Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.7 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Софья Савнеш: Ӗпхӳри Чӑваш вырсарни шкулӗн шӑпи епле пулӗ-ши?

Софья Савнеш23.03.2014 09:583501 хут пӑхнӑ

Ӗпхӳри Уес училищи (унта Чӑваш вырсарни шкулӗ вырнаҫнӑ) хӑйӗн истори сӑнне ҫухатма пултарать. Кун пирки «Ӗпхӳри арххӳтӗлев» юхӑм представителӗ пӗлтернӗ.

Ҫак ҫурта Ӗпхӳри уес училищи валли 19-мӗш ӗмер варринче хута янӑ. Кунта 1892 ҫултанпа чӑвашсен паллӑ математикӗ тата педагогӗ Павел Миронов ӗҫленӗ. Ҫавӑнпа 1990-мӗш ҫулсем пуҫламӑшӗнче ҫурта Чӑваш вырсарни шкулне панӑ. Таврапӗлӳҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ӑна ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ҫурт унчченхи сӑнне ҫухатӗ.

— Ҫурт япӑх мар сыхланса юлнӑ. Кӗперне вӑхӑтӗнчи аркӑсем, рамӑсем, чӳрече ҫинчи фурнитурӑсем, юман алӑксем юлнӑ, — теҫҫӗ «Арххӳтӗлевҫӗсем». — Ҫурта юсамалла, анчах ҫӗнетмелле мар.

Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче таврапӗлӳҫӗсем чан ҫапма тытӑннӑ. Чӑваш вырсарни шкулне йӳнӗпе тара пама шухӑшланӑ-мӗн: 1 тӑваткал метршӑн 1 тенкӗ. Таврапӗлӳҫӗсем, «Ӗпхӳри арххӳтӗлевҫӗсем» юхӑм, Миронов ячӗллӗ Чӑваш вырсарни шкулӗн ертӳлӗхӗ тата ыттисем ҫакна хирӗҫ. Анчах Ӗпхӳ мэрийӗ хӑйӗн шухӑшӗ ҫинчех тӑрать. Хула канашӗ культура еткерӗн япӑх ҫурчӗсене тара пама йышӑннӑ-мӗн. Чӑваш вырсарни шкулӗ пӗрремӗш пулӗ. Хулан юхӑннӑ ҫуртсене юсама укҫа ҫук теҫҫӗ.

Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче ыйту каллех ҫӗкленнӗ. Чӑваш общественникӗсем каланӑ тӑрӑх, вырсарни шкулне путвалти темиҫе пӳлӗме куҫма сӗннӗ.

— Чӑваш ачисем тата аслӑ ӳсӗмрисем ҫак шкула 22 ҫул тӑван килне ҫӳренӗ пек килеҫҫӗ. Кунта Ӗпхӳри тата Пушкӑртстанри чӑвашсен чунӗ пурӑнать. Кунти пӳлӗмсем паллӑ Павел Миронова астӑваҫҫӗ. Пире урӑх ҫӗре куҫарсан чылай ашшӗ-амӑшӗ ачисене Чӑваш вырсарни шкулне илсе пыма пӑрахасран шикленетӗп. Ку чӑваш ачисем хӑйсен халӑх культурине, йӑлине вӗренессине япӑх витӗм кӳрет, — тенӗ Чаваш вырсарни шкулӗн ашшӗ-амӑшӗн комитечӗн председателӗ Алиса Федорова.

Ашшӗ-амӑшне вырсарни шкулӗ ӑҫта пуласси пӑшӑрхантарать. «Тепӗр ыйту канӑҫсӑрлантарть: юсав ӗҫӗсем вӗҫленсен вырсарни шкулӗ валли мӗн юлӗ? Планпа килӗшшӳллӗн ҫуртӑн пӗчӗк пайне ҫеҫ — туалет ҫывӑхӗнчине — пире валли уйӑрӗҫ. Пире ку ытла хака кайса лармӗ-ши?» — шухӑшлаҫҫӗ общественниксем.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2735.35.3842
2014.03.23 13:58
Agabazar
Ĕнтĕ малашне чăвашсен "Крым пирĕн!" тесе мухтанасси çеç юлать пуль. Урăх нимĕнле шанчăксем те умра курăнсах каймаççĕ. Апла-капла сăмах хушма хăтлансанах "Килте чăвашла вĕрент!" тесе кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе сике-сике ÿкеççĕ. Уйрăм çынсем çеç мар, ушкăнĕ-ушкăнĕпе....

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем