Нумай пулмасть пирӗн ҫӗршыв Космонавтика кунне паллӑ турӗ. Ҫӑлтӑрсем патне ҫӗкленнӗ пӗрремӗш ҫын Юрий Гагарин иккенне пирӗнтен кашниех пӗлет. Анчах унӑн пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ самантсене пӗлмесен те пултаратпӑр.
* Юрий Гагарин космоса хӑпаричченех Совет Союзӗн телеграф агентстви валли виҫӗ тӗрлӗ информаци хатӗрлесе хунӑ пулнӑ: савӑнӑҫлӑ (вӗҫев лайӑх вӗҫленсен), SOS пӗлтерӳ (пулӑшма ыйтса ҫырни), хуйхӑллӑ хыпар (Гагарин вилсен). Телее, малтанхи вӗҫев ырӑпа вӗҫленнӗ.
* Тӗнче уҫлӑхӗнчен ӑнӑҫлӑ таврӑннӑ хыҫҫӑн Гагарина унӑн ятне тата вӑл хӑҫан вӗҫнине палӑртакан номерлӗ «Волга» машинӑпа наградӑланӑ. Ҫавӑнтан ятлӑ автомобиль номерӗсем парасси пуҫланнӑ темелле те.
* Малтан вӗҫнӗ вӑхӑтра карап автомат режимӗпе ӗҫленӗ. Тытӑмра чӑрмав е инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухас-тӑвас пулсан валли Гагарина «25» тесе ҫырса чикнӗ вӑрттӑн код чикнӗ конверт тыттарнӑ. Инкеклӗ тӑрӑм пулсан космонавта конверта уҫса тытӑма блокланинчен сирме тата управление хӑй аллине илме ирӗк панӑ.
* Уйӑх ҫинчи чи пысӑк кратерсенчен пӗрне Юрий Гагарин ятне панӑ.
* Гагарин Совет Союзӗн Верховнӑй Совечӗн депутачӗ пулнӑ.
* «Восток-1» карапа вӗҫтерсе ярас умӗн сывлӑш кӗнипе кӗменнине тӗрӗсленӗ чух датчик ӗҫлесе кайман. Анчах Олег Ивановский тӗп конструктор ҫухалса кайман: вӗҫтерес умӗн темиҫе минут маларах датчика 30 ытла гайкӑпа винта пӑрса юсма ӗлкӗрнӗ.
* Атеизм саманине пӑхмасӑрах Гагарин Турра ӗненекен ҫын пулнӑ. Вӑл Ҫӑлавҫӑ Христ Храмне ҫӗнетесшӗн ҫуннӑ.
Редакцирен : Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.