Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Чӑваш наци конгресӗ «ТМЯП» шайӗнчен тухасшӑн мар?

Аçтахар Плотников05.03.2014 14:1420132 хут пӑхнӑ

ТМЯП тени ӗнтӗ кунта — тулли мар яваплӑ пӗрлӗх тенине пӗлтерет, хайхи вырӑсла ООО тенине. Ку эп шухӑшласа кӑларнӑ япала мар, хайхи Тимӗр Тяпкин ушкӑнӗ каланӑ сӑмах. Ҫавна тӗпе хутӑм ӗнтӗ.

Мӗншӗн ку сӑмаха пуҫларӑм-ха. Ӗнер Митта Ваҫлейӗн преми лауриачӗсене чысланӑ мероприятире пултӑм. Хисеплӗ преми темелле ӗнтӗ, анчах та ЧНК ҫыннисем унта темшӗн курӑнмарӗҫ. Те чӗнмен ӗнтӗ вӗсене, те пӗлмен, те Илле Иванов ӑна ертсе пынипе унта хутшӑнасшӑн пулман.

Чӑваш наци конгресне хӑй вӑхӑтӗнче чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан тӗрлӗ организацисене пӗрлештерекен япала пек тума ӗмӗтленнӗ-ҫке. Апла-тӑк наци конгресӗн ҫавӑнашкал пысӑк уявсене, пӗлтерӗшлӗ мероприятисене хутшӑнмаллах ӗнтӗ. «Ку — ют юшкӑн, ак ку — пирӗн ушкӑн» тесе уйӑрса тӑмалла мар.

Ҫавах ман шанас килет — Купрат патша каланӑ сӑмахсене ӑша хывса эпир чӑвашсем хӑҫан та пулсан пӗрлешетпӗрех, пайланса пӗтнӗскерсене пире пӗрлештерекен орган ҫуралатех. Чӑваш наци конгресӗ ҫӑк ӗҫе хӑйӗн ҫине илнӗ пулсан питӗ аван пулӗччӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.09 09:21
Саня матки! Калаçу савçим урăххи çинчен пырать.Ăçта та пулин чĕнекен,ертсе кайма тăрăшакан çыннăн "как минимум" Хăйне ĔÇпе кăтартмалла.Вăхăт иртет, Майдан туманĕ те сирĕлет.Пурнăç хăй картине кĕретех,"хура" халăх ĔÇ çыннишĕн сасăлама пуçлать, а леш горлопансемшĕн мар.Вот çавăн çинчен çырап эпĕ,Валерик, а вовсе Акасапара хирĕç çырас тесе мар.
Petr-I // 8473.6.9269
2014.03.11 23:21
Юлашки ЧНК съездӗнчен:
" Прозвучало предложение об общем интернет-портале, на котором каждое объединение имело бы свою страницу для постоянной связи, укрепления дружбы между чувашами разных регионов."

Ӑҫта-ши пирӗн портал?
Якур // 1537.37.5842
2014.03.12 08:43
Яланхи пекех,Петĕр-1хăта.Сцена,трибуна çинчен калаçма пурте маттур пулса кайрăмăр.Тата кунта форумра Акапасарсем пит маттур, анчах форумра кăна маттуркка.Çавăнпа халăх хушшинчи маттур е паттăр ĔÇĔсем пирки ыйтатпăр та.Анчах "Пшик",çук халăхăмăра пĕлтермелли пулăмсем.Интернет-портал пирки те çавнах каламалла,ансат япала темелле.Анчах камăн та пулин çанă тавăрса ĕçлемелле вĕт, унсăрăн пулакан япала мар!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.12 09:30
Петр-1:"Прозвучало предложение об общем интернет-портале"-ку шухăша эп илтменччĕ. Тĕрĕс, тума йышăннă япалана тумалла. Çав интернет таврашĕнче Акаспар питĕ ăнланать пек туйăнать мана. Ăна ыйтас йĕркелĕве хутшăнма, аттун пустуях нăшăклатса ларать интернет тетелĕнче. Кунта курăн акă,лайăх ĕçлесе кайсан тен чăваш Паттăрĕ ята тивĕçме пултарать!
Тимӗр // 4916-2612
2014.03.12 14:27
Конгрессра ятарлă çын кунпа ĕçлет.Сайт пур.Çырăр,шăнкравлăр,кĕрсе тухăр.Конгресс алăкĕ яланах уçă.Ĕçпе çÿрекенсене хапăл туса кĕтсе илеççĕ.
Фролова // 3309.75.1872
2014.03.12 21:29
Митта Ваçлейĕн преми лауреачĕсене чысланă мероприятире ЧНК çыннисем те пулчеç, эсир вĕсене палласах çитереймен куранать.Сăмах тăрса каламанни вăл пыманнине пĕлтермест.Ку уява лайăх ирттерес тесе пирĕн ачасем юрă та юрларĕç,сăвă та каларĕç.
2014.03.12 22:06
Аçтахар Плотников
Ну вара — питĕ лайăх. Пĕрлештерӳ ĕçне хăйсем çине илни — аван.
Якур // 2270.52.0131
2014.03.14 01:07
Конгресс штатне ятарласа Премисем тата грантсем парассипе Чăвашсен "хисеплĕ" çыннине Акапасара кĕртмелле. Çÿретĕр конгресс ячĕпе хутсем валеçсе.
Атнер // 3913.58.4645
2014.03.14 12:43
Юрамасть.Ун пекки Костя Портнов пур.
Вихтăр // 1886.81.1982
2014.03.15 10:35
Атнер юлташ, эп ăнланнă тăрăх Портнова конгресăн сăваплă ĕçĕсенчен хăтарнă терĕç. Вăл хăйĕн "фонд Волкова" текен пĕрлешÿрен çÿрет пулмалла.

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем