫӗ.
Пуҫне тата малти сылтӑм урине пӗҫҫи таранах уявӑн чи сумлӑ ҫыннине, уяв пуҫне параҫҫӗ: «пуҫ пул», — теҫҫӗ. Сылтӑм ури асамлӑ вӑй-хӑват парать тесе ӗненеҫҫӗ. Тасалу кунӗнче пуҫне ҫимеҫҫӗ, сурса та ылханса шӑтӑка кайса пытараҫҫӗ.
Хӳре вӗҫне, пӗверне (селезенкине), ӑш-чик ҫӑвне илсе кӑвайта пӑрахса ҫунтараҫҫӗ: «турӑ таврашӗсене пултӑр», — теҫҫӗ.
Пӗҫернӗ аша ҫийиччен чӳкленӗ. Апата ӳпки, пӗверпе чӗри, кӑштах тачка какайӗ каять.
Чӳк яшкине пурне те астивтереҫҫӗ, ҫав шутра килен-каяна та.
Апата ҫисе янӑ хыҫҫӑн шӑммисене пуҫтараҫҫӗ те кӑвайтра ҫунтарса яраҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗксем авторӑн (тӗрлӗ вӑхӑтра тунисем)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.